Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫинех the word is in our database.
ҫинех (тĕпĕ: ҫинех) more information about the word form can be found here.
57. Сихем ҫыннисен усал ӗҫне те Турӑ хӑйсен пуҫӗ ҫинех ҫавӑрнӑ; вӗсене Иофамӑн, Иероваал ывӑлӗн, ылханӗ ҫитнӗ.

57. И все злодеяния жителей Сихемских обратил Бог на голову их; и постигло их проклятие Иофама, сына Иероваалова.

Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вара Иосиф хӑй те, унӑн ашшӗн килӗ-йышӗ те Египетра пурӑннӑ; мӗнпурӗ Иосиф ҫӗр те вунӑ ҫул пурӑннӑ; 23. Иосиф Ефрем ачисене виҫҫӗмӗш сыпӑк таранчченех курнӑ, Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗсем те Иосиф чӗрҫи ҫинех ҫуралнӑ.

22. И жил Иосиф в Египте сам и дом отца его; жил же Иосиф всего сто десять лет; 23. и видел Иосиф детей у Ефрема до третьего рода, также и сыновья Махира, сына Манассиина, родились на колени Иосифа.

Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗр пӗлӗш асфальт ҫула хӗлле, юр ҫинех, сарнине каласа кӑтартнӑччӗ.

Help to translate

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Ара, ҫӗр тенкӗпе уйӑх ҫинех сиксе ӳкес ҫук, кермен те лартаймӑн.

Help to translate

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

Мишка лавӗ-качки сӗтӗрсе хӑй унччен суйласа илнӗ ҫул ҫинех талпӑнса тухать.

Help to translate

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ывӑнса ҫитнӗскер, юр ҫинех выртрӗ вӑл, ҫакӑнтах, Алюнапа юнашар, яланлӑхах ҫывӑрса каяс килчӗ унӑн.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Каллех темиҫе сехет ирттерчӗҫ улӑм ҫинче, ку хутӗнче капан ҫинех улӑхса выртрӗҫ, тӳпери ҫӑлтӑрсене тинкерчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе ҫак илемлӗ поднос ҫине вырнаҫтарчӗ, вара Элиме патне вырӑн ҫинех йӑтса кайрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Камайӑн пурнӑҫӗ малтанхи йӗр ҫинех ӳкрӗ.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ятлӑ-сумлӑ, сумлӑ та чинлӑ икӗ ҫын Шӑнкӑрчсен пӑрӑвӗн тирне илсе тухса тепӗр тӑрантасӗ ҫине сарчӗҫ, ун ҫинех пӑру кӳлепипе пуҫ-урине майласа хучӗҫ.

Help to translate

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Нина Ивановна вара хӑй, ултӑ ҫул кӑна вӗреннӗскер, е магазинра, е столовӑйра уборщица пулнӑ, кайран, пӗр йӑваш ҫынна качча тухнӑ хыҫҫӑн, унӑн ӗнси ҫинех хӑпарса ларнӑ, ӗҫкелеме пуҫланӑ, ӗҫкӗсенче вара хӑйне «эпӗ министр арӑмӗ» тесе ташланӑ.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Мӗнех вара, Ильич ӑҫтан кашни хут ҫинех хӑй алӑ пустӑр-ха?

Help to translate

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ҫак сӑмах ҫинех Апуҫ каялла ҫитрӗ те.

Help to translate

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пилӗк юлташ кӗпер ҫинех выртса юлчӗҫ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Медсестра выртса тӑнӑ сарлака сак ҫинех вырӑн хатӗрлерӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Клубалла-мӗнелле тухмастӑн-им паян, Руса? — мӗн ҫырнине пӗлес пек, лутра сӗтел ҫинех пӗшкӗнсе пӑхрӗ Кулюкка.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑй ҫинех килекен танк айне пырса ӳкрӗ граната ҫыххи.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпир ларнӑ пӑрахут ҫинех лар.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун хыҫӗнчен татах йӑтса тухрӗҫ, малтанхи купа ҫинех хучӗҫ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Джинспа футболкӑна вӑр-вар тӑхӑнтӑм та кроссовкине ҫара ура ҫинех тӑхӑнса, каҫхине хатӗрлесе хунӑ ҫӗнӗ сумкӑна хул хушшине хӗстерсе пӳлӗмрен тухса вирхӗнтӗм.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed