Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑмпасем ҫаплипех ҫӗр айӗнчен тухмасӑр хӑйсене ҫынсем пуҫтарса каясран хӑраса пурӑннӑ.
Кӑмпасем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 285–286 с.
Лешӗ ҫаплипех справкине сых ятне сулахай аллипе кӑкӑр тӗлӗнче тытса тӑрать.
Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.
Каппайчӑк Ҫырма ҫаплипех Хӑвалӑх ялӗ еннелле ӑнтӑлнӑ, яла темиҫе пая пайлас ӗмӗтне самантлӑха та пуҫран кӑларман.
Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.
Эпӗ ҫаплипех хуҫкаланатӑп, тӑманана концерт кӑтартатӑп.
Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.
Ҫанталӑкӗ мӗнлерех ӑшӑ, вӑл ҫаплипех виҫӗ градус кӑтартать.
Миҫе градус пулнӑ? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 266–267 с.
Петӗрпе Хӗветӗр ҫаплипех вут татаҫҫӗ-ха.
Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.
— Ҫук, малашне апла хӑтланмӑп, — ҫаплипех хӑпмастӑп асаттерен.
Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.
Мӗнле сасартӑк тӳнсе ҫывӑрса кайнӑ, вӑранма та ҫаплипех сасартӑк, шарт сиксе вӑранса кайрӗ Вова.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Тӳсейменрен пуҫне айккинелле пӑрчӗ те тепӗртакран мӑкӑльт тӳнсе мӗнле хутланнӑ ҫаплипех ҫывӑрса кайрӗ.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Йытӑ пирки шухӑшласа, ун ҫумне йӑпшӑнса, мӗнле сасартӑк чӗтреме тытӑннӑ, ҫаплипех сасартӑк чӗтреме чарӑнчӗ ача.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ҫумӑр та ҫаплипех лӗпӗстетет иккен.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Вова ҫаплипех чӑвашла пуплет:
Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Иртен-ҫӳренсем ҫумне ҫыпҫӑнма ҫаплипех пӑрахман иккен-ха эс.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Кас, ан хӗрхен, — тет Ҫтаппан Кӗркурийӗ ҫаплипех, — Тымарӗ хӑрман вӗт вӗсен.
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тӗттӗм пулать, Левен арӑмӗ Вихтере хӑйсен пурнӑҫӗ пирки каласа парать ҫаплипех.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Пӗчӗк витрепе кӑвар валеҫсе ҫӳреме ҫаплипех пӑрахмасть Вихтӗр.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тӳпери тухӑҫ енчи ачаш ҫутӑ ҫаплипех вӑйсӑррӑн, кӗҫ-вӗҫ лаплатса сӳнес пек чӗлтӗртетет.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Кирей вӑранмарӗ те, тутлӑ ыйхӑна ҫывӑрчӗ, тен, ирхи тӗлӗксене те курчӗ-и. Элиме ӑна пӗр сӑмах та каламарӗ, ҫаплипех тухса утрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Халь акӑ ир тӑрсан ӗҫе васкамалла мар, кунӗпех канлӗхре пурӑнатӑн, анчах ватӑ ҫыншӑн кӗлеткере ыратакан вырӑнӗ тӑтӑшах тупӑнать, ҫавӑнпа пӳртрен урама тухмастӑп, кӗнеке алла тытатӑп, телевизор пӑхатӑп е радио итлетӗп - сехет йӗппи ҫаплипех малалла шӑвать те, каҫ пулнине те сисместӗп вара тепӗр чух, - пӗлтерчӗ ватӑ.
Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html
— Паян ҫирӗммӗш пулма тивӗҫ, календарьте ҫаплипех вунҫиччӗмӗш кӑна-ха, — ҫапла каласа, Ҫтаппан Кӗркурийӗ календарӗн икӗ-виҫӗ страницине ҫатӑрт-ҫатӑрт татса илет.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.