Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яраттӑм (тĕпĕ: яр) more information about the word form can be found here.
— Хамӑр Русана та таса тесе шутлаттӑм, чутах Куҫмана авлантарса яраттӑм вӗт ухмах пуҫпа…

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чутах макӑрса яраттӑм: пӑрахса каятпӑр, теҫҫӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр чухне эпӗ, Елюк тухса кайнипе кайманнине пӗлем тесе, Омежников патне пуҫтарӑнмаллипех пуҫтарӑнаттӑм, анчах мана Ҫтаппанран ютшӑнтараканни пӗлес килнине кашнинчех ҫӗнтеретчӗ те, ҫула тухмасӑр ирттерсе яраттӑм.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тухса ӳксенех, савӑннипе кӗҫех макӑрса яраттӑм.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫитсе пулӑ тытсанах, кӑвайт чӗртсе, пулӑ шӳрпи ҫакса яраттӑм.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Санюка тӗл пулсанах чӗлхене ҫӑтса яраттӑм.

Help to translate

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Эпӗ питӗ те хӑраса ӳкрӗм, нимӗн те калаймастӑп, шкула кӗме пулмастех ӗнтӗ тесе, кӑштах йӗрсе яраттӑм.

Help to translate

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манӑн чӗре анинчен питӗ ыратса кайрӗ, кӗҫех йӗрсе яраттӑм.

Help to translate

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ кӗҫех кӑшкӑрса яраттӑм.

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗрле килне ӑсатса яраттӑм.

Help to translate

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Сан вырӑнта урӑх ҫын пулнӑ пулсан ыталама мар, эпӗ ӑна шыва тӗксе яраттӑм».

Окажись на твоем месте кто иной, я бы его прямо в воду столкнула.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӑкӑртатса, мӑшлатса, Аптӑраса ларать вӑл: «Мӗнле вара ку паян? — Хӑй ӑшӗнче ыйтать вӑл, — Халичченех ҫынсене Юмӑҫ пӑхса параттӑм, Суя сӑмах суяйса Улталаса яраттӑм.

Help to translate

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вулавӑша ҫӗнӗ кӗнекесем килсен Никит пиччене ҫыру ҫырса яраттӑм, хӑйне вӑрах кӗттермесчӗ вӑл, ҫийӗнчех пырса каятчӗ.

Help to translate

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Калаҫура тепӗр чух чӑвашла сӑмахсене пере-пере яраттӑм.

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Хамӑн сӑмахсенчен хам шикленсе ӳкрӗм, чутах сасӑпах персе яраттӑм, анчах ӑшра темиҫе хут та каларӑм: «Э-эх… Хӗр ача! Хӗр ача!».

 — Испугавшись собственных слов, едва я удержался сказать лишнее, но мысленно повторял: «Девчонка! Девчонка!»

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тарӑхнипе чутах йӗрсе яраттӑм, анчах тытӑнса тӑтӑм, мӗншӗн тесен юлашки вӑхӑтра пӗр ыйтупа ҫине-ҫинех минрешетӗп:

Я едва не заплакал от злости, но удержался, так как с некоторого времени упорно решал вопрос:

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ ҫавӑнтах сиксе тӑрса кӑшт ҫеҫ хавасланнипе ҫухӑрса яраттӑм, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек ответлӑ ӗҫе мана илсе каяссине хам та ӗненменччӗ.

Я вскочил, едва не завизжав, потому что сам не верил в то, что меня возьмут на такое серьезное дело.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пӗрре упапа тӗл пултӑм, вӑл шӑм-шаккӑма мӗн таран киленсе-шатӑртаттарса ҫинине ума кӑларса тӑратрӑм та — выҫлӑх тилӗрӗвӗнче чутах йӗрсе яраттӑм.

Раз я встретил медведя и, представив, как аппетитно захрустел бы он моими костями, чуть не заплакал в припадке голодного бешенства.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Кассет пулмасан-и… — тупата, «Марианнӑна» ҫур хакпах сутса яраттӑм.

Ежели б не Кассет — честное слово, я продал бы «Марианну» за полцены.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Юрать-ха сана курса ӗлкӗртӗм, унсӑрӑн саншӑн каҫару ыйтма хатӗрленӗ сӑмахсене пӳлӗме кӗнӗ-кӗмен персе яраттӑм.

Help to translate

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed