Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫӗ те ҫамрӑкӑнни пек чалтӑртаттарса пӑхать.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Хӑй те ҫаплах вӑр-вар, аллӑсене ҫывхарать пулин те, пӗвӗ ҫамрӑкӑнни евӗр йӑрӑс.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Анчах акӑ ҫак ҫамрӑкӑнни пек пули-пулми шухӑшсене часрах силлесе кӑларса пӑрахас пулать.А вот такие мыслишки, столь смело выраженные этим юношей, надо быстрее вытравить.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Яков ӑна Носков ҫинчен каласа панӑ чух унӑн куҫӗсем ачалла тӗлӗнсе пӑхнӑ, унӑн шӗвӗртерех, ӳссе ҫитмен ҫамрӑкӑнни пек пичӗ ҫинче нимӗнле хаярлӑх та пулман ӗнтӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пысӑк чакӑр кӑвак куҫӗ ҫамрӑкӑнни пек уҫҫӑн кулать, тӑнлавӗсем патӗнче ҫинҫе пӗрмешкесем палӑраҫҫӗ, пӗчӗк хӑлхисем тӗлӗнче кӑвак ҫӳҫ кӗмӗл тӗслӗн йӑлтӑртатать.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫав кулла мӗншӗн ытармалла маррине калама та йывӑр, анчах амӑшӗ кулнӑ чухне унӑн куҫӗсем, тута хӗррисем темскерле ҫамрӑкӑнни пек айванӑн та вӑтанчӑклӑн курӑнаҫҫӗ, ҫавӑн пек кӑмӑла каякан кулӑ урӑх никамӑн та ҫук.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
- 1