Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрсен пуҫӗсене ҫавӑрттарма вара унта… эх-х!
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
Тилхепене салтма-вӗҫертме тӑтӑм — пӑвӑнса ларнӑ, урапа кустӑрмине каялла ҫавӑрттарма хӑтлантӑм — вӑй ҫитереймерӗм.
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Эрне вӗҫӗнче йӑлтах айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарма ан тӑрӑшӑр, ӗҫе йӗркелӗр.Не стремитесь в конце недели все ставить с ног на голову, будьте последовательны.
38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ҫырасса эпӗ сӑмаха ҫавӑрарах ҫырма тӑрӑшӑп-ха, Туруновӑн иксӗлми хастарлӑхне, вӑл хӑйӗн чун хавалне ҫӗкленӗ строительство ӗҫне парӑнса юратнине те, ҫӗнӗ завода хӑвӑртрах туса лартас ӗмӗтпе ҫунса тӑнине те кӑтартма тӑрӑшӑп, ҫапах та, сӑмаха темле ҫавӑрттарма пултарсан та, «мӗн пайти ун пек шӑпаллӑ ҫынран» текен шухӑш пурпӗр йӗрленӗ…
XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тепӗр тесен, манӑн питӗрӗнчӗк чун-чӗрене уҫса кӗме, ӑна айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарма пултарнӑ чипер ҫынна «тусӑм» тесе каланӑшӑн ним чухлӗ те ҫылӑх пулас ҫук.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Ҫамрӑксем тепӗр чухне ун патне пуҫ ҫавӑрттарма та пыраҫҫӗ.
Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ачасем сирӗн ӗҫ вӗсене уртарса ячӗ, халӗ ку таврана кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрттарма пуҫлаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Тем самантра вӑл аллипе йывӑҫ чӗресе айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарма пуҫларӗ.
Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.
Хайхискерсем шкальккӑсене чӑнкки тусах ҫавӑрса хучӗҫ те, ырӑ сӑмах чӗрешӗн, ырӑ апат хырӑмшӑн, текелесе, япшар шӳтлекелесе (шӳт туса ҫисен ахаль шӳрпе те тутлӑ, теҫҫӗ) пуҫларӗҫ яшкана ҫавӑрттарма.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Тим хурсах, тар тӑксах, пайтахчен ӗҫлерӗ вӑл, анчах ял ҫыннисем, вӗсенчен Трофим ятлӑ ентешӗ ҫинчен ыйтсан, е куҫӗсене тӗлӗнӳллӗн, пӗлмӗшшӗн ҫивӗчлетсе, хулпуҫҫийӗсене сиктеркелерӗҫ, е пуҫӗсене суллакаласа аллисене саркаласа илчӗҫ, ку ята этем ҫумне ҫеҫ «таччӑн ҫыхса», ҫилӗмлесе, пуҫа ҫавӑрттарма, юмӑҫлама та пулин ӳркенчӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ларкаласан, вӗттӗн-вӗттӗн чӗтрекен аллипе телефон кӗпҫине ҫӗклерӗ, тӑхтав турӗ, унтан кирлӗ номер наборласа, телефон шӑлтӑрмине ҫавӑрттарма пуҫларӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Вӗсем пӗр-пӗринпе кирлӗ пек тытӑмланса, пӗр-пӗрне ҫемҫе, килпетлӗ кулӑпа ӑшӑткаласа, кӗвӗ ҫемине ларса, ярӑна-ярӑна, вальс ҫаврашкисем ҫавӑрттарма пуҫларӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӳрте кӗрсенех Таньӑна ыталаса чуп турӗ те ташша яра пачӗ, унтан тусне те хӑйпе пӗрле ҫавӑрттарма тытӑнчӗ, юлашкинчен, ахӑлтатса кулса, сак ҫине ӳкрӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Хӑш-пӗр Ухӑҫӑ халӗ ӗҫре роман ҫавӑрттарма пултарӗ.Некоторые Стрельцы сейчас могут закрутить бурный служебный роман.
28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Пӗррехинче старик урайне ӳкрӗ, тимӗр шапа пек ҫапкалашма, куҫӗсене тискеррӗн ҫавӑрттарма пикенчӗ.Однажды старик упал на пол, начал барахтаться как черепаха и дико вращать глазами.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Пуҫу ӑна-кӑна ҫавӑрттарма пӗлсен, лягавӑйсен аллине час лекмӗн.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хирте сасартӑк ҫил килсе ҫул ҫинчи тусана ҫавӑрттарма пуҫланӑ пекех, станцире те хӑвӑрт, ним йӗркесӗр митингсем тапранса каяҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Акӑ, ҫавраҫил кӗрлесе пычӗ те ҫул варринчи тусана юпа пек ҫӗклерӗ, хут таткисене, акацин пушӑ пӑрҫа хутаҫҫисене хускатса ҫавӑрттарма тытӑнчӗ, унтан урам тӑрӑх шӑхӑрса, хӳмесене силлесе, калиткисене шатлаттарса хупса иртсе кайрӗ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Выҫса ҫитнӗ Казаков апата ҫавӑрттарма тытӑннӑ.
Пӗчӗк Коля // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫав тӑххӑрмӗш пӗлӗт ҫинче пӗтӗм ҫӑлтӑрсене ҫавӑрттарма пултаракан мотор евӗрлӗ «пӗрремӗш двигатель» пур, тет.своего рода мотор для движения всех остальных сфер; он назвал ее «первый двигатель».
Фаэтон халапӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.