Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Израилӗн пӑлханакан халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль килӗ, сире йӗрӗнчӗк ӗҫӗрсене туса ҫитӗ, 7. эсир ют арӑм ывӑлӗсене, чӗре кастарманскерсене, ӳт кастарманскерсене, Манӑн Ҫуртӑмӑн сӑваплӑ пӳлӗмне кӗртетӗр, вара вӗсем Манӑн Ҫуртӑма ирсӗрлеҫҫӗ, Манӑн ҫӑкӑрӑма, ҫӑва, юна тытаҫҫӗ, ҫапла туса тата хӑвӑрӑн тӗрлӗ йӗрӗнчӗк ӗҫӗрпе Манӑн халалӑма аркатса ҫитӗ сире.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫавӑншӑн Эпӗ сӑваплӑ Ҫуртӑмӑн пуҫлӑхӗсене Хамшӑн ӗҫлесе тӑрассинчен хӑтартӑм, Иакова тупаларӑм, Израиле мӑшкӑл аллине тытса патӑм.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1