Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫаврӑниччен (тĕпĕ: ҫаврӑн) more information about the word form can be found here.
Вӑл кунта килсе ҫаврӑниччен ман ӗҫ пыл та ҫуччӗ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Вӑл пӗрре-иккӗ ҫаврӑниччен Нагасова сигнальщица вырӑнне хӑй тӑчӗ, вара мотоцикл ҫине ларчӗ те уйӑн тепӗр вӗҫне тӗрӗслеме тавра ҫулпа вӗҫтерчӗ.
ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫакӑнтан ӑна килне ҫитме ҫывӑхрах, тавра ҫулпа ҫаврӑниччен вашмӑк ҫыран хӗррипе анать те ҫырма урлӑ каҫать, унтан тӑкӑрлӑка ҫити ҫеҫ улӑхмалла: вӗсен ҫурчӗ шӑпах тӑкӑрлӑк хӗрринче ларать.
I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл картана уй тавра тытса ҫаврӑниччен тырӑ ҫиме пыракан тискер кайӑксене пӑшалпа персе хӑрататтӑм, ҫӗрле карта ҫумне йытта кӑкарса хӑвараттӑм, вӑл унта ирчченех вӗретчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
42. Аслӑ ывӑлӗ Исав каланӑ сӑмахсене Ревеккӑна каласа панӑ; вӑл хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлне Иакова чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: акӑ Исав пиччӳ сана вӗлерме хӑмсарать; 43. халӗ ӗнтӗ, ывӑлӑм, манӑн сӑмахӑма итле, тӑр та [Месопотамие] манӑн Лаван пиччем патне, Харрана, тар; 44. пиччӳн хаярлӑхӗ ҫаврӑниччен, 45. пиччӳн сана ҫилленнӗ ҫилли пусӑрӑниччен пӗр вӑхӑт ун патӗнче пурӑн; каярах вӑл эсӗ хӑйне мӗн тунине манӗ; эпӗ вара ҫын ярса сана унтан илсе килтерӗп; мӗншӗн манӑн пӗр кунрах сире иксӗре те ҫухатас-ха? тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1