Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хура ҫӳҫӗ, ялти ҫамрӑксенни пек, кӗпе ҫухи ҫине анман.
Палланӑ ҫын // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Машукпа Мӗтрин те йӑли-курки ытти ҫамрӑксенни пекех: каҫхи клубсемпе ытти савӑнмалли ҫуртсене куллен тенӗ пекех ҫӳреме хапӑл.
Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html
Вӑл иртнӗ ӗмӗр ҫынниччӗ, тата унӑн та, ҫав ӗмӗрти мӗнпур ҫамрӑксенни пекех, кӑшт ҫеҫ палӑракан рыцарьлӑх, теветкеллӗх, хӑй ҫине хӑй ытларах шанасси, ырӑ кӑмӑл тата ӗҫсе иртӗхес йӑла пурччӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анфиса Марковна сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, типшӗм пӳрнисемпе ҫиттине тыткаласа пӑхрӗ; унӑн маччаналла пӑхакан куҫӗсем ҫамрӑксенни пек ҫуталса кайрӗҫ, кӑштах шуралма ӗлкӗрнӗ сӑн-пичӗ ҫинче кӑмӑлне хытарни палӑрчӗ, хӗрӗсем ҫакна ӑнланса илчӗҫ: амӑшӗ паха та питӗ кирлӗ япала ҫинчен кӗтмен ҫӗртен каласа парасси килнине хӑй ӑшӗнче тытса тӑрать иккен.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хурарах куҫӗсем, халь те-ха ҫамрӑксенни пек, чӗррӗн пӑхса йӑлкӑшаҫҫӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
- 1