Шырав
Шырав ĕçĕ:
янӑравлӑ the word is in our database.
Вӑл савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ тенорпа авӑтса ярать, ҫамрӑк, службӑра хытӑ тӑрӑшакан ротӑ командирӗ пекех; ӑна хирӗҫ Агафон Дубцов кил картинчен хулӑн саслӑ автан полковник баритонӗпе сасӑ парать; унтан пӗтӗм хутор ҫинче пилӗк минут хушши автансен сасси пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑрать, пуринчен кайран вара, ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатса, кашта ҫинче ҫуначӗсене хӑватлӑн ҫапса, Майданниковсен хӗрлӗ те мӑнтӑр автанӗ — хуторти чи ватӑ автан генералӑн тытӑннӑ сасӑллӑ хӑйӑлти басӗпе хӑлхана ҫурас пек янӑратать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах ӑна хытӑ тӗлӗнме, хаяр ҫилленме тиврӗ: тӗл пулас вӑхӑт ҫитиччен пӗр сехет маларах вӑл крыльца ҫине Лушка ҫӑмӑллӑн утса хӑпарнине сисрӗ, унӑн янӑравлӑ сассине илтрӗ:
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.