Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Эй Иерусалим, ҫӗклен, ҫӳле тӑр, тухӑҫ еннелле ҫаврӑн, ачусене кур: вӗсем Святой сӑмахӗпе анӑҫран пуҫласа тухӑҫа ҫити пуҫтарӑннӑ, вӗсем хӑйсене Турӑ аса илнишӗн савӑнаҫҫӗ.
Вар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Иаков, ҫаврӑн, ил ӑна, унӑн ҫутатакан ҫутинче ҫӳре!
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене тӗтре пек сирӗп, санӑн ҫылӑхусене пӗлӗт пек ҫӗтерӗп; Ман енне ҫаврӑн: Эпӗ сана тӳлесе илнӗ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑн, ҫылӑхусене пӑрах; 22. Унӑн умӗнче кӗлту, ҫылӑхпа такӑнни чакса пытӑр санӑн.21. Обратись к Господу и оставь грехи; 22. молись пред Ним и уменьши твои преткновения.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша хӑйӗн лавҫине каланӑ: мана амантрӗҫ, каялла ҫаврӑн та мана ҫар хушшинчен илсе тух, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша хӑйӗн лавҫине каланӑ: мана амантрӗҫ, каялла ҫаврӑн та мана ҫар хушшинчен илсе тух, тенӗ.И сказал он своему вознице: повороти назад и вывези меня из войска, ибо я ранен.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӑна хуравласа каланӑ: хирӗҫ ан тух, хыҫалтан ҫаврӑн та пурҫӑн йывӑҫҫи ӳсекен ката енчен пыр; 24. пурҫӑн йывӑҫҫисем ҫийӗн ҫын утнӑ пек сасӑ илтсессӗн хускал, ҫавӑн чухне филистимсен ҫарне пӗтерме сан умӑнтан Ҫӳлхуҫа иртсе кайӗ, тенӗ.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, кӗлӗ чатӑрне пуҫтарса ларт, 3. унта Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи ларт, саккун арчине чаршавпа карса хур; 4. сӗтел илсе кӗр, ун ҫине унӑн мӗнпур япалине лартса тух, унтан ҫутаткӑҫ илсе кӗр, ун ҫине лампадисене ларт; 5. Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне ылтӑнран тунӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ ларт, [пуху] чатӑрне кӗмелли ҫӗре чаршав карса хур; 6. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнне кӗлӗ чатӑрне кӗмелли алӑк умне ларт; 7. кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ҫӑвӑнмалли савӑт ларт та унта шыв тултарса хур; 8. йӗри-тавра картиш туса ҫаврӑн, картишне кӗмелли ҫӗре чаршав карса хур.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер тӗслӗ ҫиелти риза ту; 32. унӑн варринче пуҫа чиксе тӑхӑнмашкӑн ана пулмалла; ҫуркаланасран, ҫирӗп пултӑр тесе, ун тавра пир хӑю тытса ҫаврӑн; 33. унӑн арки вӗҫне, пӗтӗм арки тавра, сенкер ҫипрен, яхонт тӗслӗ ҫипрен, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫипрен [тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] нар улмисем туса ҫакса тух; аркӑ тавра [ҫавнашкал улмасем тата] вӗсем хушшинче ылтӑн шӑнкӑравсем: 34. риза арки тавра ылтӑн шӑнкӑрав та улма, ылтӑн шӑнкӑрав та улма пултӑр; 35. ӑна Аарон кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнӗ: Аарон Ҫӳлхуҫа умне сӑваплӑ пӳлӗме кӗнӗ чухне те, унтан тухнӑ чухне те сасӑ илтӗнсе тӑтӑр, унӑн вилмелле ан пултӑр.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел ту, тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр, 24. ӑна таса ылтӑн сӑр, ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр; 25. ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑн, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл ту; 26. ун валли тӑватӑ ылтӑн ункӑ ту та ункисене тӑватӑ кӗтесе унӑн тӑватӑ ури ҫумне ҫыпӑҫтар; 27. сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳреме каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулмалла; 28. каштисене вара ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑр, ҫакӑ сӗтеле ҫав каштасемпе ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; 29. ҫаплах тата ун валли тирӗксем, тӗтӗркӗчсем, чашӑксем, ӑсса ямалли куркасем ту: вӗсене таса ылтӑнран ту; 30. сӗтел ҫине Ман умӑма яланах Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем хурса тӑр.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх патне кай та [каласа пар,] ӑна паян та, ыран та тасалӑх тивлечӗ кӳр; вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатчӑр, 11. виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑччӑр: виҫҫӗмӗш кунне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑх куҫӗ умӗнче Синай тӑвӗ ҫине анӗ; 12. халӑха асӑрхаттарма ту тавра йӗр туса ҫаврӑн та кала: ту ҫине улӑхасран, ту аркине сӗртӗнесрен сыхланӑр, те; ту ҫумне сӗртӗнекене кирек кама та вӗлермелле; 13. ҫав ҫынна алӑ ан сӗртӗнтӗр, ӑна чулпа персе вӗлерччӗр е ухӑпа персе вӗлерччӗр; выльӑх-и вӑл, ҫын-и — чӗрӗ ан юлтӑр; вӑрӑммӑн кӑшкӑртнӑ трупа сасси илтӗнсессӗн, [пӗлӗт ту ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн,] вӗсем ту ҫине улӑхма пултараҫҫӗ, тенӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ поляксем ҫине те,Врангель ҫине те эскадрон ертсе кайнӑ, ҫавӑнпа та пӗлетӗп: пӗрре атакӑна ыткӑнтӑн пулсан — ҫурма ҫултан каялла ан ҫаврӑн!
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959