Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан тулли кӑмӑлпа, ҫаврӑнӑҫуллӑн, шӳтлӗн-мӗнлӗн калаҫкаласа, мӑшлатса та ухлатса, лӑшлатса та кехлетсе, мӗнпур ӑсталӑхне тан таптарса, ҫурӑмра ҫулӑм хыптара-хыптара, алӑра ҫиҫӗм ҫиҫтере-ҫиҫтере, чикан тарӗпе ҫӑвӑна-ҫӑвӑна, вӑл-ку ҫӗрӗшсе чалӑшнине, хӑйпӑнса тухнине улӑштарса тӳрлетрӗҫ, ҫирӗплетрӗҫ, пӳрт пӗренисен хушӑкӗсене мӑк ҫапса тухрӗҫ, тӗкме юсарӗҫ, карта тытса пачӗҫ, вутӑ татса, ҫурса шаршанларӗҫ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Кольӑна тухтӑрӑн хитре футляр ӑшне чиксе хунӑ хирургилле ачаш инструмента аса илтерекен ҫиелтен курӑнан пӳ-ҫийӗ те кӑмӑллӑ, Ряхин галстукне ӗлккем бант туса ҫыхма пӗлни те, унӑн ҫемҫе кӗписем те, ӑста ҫӗленӗ сюртукӗсем те, шӗвӗр сӑмсаллӑ ботинкисем те тата шап-шурӑ ҫӑмӑл аллисем ҫаврӑнӑҫуллӑн хускалнисем те килӗшеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӑл танкер борчӗ ҫине таянчӗ те, тельняшка вӗҫҫӗн кӑна юлнӑ пӗр тӗреклӗ матрос йывӑр сӑнчӑрсемпе ҫаврӑнӑҫуллӑн ӗҫленине, ҫав сӑнчӑрсемпе шарсене кӑкарнине сӑнаса тӑчӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл ещӗк ҫине купаласа хунӑ турӑшсене ҫавӑркаласа пӑхрӗ, кӗмӗлтен-и тесе, ризӑна тӗрӗслерӗ, ӳкернӗскер-и, ҫаптарнӑскер-и тесе, таса хӗр Мария сӑнне чӗрнипе сӑтӑрса илчӗ, унтан ҫаврӑнӑҫуллӑн турӑш ушкӑнне ҫӗтӗкпе чӗркерӗ те пӳрт кӗтессисене пӑхса ҫаврӑнчӗ.
Ҫурт сутни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Унӑн аллисем ҫаврӑнӑҫуллӑн та пӗр тикӗссӗн ӗҫлеҫҫӗ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
- 1