Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫанталӑкра (тĕпĕ: ҫанталӑк) more information about the word form can be found here.
Хӗвеллӗ ҫанталӑкра пушшех илемлӗ вӑл.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Шывӗ кирек-мӗнле ҫанталӑкра та пӑр пек сивӗ, шӑла тивет.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Вӑл лайӑх ҫанталӑкра та каҫхи сменӑра икӗ-виҫӗ сехет ҫывӑрса илетех.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ӑна хӗрхенсех-и тен, Лена ырӑ ҫын йыттине урама кӑларман ҫанталӑкра уя тухса утрӗ те.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Уйра шикленеҫҫӗ те пуль ҫак ҫанталӑкра.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Кам хӑваласа кӑларать-ха сана ҫак ҫанталӑкра пӳртрен? — хыҫҫӑнах калаҫса тухрӗ пусма вӗҫне кил хуҫи.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра Барака тӑрӑран шыв анать, вырӑна йӗпетет, урайне кӳлленчӗк пуҫтарӑнать, ниҫта выртса е ларса канма типӗ вырӑн юлмасть.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Асли хыҫҫӑн Нина та ҫитрӗ — тӗлӗнмелле-тӗк тӗлӗнмелле, уяр ҫанталӑкра аҫа ҫапрӗ тейӗн! — вӑл та ирех вӑраннӑ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗлетпӗр, кунашкал ҫанталӑкра транспорт ӗҫӗн хакӗ икӗ-виҫӗ хут та хӑпарса каять.

Help to translate

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман урӑх чӗнмерӗ, ӑшӗнче ҫеҫ: «Сысна тип ҫанталӑкра та пылчӑк тупать!» — тесе ятлаҫса илчӗ.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑчӑхса, тусанпа тулса ҫитнӗ ҫанталӑкра ӗҫлеме мар, ларма та, тӑма та май ҫук.

Help to translate

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑш-пӗр чухне, уяр ҫанталӑкра, кӑнтӑрла салтак, патак ҫине тайӑнса, пӳрт умне тухма пуҫларӗ, пӗчӗк пахча умӗнчи ӑвӑс пӗренесем ҫинче чылайччен ларатчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халь тин ӑнланать ача, ҫут ҫанталӑкра пӗр япалана та тивме юрамасть.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫут ҫанталӑкра пур япала та пӗр-пӗринпе пулӑшуллӑн ҫыхӑнса тӑрать.

Help to translate

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫут ҫанталӑкра вӗт кашни тепринпе апатланса пурӑнать.

Help to translate

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ку таранччен кӑнтӑр еннерехре ҫеҫ ӳснӗ ялхуҫалӑх ӳсентӑранӗсем нумайӑшӗ тайгари ҫанталӑкра та пиҫсе тухӑҫ пама пултараҫҫӗ.

Могут вызревать многие из сельскохозяйственных растений, которые до последнего времени росли только южнее.

Тайгари ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ӑшӑ юхӑмӑн температуринче улшӑну пулни кирек хӑҫан та пирӗн ҫанталӑкра паллӑ пулать.

Всякое изменение в температуре теплого течения отражается на нашей погоде.

Ҫурҫӗрти поляр облаҫӗ пирӗн ҫанталӑка улшӑнтарни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӑра тӗтре ҫанталӑкра летчика та вӗҫме хӑрушӑ.

В густом тумане опасно летать и летчику.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ку вӑл унӑн пӗрремӗш боевой вӗҫевӗ пулнӑ, вӑл звено командирӗ ертсе пынипе заданирен таврӑннӑ, ҫап-ҫутӑ, пӗлӗтсӗр ҫанталӑкра вӗҫсе пынӑ.

Help to translate

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсир ҫакӑн пек ҫанталӑкра хӑвӑрӑн институтра ӗҫлекенсенчен нихӑшӗ те сире ҫыранра тӗл пулас ҫуккине пӗлсе тӑнӑ.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed