Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Челюскин» ҫинче пурӑнӑҫ яланхи пекех пынӑ, анчах ванакан пӑрсем пыра-пыра ҫапӑнни, шатӑртатса ҫӗмӗрӗлни яланхинчен йӑвӑрах илтӗнме пуҫланӑ.
«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, мастер яланхинчен улшӑнни самаях сисӗнет.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Каҫхине час выртайманнипе пулас, тепӗр кунне вал яланхинчен ытларах ҫывӑрчӗ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫак ирхине пурте яланхинчен нумайрах ҫывӑрчӗҫ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хальхинче вӑл яланхинчен уҫӑмлӑрах тухса тӑрса ҫухалчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӗлтерӗшлӗ, нумай ӗҫ-пулӑм пуҫланас кун умӗн, — ҫак страницӑсене те шӑпах ҫавӑнпах ҫырма пуҫларӑм, — ирхине ҫыран хӗрринче яланхинчен ытларах вӑхӑт уҫӑлса ҫӳрерӗм ахӑр, мӗншӗн тесен кӗтмен ҫӗртен хытах выҫса кайрӑм; куҫ тӗлне лекнӗ ахаль хупах патне, унӑн алӑкӗ умне, террасӑна кӗрсе лартӑм та — ӑна хупласа хунӑ шурӑ тата кӑвак чечеклӗ плюш евӗрлӗ ӳсен-тӑрана сӑнакаласа, ҫӑмӑл хӗрлӗ эрехпе сыпкаласа ӑшаланӑ мерлан ҫиме пикентӗм.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн сӑнӗнче астармӑш та, тав тӑву та ҫук, Горн хӑй вара кӑштах аптӑранипе табак тӗтӗмне яланхинчен тарӑнрах ӗмет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
— Ботредж, — терӗ хумханса ӳкнӗ Стомадор тимлӗн шухӑшланӑ хыҫҫӑн, — эпир санпа темиҫе уйӑх каялла ҫеҫ паллашнӑ, анчах эсир мана кӑштах та пулин пулӑшма кӑмӑл тӑватӑр тӑк — сирӗн Катринӑн паян сире яланхинчен нумайрах кӗтме тивет.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Эпӗ хӑна пӳлӗмӗ пирки шухӑшларӑм, — тӗлсӗррӗн хуравларӗ Давенант, вӑл хӑйне хускатас тесе яланхинчен хыттӑнрах калаҫать, пурте ӑна тимлӗн итленине туять.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак кун ашшӗпе хӗрӗ кӑнтӑрлахи апата яланхинчен каярах юлса ларчӗҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Яланхинчен те ытларах шӑп пулчӗ.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Туйӑнать ҫеҫ пулмалла ҫав, мӗншӗн тесен паян яланхинчен хытӑрах шавлаҫҫӗ: сасӑсем те, ура айӗнчи хӑйӑр та, ҫерҫи чӗриклетни те.
XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тӗрмен килкартишӗнче, хӗрринчи «искряксен» клеткинче яланхинчен те ытларах шавласа чушкӑлла вылянӑ.На тюремном дворе, в крайней, «искровской» клетке громче обычного щелкали палки о чурки.
XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫав кун эпӗ сунара яланхинчен пӗр тӑватӑ сехет каярах юлса тухса кайрӑм, вара тепӗр виҫӗ кунне Хорь патӗнче пурӑнса ирттертӗм.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Ку тинӗс енчен вӗрекен ҫил паян яланхинчен вӑйлӑрах вӗрнине пӗлтерет.
ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Апата яланхи пекех вӑхӑтрах, анчах нимӗн тунсӑхсӑрах ҫиет, шикленетӗп, стойка умне хӑех тӑрса хӑналанса яланхинчен ытларах ӗҫрӗ.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Капитан яланхинчен иртерех вӑранчӗ те тинӗс хӗррине кайрӗ.
II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Яланхинчен ҫутӑ уйӑх ҫуттинче вӗсен, сывлӑш ҫинче ярӑнса пынӑ пек, чупакан лашисем те, юланучӗсен мӗлкисем те курӑнса кайрӗҫ.
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Амӑшӗ яланхинчен нумай хӑвӑртрах утса пырать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Паян вӑл яланхинчен те иртерех пычӗ.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.