Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫаврӑнкалаканскер (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ежов, аллаппи ҫинчи чӗркӗмӗл пек ҫаврӑнкалаканскер, шкул картишӗнчен тухса ҫухалнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӑнлӑ-пуҫлӑскер те вӑр-вар ҫаврӑнкалаканскер, ҫивчӗскер, вӑл ҫав тери аван вестовой пулнӑ.Смекалистый, расторопный и ловкий, он был незаменимым вестовым.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑр-вар ҫеҫ, ҫӑмӑллӑн ҫаврӑнкалаканскер, вӑл хӑйне, пикене, тем тусан та йӑлтах каҫарасса пӗлсе тӑнӑ пек, ахаль ҫеҫ мар, ҫине тӑрсах ыйтать, тата хӑй мӗн ыйтнине тӑвасах тесе, ҫав тери хӑрамасӑр, хӗрӳллӗн ыйтать, ҫавӑнпа ун ҫинчен ниепле те куҫ илме пулмасть.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ачасем штаба кӗнӗ вӑхӑтра, командир хӑй вырӑнӗнче сӗтел хушшинче ларнӑ, анчах комиссар, ахаль чух ерипен ҫаврӑнкалаканскер, йывӑррӑн пуса-пуса, кӑштах тайкаланса, пӗр кӗтесрен тепӗр кӗтессе хӑвӑрт уткаласа ҫӳрет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Страницăсем:
- 1