Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Сирӗн ҫакӑ пулсассӑн, ҫакӑ хушӑнса пырсассӑн, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлни ӑнӑҫлӑ, усӑллӑ пулӗ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: пур ӳкӗтрен те чи асли ҫакӑ: «эй Израиль, итле! Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, — пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫамӑр; 30. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат» — ҫакӑ чи аслӑ ӳкӗт!
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫакӑн умӗн сана мӗн курӑннин тупсӑмне ҫапла ӑнланмалла: 41. эсӗ йӗрекен арӑма курнӑ, ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ, 42. кайран вӑл курӑнми пулнӑ, санӑн умна туса лартнӑ хула тухса тӑнӑ, 43. арӑм сана хӑй ывӑлӗн вилӗмӗ ҫинчен каласа панӑ — акӑ мӗне пӗлтерет ҫакӑ: 44. эсӗ курнӑ арӑм тата туса лартнӑ хула — Сион вӑл; 45. ҫав арӑм вӑтӑр ҫул ача тумасӑр пурӑнни — ҫакӑ ӗнтӗ Сионра вӑтӑр ҫул хушши парне кӳменнине пӗлтерет.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ — вӗҫсӗр-хӗрсӗр, виҫсе тухма ҫук ҫӗре пултарнӑ Патша, нимӗн ҫитменнине те пӗлменскерӗ — ҫакӑ хулана суйласа илнӗ, Хӑвӑн мухтавушӑн ҫакӑ вырӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, ҫавӑнта тӗлӗнмелле чаплӑн курӑнса, Эсӗ ӑна мухтава кӑларнӑ, ҫапла Хӑвӑн аслӑ та хисепе тивӗҫлӗ ятна мухтавлӑ тунӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Турӑ калать: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫине выҫлӑх ярас кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ, ҫакӑ вӑл ҫӑкӑрсӑр выҫӑхни е шывсӑр антӑхни мар, ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене илтесшӗн антӑхни пулӗ.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ вара, Даниил, ҫакӑ сӑмахсене юлашки вӑхӑт ҫитиччен пытарса усра, ҫакӑ кӗнекене пичет пусса хур; ӑна нумайӑшӗ вулӗ, пӗлӳ ӳсӗ, терӗ вӑл мана.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ ҫавӑнта тӑраканнисенчен пӗрин патне пытӑм та ҫакӑ мӗне пӗлтерни ҫинчен ыйтрӑм; вӑл мана мӗн курӑннин пӗлтерӗшне ӑнлантарса пачӗ: 17. ҫакӑ тӑватӑ пысӑк чӗрчун ҫӗр ҫинче тӑватӑ патша ҫӗкленессине пӗлтерет.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Турӑ Ҫурчӗн саккунӗ ҫакӑ: ту тӑрринчи пӗтӗм уҫлӑх, Турӑ Ҫурчӗн пӗтӗм тавралӑхӗ — Сӑваплӑран Сӑваплӑ Вырӑн; Турӑ Ҫурчӗн саккунӗ ҫакӑ!12. Вот закон храма: на вершине горы все пространство его вокруг - Святое Святых; вот закон храма!
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара Исаийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна ҫапла каланӑ: 5. кай та Езекияна кала: Ҫӳлхуҫа, Давид аҫун Туррийӗ, ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, санӑн куҫҫульне куртӑм, акӑ ӗнтӗ санӑн пурӑнас кунусем ҫумне тата вунпилӗк ҫул хушса паратӑп, 6. сана тата ҫакӑ хулана Ассири патши аллинчен хӑтаратӑп, ҫакӑ хулана хӳтӗлетӗп.
