Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яштака the word is in our database.
яштака (тĕпĕ: яштака) more information about the word form can be found here.
Мосальский сӳннӗ пирус тӗпне чӳречерен пӑрахрӗ те тепӗр вунпилӗк ҫултан яштака та илемлӗ, ӑслӑ, мӗн-пур ҫӗршывӗпе, апла пулсан, ҫӗршывӗпе кӑна мар, тӗнчипе паллӑ ҫамрӑк пианист умӗнче каламалли калава асӗнче малалла тӑсрӗ, ҫирӗмри Евгений вара хӑйӗн вӑхӑтсӑр шуралнӑ хӗрӗх пӗррери ашшӗ ҫине куҫне хупмасӑр чӑрр! пӑхса ларчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унта пӗлӗтелле кармашакан яштака ӑвӑссемпе шурӑ хурӑнсем, симӗс тумлӑ хырсемпе чӑрӑшсем, кӗреш юмансем, сап-сарӑ мӑйӑрӗсене кӗҫ-вӗҫ ҫӗре сапас пек ларакан шӗшкӗ тӗмӗсем ӳсеҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Герасим Федотович ҫунман сигарета ӗме-ӗме Тураевсен тӗлне ҫывхарнӑ чух вӗсен юман юпаллӑ чӗнтӗрлӗ хапхинчен ҫирӗм пиллӗкрен иртнӗ яштака йӗкӗт ҫивӗччӗн вӑркӑнса тухрӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӗрен джемпер, кӗскерех аркӑллӑ сенкер кӗпе тӑхӑннӑскер, вӑл яштака пӳ-силлӗ, кӑпӑшка сарӑ ҫӳҫлӗ, кӑн-кавак куҫлӑ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хулӑнрах яштака шӗшкӗ хуллине ҫамрӑк арҫын шӑлне ҫыртсах аврӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Акӑ Павӑл хӑйпе пӗрле ташламашкӑн Верука, хӑй пекех яштака пӳ-силлӗ, ҫивӗч куҫлӑ хӗре, туртса кӑларать.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ку — Павӑл ӗнтӗ, яштака пӳллӗ, сӑмала пек хура ҫӳҫлӗ, ҫӗмӗрт пек куҫлӑ каччӑ.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Яштака пӳллӗ, хӗҫ пек ҫӳхе мӑйӑхлӑ, хӗр пек чиперскер…

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яштака пӳллӗ, тӑрӑхларах питлӗ, ҫӳллӗ ҫамкаллӑ, ҫӑлтӑр куҫлӑ каччӑ…

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫап-ҫамрӑк, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, хитре, яштака, тӑпӑл-тӑпӑл пилӗклӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйсем пурте мӑнтӑр, суйласа илнӗ пек ҫӳллӗ, яштака.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑп-чӑмӑр кӑна питлӗ, каҫӑртарах сӑмсаллӑ, тӑп-тӑп ҫӳхе туталлӑ яштака хӗр…

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун хыҫҫӑн утса, Ахмар пӗр яштака та шап-шурӑ хурӑн умне пырса тӑчӗ.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тахҫан-тахҫан вӑл ҫӳллӗ те яштака пӳллӗччӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, вӑйлӑ та маттурччӗ.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яштака пӳллӗ, хӗҫ вӗҫӗ пек ҫӳхе мӑйӑхлӑ каччӑ.

Help to translate

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та хӗрӗн пӗвӗ хӑва хулли пек яштака, пилӗкӗ илӗртӳллӗ, такама та хӑй ҫинчен сахал мар шухӑшлаттарни тӳрех курӑнать.

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алӑк уҫӑлчӗ, пӳрте Алюнов хыҫҫӑн яштака пӳ-силлӗ чипер хӗр кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл каласа та пӗтереймерӗ, алӑк уҫӑлчӗ те пӳрте Хусан патӗнче Пӑкачав енне каҫнӑ яштака пӳллӗ, хура, хӗҫ вӗҫӗ пек ҫӳхе те авӑнчӑк мӑйӑхлӑ айпарӑш каччӑ, Алюнов полковник кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра мунча таврашӗнче аппаланакан хӗрарӑмсенчен пӗри такама тем кӑшкӑрчӗ те Пӑкачав тавра пуҫтарӑннӑ арҫынсем патне васкаса чупса пычӗ, унта вара, хӑрах хӑлхаллӑ яштака пӳллӗ йӗкӗте аллинчен тытрӗ те калаҫа-калаҫа хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлелле кармашнӑ яштака хыр, чӑрӑш тӑррисем тӗттӗмре пысӑк сӑнӑсем пек курӑнаҫҫӗ.

Help to translate

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed