Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳллӗ маччаллӑ кӑн-кӑвак таса тӳпенелле шуххӑн ярӑнса хӑпаракан хӗвелӗн йӑлтӑркка пайӑркисем ҫӗр ҫинелле кӑвар пекех пӗҫертсе сапӑнмаҫҫӗ пулин те, пӗрре ҫеҫкеленсе ешерсе лӑпланнӑ ҫутҫанталӑкӑн ҫуркуннехи пек техӗмлӗ хӗрӳлӗхӗ халь те пӗтменни сисӗнет: типсе хӑмӑрланнӑ ҫӗрулми ҫеҫкиллӗ касӑсем хушшинче иккӗмӗш ҫеҫкене ларнӑ сенкер утмӑлтуратпа шап-шурӑ салтак тӳмисем куҫа илӗртеҫҫӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫичҫӗр ҫухрӑм ҫеҫен хир, Ҫеҫкеленсе эп килтӗм.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Павӑл, сассӑр куллине кӑлтӑрмачла кустарса ярса, тутине ейсех пӑрахрӗ, Лена пит-куҫне те, ирхи кӗрен чечек пек уҫӑлнӑ тутинче ҫеҫкеленсе, каллех хӳхӗм кулӑ сӗртӗнсе илчӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Хӗрачасем — ӗнтӗ хӗрсем — вара, ҫемҫе кулӑпа ҫеҫкеленсе, пӗрремӗш хут тенӗ пек ӑшӑ, тӗпчевлӗ куҫӗсемпе арҫын ачасене — ӗнтӗ каччӑсене — сӑпайлӑн, вӑтанчӑклӑн сӗртӗнкелесе илеҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чаплӑ кун сӑрт-тӑва хӗвелӗн чӗрӗ шыв сиккипе шӑварать, хӗвел шевлисем чӑтлӑх вӑрманӑн тӑвӑр уҫлӑхӗсенче ылтӑн пӑнчӑсенче, ҫиҫкӗнчӗк ҫулҫӑсенче, чике пайӑркасенче ӑнтӑлуллӑн куҫа-куҫа ирӗлеҫҫӗ; ут чӗрни айӗнчен курӑка сывлӑмпа пӗрӗхтере-пӗрӗхтере чечексем чӗтренсе юлаҫҫӗ, ансӑр сукмаксен арпашӑнчӑк тымарӗсем вара пур еннелле те тӑсӑлаҫҫӗ, ҫеҫкеленсе капӑрланнӑ кашкӑр ҫырли, акаци тата шӗшкӗлӗх ӑшнелле кӗрсе сапаланаҫҫӗ.
VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Сенкер те хӑмӑр кӑвак тӗслӗ ириссем курӑк хушшинче кӑпӑшкан ҫеҫкеленсе лараҫҫӗ.
Симӗс лампа // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
43. Чирӗ чулсене хайӑрса кӑларса, пӳрте хырса тухса ҫӗнӗрен шӑлнӑ хыҫҫӑн та палӑрать, ҫеҫкеленсе тӑрать пулсассӑн, 44. священник пырса пӑхӗ те, эхер те пӳрт ҫинчи чир сарӑлнӑ пулсассӑн, апла ку — ҫиекен тилҫе, вӑл пӳрт таса мар; 45. ҫав пӳрте ҫӗмӗрмелле, унӑн чулӗсене, йывӑҫне, ӑна шӑлнӑ мӗнпур тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкмалла; 46. пӳрт питӗрӗнсе тӑнӑ вӑхӑтра унта кам та кам кӗрет, ҫавӑ каҫченех таса мар; 47. кам ҫав пӳртре ҫывӑрать, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ]; кам ҫав пӳртре апат ҫиет, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ].
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тилҫи ҫын ӳт-тирӗ ҫинче ҫеҫкеленсе каяс пулсассӑн, унӑн пӗтӗм ӳтне пуҫ тӳпинчен пуҫласа ури патне ҫитичченех, священник куҫӗ курма пултарнӑ таранах, хупласа илес пулсассӑн, 13. священник унӑн пӗтӗм ӳтне тилҫе хупласа илнине курӗ те чирлӗ ҫынна таса тейӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗмпех шап-шурӑ пулса кайнӑ: вӑл таса.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1