Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Джесси хӑйӗн ҫепӗҫ суясӑрлӑхӗпе вӑрманӑн асамҫӑ пикине аса илтерет, ҫапла мар-и?— Не правда ли, Джесси с ее милой безыскусственностью напоминает лесную фею?!
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Манӑн шухӑшӑмпа — пуринчен те лайӑхрах туртаканни Гленар: унӑн манерӗсем питӗ ҫепӗҫ, вӗсем унӑн пӗчӗк сигарисемпе питех те кӑмӑллӑ килӗшӳлӗхре.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Юлашки самантсенче, тен, унӑн ӑнӗ уҫӑмланать; пӗтмӗшне йышӑнса вӑл унӑн вӑрттӑн палачӗ, эпӗ, нихӑҫан та пӗлейми-туяйми чечен те ҫепӗҫ туйӑмсемпе рехетленет.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Санран… пӗртен пӗр сассу кӑна юлнине курас килет; ун чухне манӑн сӑмахӑмсем те санӑн ача калаҫӑвӗ евӗрех ҫепӗҫ те, чӑн-чӑнах та чунранах тухӗччӗҫ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эпӗ унӑн сӑпатне ҫав тери чӗррӗн туятӑп — пӗччен юлнӑ самантсенче унпа калаҫма пултаратӑп, — тӗлӗнтермӗш е килӗшӳсӗрлӗх туйӑмӗсӗр; анчах унӑн ҫепӗҫ те хӗрӳ авӑкӗ-ӑнтӑлӑвӗ аса илӳре ҫине-ҫинех сӑнарлансан тата ҫак ҫурма ача кӗлетки ман ҫума пырса тӗршӗннин туйӑмне хӑваласа ярайман чухне, — ӑна, чӑннипе калас тӑк, пуҫӗнчен ачашламалла, — эпӗ хамран хам ыйтатӑп:
XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Пӗлместӗп, — юмарттӑн каларӑм эпӗ, мӗншӗн тесен Дэзи пирки ҫак шухӑш ку самантчен пуҫӑма килменччӗ, анчах халӗ эпӗ ун ҫинчен ҫепӗҫ те хавхаллӑ чӑрмавӑн тӗлӗнмеллерех туйӑмӗпе шухӑшлатӑп-ши…
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Гарвей, — терӗ вӑл ҫепӗҫ те тӳрӗ вӑйпа; ҫак вӑй унӑн хаваслӑ, ҫӑмӑлттайрах сассинче — пӗрремӗш хут, — Гарвей, мана тӗрӗссине каласамӑр!
ХХХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Эсир — ырӑ, ҫепӗҫ…
XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫепӗҫ кӑмӑллӑ ҫак хӗре эпӗ мӗнпе те пулин тӗкӗнмерӗм-ши?
XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫепӗҫ те салхуллӑ вальс сире пиҫӗ пилӗке ыталамашкӑн сӑпайлӑн ыйтать.
XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Эпӗ сире нимӗн те ӑнлантармастӑп, — терӗ Биче татӑклӑн, чӑн та — ҫепӗҫ сӗмпе, ҫавӑнпах комиссар ун ҫине уйрӑмах тимлӗн тинкерчӗ.
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Унӑн ҫепӗҫ юратӑвне аванах туйрӑм, — терӗм эпӗ, — анчах вӑл мана мӗншӗн ҫапла кураймасть — ӑнлантарса параймӑр-ши?
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пиҫӗлӗхӗ кӗтмен ҫӗртен ҫухалнӑ ҫурӑмӗнче тата хул пуҫҫисенче ҫепӗҫ именӳ сисӗнет.В ее вдруг потерявших гибкость спине и плечах чувствовалось трогательное стеснение.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Куҫсен йӑлтӑртатӑвӗ, ҫурма маскӑсен чее вӑрттӑнлӑхӗ, ушкӑнра ахӑлтатупа тата ҫухӑрашупа кама та пулин тытнӑ май хӑйсен ҫулне кӗленчесемпе сулкалашса уҫса пыракан матроссен отрячӗсем; пукансем ҫинчи ӳсӗр ораторсем, — вӗсене никам та итлемест е чавсапа ӑнсӑртран чыша-чыша ӳкереҫҫӗ; шӑнкӑравсен тӗнкӗлтетӗвӗ, ӑратлӑ урхамахсен атлас пӗркенчӗкӗсем ҫинче ларакан принцессӑсемпе гризеткӑсен кавалькади; алӑксен тӗлӗнчи ҫынсен кӗпӗрленӗвӗ, — унта тӗтрере тилӗрчӗк сӑнсем, чӑмӑртаса тытнӑ алӑсем мӗлтлетеҫҫӗ; чул ҫул ҫинче тӑсӑлса выртакан ӳсӗрсем; килӗсене шиклене-шиклене таврӑнакан кушаксем; ҫепӗҫ сасӑсемпе хӑрӑлти ҫухӑрашу, юрӑсемпе хӗлӗхсем; чуп тӑву сассипе аякри кӑшкӑру хорӗ, — ҫапларах Гель-Гью кӑмӑл-туйӑмӗ ҫак ҫӗрле.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пичӗ тӳрӗ, ҫап-ҫаврака пекех, унта — хитре, ҫепӗҫ кулӑ, вӑл черчен, хумханчӑк вӑйӑпа тулсах ларнӑ, ку ҫак самантра Фрези манӑн хушӑнсах пыракан тӗлӗнӳпе йӑпаннине кӑтартап. ахӑр.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пирӗн чунӑн тӗшшин чи ҫепӗҫ куҫӑмӗпе эпӗ уҫӑмлӑ, ӑнланмалла ӗренкене те, ҫавӑн пекех килпетлӗ капаша та хам майлӑ ҫавӑрайӑттӑм.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫепӗҫ те уҫӑ сассипе тӗрлӗ халӑх юррисене шӑрантаратчӗ.
Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.
Ҫепӗҫ те ырӑ кӑмӑллӑ Вера Григорьевна Камышова (халӗ Федорова) вырӑс чӗлхипе литературине ӑша хывма вӗрентрӗ.
Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.
Пире эпир иксӗмӗр те ютшӑнчӑк тата мӑн кӑмӑллӑ пулни ҫывӑхлатрӗ; анчах малтанхи ҫепӗҫ туйӑмсем кӗҫех чӑл-пар арканчӗҫ.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Горн ун патне ыткӑнчӗ, кӑмӑлӗ ҫивӗч те ҫепӗҫ хӗрхенӳ тыткӑнӗнче.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.