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Израиль Святойӗ ҫавӑнпа та ҫапла калать: эсир ҫакӑ сӑмаха сивлетӗр, ултавпа тӗрӗсмарлӑха шанатӑр, ун ҫине тӗревленетӗр, 13. ҫакӑ усал ӗҫ сирӗншӗн ҫӳллӗ хӳмери ҫурӑк пек, йӑтӑнса анассипе хӑратакан ҫурӑк пек пулӗ; хӳми вара сасартӑк, пӗр самантра, ишӗлсе анӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫакӑ ту ҫинче пур халӑхсем валли чи паха апатран, паха эрехрен, шӑмӑ ҫӑвӗнчен тата чи таса эрехрен ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлӗ; 7. ҫакӑ ту ҫинче Вӑл пур халӑхсене витсе тӑракан вителӗке, мӗнпур ӑру ҫинче выртакан вителӗке, тӗп тӑвӗ.
Ис 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ылтӑнпа кӗмӗлне тӑванушӑн, тусушӑн тӑкакла — вӑл чул айӗнче тутӑхса-ҫӗрсе ан вырттӑр; 14. пурлӑхна Ҫӳлти Турӑ хушнӑ пек тыткала, ҫакӑ сана ылтӑнран та ытла усӑ кӳрӗ; 15. мӗскӗнсене памаллине кӗлетне питӗрсе хур, ҫакӑ сана кирек мӗнле инкекрен те ҫӑлса тӑрӗ: 16. вӑл сана тӑшманусенчен ҫирӗп хулканран та, сулмаклӑ сӑнӑран та лайӑхрах хӳтӗлӗ.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ывӑлӑм, ҫакӑ санран ан пытантӑр, вара чипер ӑстӑнлӑ пулӑн, пулассине ӑнкарӑн, 22. санӑн чунушӑн ҫакӑ пурӑнӑҫ пулӗ, мӑю валли илемлӗ эреш пулӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫакӑ куна Ҫӳлхуҫа пултарнӑ: савӑнар, хӗпӗртер ҫакӑ кун!24. Сей день сотворил Господь: возрадуемся и возвеселимся в оный!
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Атфарат вара Ездрӑна — аслӑ священника, кӗнекеҫӗне — тата халӑха вӗрентсе тӑнӑ левитсене ҫапла каланӑ: 50. ҫакӑ куна Ҫӳлхуҫана халалланӑ, ӗнтӗ пурте саккуна йӗрсе итлесе тӑчӗҫ; 51. халӗ кайӑр та тутлӑ ҫийӗр, пылак ӗҫӗр, чухӑнсене кучченеҫ ярса парӑр, 52. ӗнтӗ ҫакӑ куна Ҫӳлхуҫана халалланӑ, ан хурланӑр, Ҫӳлхуҫа сире мухтава кӑларӗ, тенӗ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. «Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ. 13. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ. 14. Эпир, патшамӑра ӗҫлесе тӑракан ҫынсем, патшашӑн сиенлӗ ӗҫе асӑрхамасӑр тӑма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ патшана пӗлтеретпӗр: 15. аҫусенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче шыраччӑр — ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫакӑ хула пӑлхавлӑ та патшасемпе ҫӗрсемшӗн сиенлӗ хула пулни ҫинчен, ҫав хула ӗлӗкренпех уйрӑла-уйрӑла тухни ҫинчен, ӑна шӑпах ҫавӑншӑн аркатни ҫинчен вуласа пӗлӗн. 16. Ҫавӑнпа эпир патшана пӗлтеретпӗр: ку хулана туса ҫитерсессӗн, хӳмине хӳсе ҫаврӑнсассӑн, эсӗ юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗрне ҫухатӑн».
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ Эпӗ сана сывататӑп; виҫмине эсӗ Турӑ Ҫуртне каятӑн; 6. санӑн пурӑнас кунусем ҫумне тата вунпилӗк ҫул хушса паратӑп, сана тата ҫакӑ хулана Ассири патшийӗн аллинчен хӑтаратӑп, ҫакӑ хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн сыхласа хӑваратӑп, тет, тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Дан ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ; вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫакӑ.48. Вот удел колена сынов Дановых, по племенам их; вот города и села их.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Неффалим ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ; вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫакӑ.39. Вот удел колена сынов Неффалимовых по племенам их; вот города и села их.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Асир ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ; вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫакӑ.31. Вот удел колена сынов Асировых, по племенам их; вот города и села их.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.