Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялтан (тĕпĕ: ял) more information about the word form can be found here.
Кил, лар ҫак сак ҫине, каласа пар, малай: хӑш ялтан эсӗ?

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Тата вӑрҫӑран хӑтӑлас тесе чӑваша тӗрлӗ ялтан, хуларан куҫса килнӗ халӑха та тӑрантармалла пулнӑ.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ачасем ку шкула саларисемсӗр пуҫне таврари вун пӗр ялтан ҫӳреҫҫӗ: такама, темле пулӑма сӳтсе явмалли пайтах ӗнтӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тепӗр кунхине эсӗ ирех ялтан тухса кайнине пӗлтӗм.

Help to translate

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Савнисем ялтан вӑрӑ пек вӑрттӑн тухса кайма калаҫса татӑлчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ялтан тухаҫҫӗ те унталла та кунталла тӑсӑлакан сукмаксемпе утса, улӑх-сарана ҫитсе, тӗрлӗ чечекрен пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхаҫҫӗ, уй-хир анлӑшӗпе, вӑл ӳстерекен хӳхӗм тыр-пулпа киленеҫҫӗ, катана ҫитеҫҫӗ, кунти тӗрлӗ чечек илемне пӑхса савӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Хӑш ялтан, камӑнне ҫаклатса килнӗ-ши ӑна тукмак хӳре?

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Левентипе пӗрлешме сӑмах татнӑ Натали, Хыҫалкасра пурӑнаканскер, ҫакна пӗлсен, ашшӗ-амӑшне систермесӗр-каламасӑр ялтан тухса кайнӑ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

… Фанертан ҫапса тунӑ пысӑк мар ещӗкре Петрова Васелиса ячӗпе икӗ ҫыру, иккӗшӗ те ялтан, амӑшӗнчен тата Василий Захаровичран.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗлетӗр-и, вӑтӑр пилӗк ҫухрӑмри ялтан!

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Арӑмне килти ӗҫпе ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, Раман ялтан амӑшне илсе килчӗ.

Help to translate

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хушса ҫыраҫҫӗ, кӗрӳ, ялтан ӗҫлеме килнӗ ҫынсен кубатурине хушаҫҫӗ!

Help to translate

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ялтан тепӗр ҫавӑн чухлӗ килетчӗ.

Help to translate

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ялтан пиччӗшӗ патне куҫса килнӗ.

Help to translate

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ялтан вӑхӑтлӑха вӑрман касма килнӗ ҫынсене пайтах лартман-и вӑл!

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чунтан тарӑхса кайнӑ Раман лесник аллине хулӗнчен вӗҫертрӗ те хирӗҫ ҫаврӑнса тӑчӗ, Сятрова сивӗ куҫӗнчен пӑхса: — Пӗр ялтан пулсан та, эпир иксӗмӗр ют, — терӗ шӑл витӗр.

Help to translate

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эрехӳ те хӑвӑн мар, ялтан такам килсе панӑскер.

Help to translate

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мастерпа иксӗр те пӗр ялтан та, лайӑхах ҫав вӑл саншӑн.

Help to translate

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иртнӗ кӗркуннеренпех, мӗн салтакран таврӑннӑранпах кӑмӑлӗ туртӑнатчӗ-ха Раманӑн ҫакӑнта, анчах ниепле те ялтан хӑпса тухса пулмарӗ: ӗҫ хыҫҫӑн ӗҫ тупӑнса тӑчӗ.

Help to translate

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑлӑх арӑм хирӗҫ тӑни, ҫурхи шыв сарӑлнӑ пек, ҫыранран тухса кайнӑ, пӗр ялтан пӗтӗм районӗпе сарӑлнӑ, Атӑл леш енне, ытти, аякри ҫӗрсене вӗҫсе кайнӑ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed