Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑтарасла, тӗпчесе, тӗсесе пӑхакан икӗ ҫын куҫӗнчен икӗ витӗм пыра-пыра ҫапать ачана: пӗрре сивӗреххи — директор куҫӗн сивӗлӗхӗ; тепре ӑнланма ҫукки — ҫапах этем ӑшшине палӑртаканни, Аркадий Давыдович куҫӗн тимлӗ те ырӑ йӑлтӑртатӑвӗ.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Тин кӑна аякри-аякри вӑрмантан ывӑнса килнӗ хӗрарӑма хӗвел шевлиллӗ ҫутӑ сӑн ҫапать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Светлана ача ҫуратнӑ пек, Эльвира унӑн ачине ҫӗкле-ҫӗкле ҫапать пек, ача вара, кашни ҫӗклесе ҫапмассеренех, резина пек ҫӳлелле сиксе илет те кулса ярать пек.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Оринин ялӗнче радио кӗртнӗ вӑхӑтра вӗсен ӗҫне вырӑнти пуппа чиркӳ старости хирӗҫлеме пӑхнӑ, аҫа ҫапать тесе антеннӑн хӑрах вӗҫне чиркӳ тӑррине ҫакма ирӗк паман.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Куҫмаран ханша шӑрши ҫапать.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Таса тенипе таса иккен, турӑ путеккисем тейӗн, — лашанни пек самӑр пӗҫҫине шарт ҫапать Кулюкка.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Иртенпе урӑлса ҫитмен Уканӗ те ӑна-кӑна шухӑшласа тӑмасть — тӗпелтен ухват ярса илсе Кулюккана лашанни пек сарлака ҫурӑмӗ урлах пырса ҫапать.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Хусан ҫинче хут вылять — Хӗлимун пичче ҫу ҫапать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чӑтма-тӳсме ҫук пысӑк хуйхӑ пырса ҫапать Ульккана.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Хӗвел анӑҫӗнчен нӳрӗ ҫил вӗрет, ҫумӑрпа йӗпеннӗ кӗпе-тумтир витӗр ҫан-ҫурӑма сивӗ ҫапать.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
— Аҫа ҫапать, шартлатать, пӗтӗм тӗнчене кисретет.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Ҫав вӑхӑтра Вӗҫелис: «Ну, Лександр туртса лар-ха пӗрре!» — тесе хӑй ҫапать те пысӑк пӳрнине Мукин сӑмси умне кӑнтарать.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Вӑл, тарӑхса ҫитнипе, юхса выртакан ҫӑл шывне аллинчи патакӗпе хыттӑн ҫапать.
Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.
Хӗрнӗ мотортан пит-куҫа ӑшӑ ҫапать.
29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫинахван параппан ҫапать.
13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ялти чее хӗрарӑм унӑн чӳречи патне такам йӑпшӑнса пырса ҫемье вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлесшӗн пулнине курсан вӑл минтер ярса илет те ӑна сак ҫине ҫапать, итлесе тӑракан ҫийӗнчех каялла чакать, е хӑлхасӑр пулса ларма та пултарать.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кашнийӗнчех хӑнасемпе чӳрече леш енне пухӑннӑ куракансем умӗнче каччӑ хӗр кӗтесри сак ҫине сарса хунӑ чӑлт шурӑ минтере ҫавӑрса пӑхать, минтере чӗн пушӑпа ҫапать.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кӗтменрен салтак арӑмӗ кукленсе ларчӗ, ҫапать пулӗ тесе хӑрарӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Илемӗ илемлӗ те… анчах кунта пур хитре япаларан та темле чуна шӑнтса тӑракан сивӗ ҫапать.
4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Сасартӑк кӗрслеттерсе юнашарах аҫа ҫапать, ҫывӑхри юман тӑррине ҫавапа каснӑн татса антарать.
1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.