Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫывӑха (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Ытла ҫывӑха ан пыр.

Help to translate

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

Пӗр кашкӑрӗ ҫеҫ ҫиет сурӑха, вӑл чи вӑйли пулмалла вӗсем хушшинче, аҫи ӗнтӗ, шӑл йӗрсе, ыттисене ҫывӑха та ямасть.

Help to translate

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Акӑ кам, пирӗн чиперкке, арҫынсене ҫывӑха та яманскер, хӑйӗн ҫулӗсене пӑхмасӑр, хӑйӗнчен ҫамрӑкрах Узина тупнӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ав мӗнле хӑв патна ҫывӑха та яман хӗрача пулнӑ эсӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Мана пӑхӑнакан арҫынсене ку енчен ҫывӑха ямастӑп, кайран сӑмах ан тухтӑр, ман адреспа шантаж ан пултӑр тетӗп, хӗрарӑмран ирттернипе арҫынсем ман хавшаклӑха, нихҫан та ан туйччӑр.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Чӑн та, писатель тӑпрапа чул витнӗ сӗм аваллӑха та чӗртсе тӑратма пултарать-и, халь пире ӗмӗтре кӑна курӑнакан пуласлӑха та ҫывӑха, куҫ умне илсе килме ӑспа ӑсталӑх ҫитерет-и — вӑл пурпӗрех ун чухне те хӑй вӑхӑтӗнчи пурнӑҫпа, ҫав саманари ҫынсен шухӑшӗ-ӗмӗчӗсемпе пурӑнать, пӗр сӑмахпа каласан — хӑй вӑхӑтӗнчи сывлӑша сывлать.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Тавах, тавах, Сӑпани, мана ҫывӑха хунӑшӑн…

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Аван-и, Мария Тимофеевна! — ҫывӑха килсе тӑнӑ Питан Тимошӗнчен кӑштах эрех шӑрши кӗрет.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫывӑха ан килӗр, ачасем! — кӑшкӑрать Петӗр, ҫине темле аҫам пӗркеннӗскер.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куштан хӗрсем, Петрук пек каччӑсене ҫывӑха яманскерсем, пӗвӗпе лутра Петрукран «кусна» тесе кулма, тӑрӑхлама манчӗҫ, ӑна хисепле пуҫларӗҫ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка кӑна: «Пирӗн Руса ӑна ҫывӑха та ямарӗ!» — тесе янӑраса ҫӳрерӗ ялта.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑшӗсем, тен, тӑванӗсене шыраҫҫӗ пулӗ, анчах нимӗҫсем вӗсене ҫывӑха ямаҫҫӗ, хыттӑн ятлаҫаҫҫӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Танксем ҫывӑха килмесӗр ан ывӑтӑр!

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуйӑс хыҫӗнче те, малта та зениткӑсем пӗр чарӑнмасӑр переҫҫӗ — тӑшмана ҫывӑха ярасшӑн мар.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кай, ан кил ман ҫывӑха, — макӑрма чарӑнмарӗ хӗр.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лукарье, япаласем начарах маррине асӑрхасан, ирӗк-сӗрех ҫывӑха пырса, вӗсене хыпашласа пӑхрӗ:

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрешекенсем. хӑйсен ҫӑмӑллӑхӗпе те йӑрӑлӑхӗпе усӑ курса, крючниксене ҫывӑха ямасӑр пыра-пыра чышма хӑтланчӗҫ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл мана ҫывӑха пӗр пысӑках мар уҫланка илсе кайрӗ те хӗвел сехечӗ тума тытӑннине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Ӗне-лаша сутакан-илекенсем патне ҫывӑха пыма та май ҫук — ӗрлешнӗ сасӑ хӑлхана хуплать.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Мӗншӗн-ха эпӗ ют ҫынсен хуйхине чӗре ҫумне ҫывӑха илетӗп, вӗсене ялан пулӑшма тӑрӑшатӑп.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed