Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сергейӗн районта хӑвӑртрах ҫураки туса пӗтерес килнӗ пулсан, Ирина та ҫавӑншӑнах пӑшӑрханнӑ: «Сережа, эсӗ председательсене кала, васкаччӑр вӗсем…» — тенӗ вӑл Сергее.
XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӗрӗссине калатӑп, ҫавӑншӑнах ӗнтӗ, хама сиен кӳме, кабинетри пит паха япалана, электричествӑпа ӗҫлекен сигнализацине кӑларса петӗм…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл ӑна питӗ юратать-ҫке-ха, ҫавӑншӑнах театрти сӗрме купӑсҫӑна тара тытатчӗ.Она это очень любила, так что нанимала для этого скрипача из театра.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Хӑшпӗр чух вӑл чей мӗнле тултарнине, ӑна мӗнле лӗрплеттерсе ӗҫнине е тата урине мӗнле сулланине пӑхаттӑм та, вӑл темле усал япала тунӑ пек, ҫавӑншӑнах ӑна курайми пулса каяттӑм.
XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ун ҫинчен эпӗ ҫирӗм сул ытла аса илменччӗ, халӗ ак ҫавӑншӑнах чӗреме йывӑр тӑхлан катӑкӗ кӗрсе ларнӑ пек туйӑнчӗ.
Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.
Халӗ тата ҫавӑншӑнах пурте юратнӑ лейтенант Ваня Сергеев вилет.А теперь за то же умирал общий любимец — лейтенант Ваня Сергеев.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫавӑншӑнах матрос Бондаренко комсомолец, ватӑ партизан Иван Гаврилович Шустов пуҫӗсене хучӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав мӗлкесем мана, — вӗсем ман Эпӗпе пӗрлех вилеҫҫӗ-ха, — хамшӑн ним тума кирлӗ мар, чуна хирӗҫле ҫӗршер япалана хисте-хисте тутарттарнӑ, ҫавӑншӑнах тата Мана кӳрентернӗ те мӑшкӑлланӑ.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Вӑл мана Назанскипе туслӑ тӑнӑшӑн сӑмах тӗртрӗ, ҫавӑншӑнах ак, юриех!— Она выговаривала мне за дружбу с Назанским, так вот же назло!
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑвӑн шӑпуна эс манпа ҫыхӑнтартӑн, манпа, суд тунӑ ҫынпа; ху савса тӑнипе эс мана тӗнчере чи телейлӗ ҫын турӑн, маншӑн эсӗ пурнӑҫра чи хаклине — хӑвӑн чысна хӗрхенсе тӑмарӑн, маншӑн тесе эсӗ нимӗнрен те хӑраса-шикленсе тӑмарӑн, ҫавӑншӑнах асапне те тӳсетӗн.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хаҫатсене те эпӗ ҫавӑншӑнах вулаймастӑп!..
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ҫавӑншӑнах, эпӗ макӑрнипе макӑрманнине тата мӗнле макӑрнине курассишӗн халӗ тӗмӗсем хыҫне пытантӑр — акӑ мӗншӗн!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫавӑншӑнах!
XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Саньӑн Арктика институтне каймаллаччӗ те эпӗ ӑна ӑсатма кайрӑм — хам ҫапла тӑвассӑм килнипе мар ӗнтӗ, ӗҫ ҫинчен калаҫмашкӑн та вӑхӑт ҫитнӗччӗ-ҫке, ҫавӑншӑнах эпир Ленинградра курнӑҫрӑмӑр та.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ҫав вырӑнта ларасшӑн пур вӑйпа тӑрӑшать, ҫавӑншӑнах, этем туйӑмӗсене ҫухатса, никама та хӗрхенсе тӑмасть: заключеннӑйсене те, служащисене те, ачасене те, стариксене те.
Смотритель // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Витан шӑпах ӗнтӗ ҫавӑншӑн асапланать, ҫавӑншӑнах ӳт-пӗв тата ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен хӑйӗнчен ҫӳлте тӑракансене пурне те тавӑрать.А Витан терзается и мстит за него всем, кто выше его физически или духовно, то есть решительно всем.
«Вӑл» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Шӑп ҫавӑншӑнах, хӑвӑн ӗҫ вӑхӑтне ӗҫлесе пӗтер те — тух та таплаттар.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Пӗр ҫавӑншӑнах пиратсем пулма юранӑ.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
4. Эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри! илтсемччӗ Израиль ҫӗрӗн вилнисенӗн кӗллине, вӗсен ывӑлӗсенӗн кӗллине — вӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн сӑмахне итлемесӗр Сан умӑнта ҫылӑха кӗчӗҫ, ҫавӑншӑнах пире хӗн-хур ҫитрӗ.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.