Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӳртре ерипен нихҫан та кивелмен «Июль» баркарола янӑраса тӑрать, куна Мускавран радиопа параҫҫӗ — Эверкке мучие приемник те лартса панӑ кунта.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Ҫав вӑхӑтрах унӑн хӑлхинчен Куралев мӗн калаҫни те тепӗр хут янӑраса тӑчӗ, унӑн куҫӗсем епле ӗмӗтлӗн ҫутала-ҫутала кайни аса килчӗ.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Кимӗ ҫумне Атӑл хумӗсем йӑмпӑлт-йӑмпӑлт ҫапӑнкаласа илеҫҫӗ, кас-кас мӗнпур тавралӑхра илемлӗ-илемлӗ музыка янӑраса кайнӑ пек туйӑнать.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Тахҫан-тахҫан илтнӗ сӑмах, пуҫ миминче таҫта шалта пӗр пӗчӗкҫӗ йӗрпе ҫырӑнса юлнӑскер, юлашкинчен сасартӑк ян! янӑраса уҫӑлса кайнӑ пек пулчӗ, профессор, кушӑрканӑ тутине чӗлхипе йӗпетсе, сурчӑкне ҫӑтрӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Чӗрере каллех пӗр илемлӗ кӗвӗ янӑраса тухрӗ — «Пӗчӗк акӑшсен ташши».
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Чӗрере яланах пӗр кӗвӗ янӑраса тӑратчӗ — «Пӗчӗк акӑшсен ташши», умра яланах пӗр ҫын сӑнарӗччӗ — манран аякра-аякра пурӑнакан хӗр сӑнарӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Хӑлхара кунӗпех пӗр илемлӗ юрӑ янӑраса тӑчӗ, хамӑн калама та ҫук ӗҫлес килет.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Хама ун чухне мӗнле туйнине эпӗ… каласа пама пултараймастӑп, анчах унӑн чун-чӗререн шӑранса тухакан ҫепӗҫ те уҫӑ сасси халӗ те ман асӑмрах янӑраса тӑрать…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Тепӗр самантранах пӳртре илемлӗ, ҫӑмӑл юрӑ янӑраса та кайрӗ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Уҫӑ чӳречерен илемлӗ музыка янӑраса тухать тата сарлака ҫурӑмне тул еннелле туса пӗр ҫын ларни курӑнать.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Ҫак кӗвӗ халлӗхе никама та паллӑ мар — вӑл ҫамрӑк ҫын чӗринче ҫеҫ янӑраса тӑрать.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Хӗлӗхсен сасси мар, чӗрӗ сас, этем чунӗн сасси янӑраса тухать зала.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Ҫав вӑхӑтра музыка чарӑнчӗ, часах вальс янӑраса кайрӗ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Вара музыка, малтан пӗр вӑхӑт стартра тӑнӑскер, калама ҫук мӑнаҫлӑн, сарлака та анлӑ вӗҫевпе ҫӗршыв ҫийӗн янӑраса, юхса кайрӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Малтан музыка лӑпкӑн янӑраса тӑчӗ, вӑл татӑк-татӑк вӑрман лаптӑкӗсем ҫинче пӑхкаласа ҫӳренӗн туйӑнчӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ҫавӑнтах такамӑн сасси янӑраса кайрӗ:
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ан хускал! — пушӑпа ҫапнӑ пек янӑраса кайрӗ тӑшман чашкӑрни.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Часах уй-хир тӑрӑх пӗр кӗвӗллӗ ҫинҫе сасӑ — шӑпӑр кӗвви — янӑраса кайрӗ.
Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӑшал сассисем янӑраса кайрӗҫ.
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӗнче тӑрӑх йӗс труба — нӑхра — сассисем янӑраса кайӗҫ те айӑпсӑр ҫӗре кӗнисем вӑранӗҫ.
Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.