Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӳпере ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗлтӗртетсе ҫаврӑнаҫҫӗ те пирӗн пӑрахут хыҫне пырса выртаҫҫӗ, пирӗн пекех анаталла васкаҫҫӗ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫӗр айӗнчен туллин тапса тӑракан, тавралӑха нӳрӗлӗхпе тата уҫӑ сывлӑшпа пуянлатакан ҫӑл куҫран пӗчӗк юхан шывсем йӗркеленеҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешсе хӑватлӑ юхан шывсене ҫаврӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Качча каякан хӗрӗн ытлашшипех ҫутатнӑ, йӑлтӑртатса тӑракан ҫуртӗнче, хӑнасене вырнаҫтариччен лайӑх тумланнӑ, хром атӑ тӑхӑннӑ каччӑ икӗ тусӗпе уттисене пичетлесе уяв сӗтелӗ тавра виҫҫӗ ҫаврӑнаҫҫӗ.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Акӑш пек шурӑ тумлӑ Шывхуҫи хӗрӗсем ҫав туя ӑшне черетпе паклата-паклата кӗме тытӑнаҫҫӗ те шапана ҫаврӑнаҫҫӗ.
4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Тӗлӗнмелле ташӑра ҫаврӑнаҫҫӗ.
Кӗрхи бал пурне те килӗшнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... hn-3494452
Кустӑрмасем ним курӑнми ҫаврӑнаҫҫӗ.
XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ӳпке-пӗвер те, чӗре те ҫук пек туйӑнать мана ун ӑшӗнче, леш хайхи поршень теҫҫӗ-и-ха, шатун теҫҫӗ-и, ҫавсем ҫеҫ ҫаврӑнаҫҫӗ пек!
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Комисси членӗсемпе пӗрле уйсене хуҫалӑх ертӳҫисемпе фермерсем те пӑхса ҫаврӑнаҫҫӗ.
Тыр-пул парка ҫитӗнет, пысӑк тухӑҫ илес шанӑҫ пур // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d1%82%d1% ... 0%d0%bdac/
Ҫамрӑк кадетсем вальс кӗввипе илемлӗн ҫаврӑнаҫҫӗ.
Кадетсем бала пуҫтарӑнчӗҫ // Людмила Абрамова. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... %97%d2%ab/
Ҫул айккинчи йывӑҫсем кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнаҫҫӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, шыв кукрине тухса, йӳлекеленчӗ, пӳлӗмри япаласем пурте харӑсах хускалса кайрӗҫ; чӳречепе сӗтел, ытамлашса, ярӑна-ярӑна, ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм туса, вальс илтереҫҫӗ; пуканпа шкап та пӗр-пӗринпе тута туса, сас-чӳ кӑлармасӑр карусель ҫаврӑнаҫҫӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Пӗтӗм вӑрмана янӑратса, илемлӗ кӗвӗ шӑранать, карусельсем ҫаврӑнаҫҫӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Вӑр та вӑр ҫаврӑнаҫҫӗ мӑшӑрсем.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Аслӑраххисем сумлӑн, хыпаланмасӑр ҫаврӑнаҫҫӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӑр та вӑр ҫаврӑнаҫҫӗ ҫамрӑксем.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӑр та вӑр ҫаврӑнаҫҫӗ мӑшӑрсем, вӑльт та вӑльт тӑваҫҫӗ хӗрсемпе каччӑсен савӑнӑҫлӑ пит-куҫӗсем.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫывӑрма выртсан та вӗсем канӑҫа ҫухатнӑ пек пӗр айӑк ҫинчен тепӗр айӑк ҫине ҫаврӑнаҫҫӗ, хӑйсен ӗшеннӗ ӑс-тӑнне хура та сирӗлми тӗтре хупласа иличченех, ҫурҫӗр иртичченех йывӑррӑн сывла-сывла илеҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Мӑн пӑрасем урнӑ пек ҫаврӑнаҫҫӗ…
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫарансене шӑпа ярса, ял-ял умне уйӑрса илеҫҫӗ, кашни ҫаранах тӗплӗн пӑхса ҫаврӑнаҫҫӗ, хӑш ҫаранӗ ҫинче утӑ мӗнле ӳснине тиркештерсе тухаҫҫӗ.
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Карталанаҫҫӗ кӑна шухӑшсем, вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫаврӑнаҫҫӗ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.