Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑй пӗччен пулнӑ пулсан вӑл ҫул хӗррине пӑрӑнса Шуркасси ҫӗрне тытса пӑхӗччӗ, ӑна хӑйӗн ӗҫпе хытнӑ пӳрнисем витӗр юхтарӗччӗ е часрах ялалла чупӗччӗ, е тата веҫех урӑхла — тӗме ҫамкине хӑпарса ларӗччӗ те ял еннелле хӑйӑ ҫутисем ҫине тинкерӗччӗ.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Шӑппӑн шурӗҫ ялалла Парӑн-парӑн лашапа…
Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Тепӗр икӗ минутран вӗсем ывӑннӑ ҫынсем пек майӗпен утса, ялалла ҫул тытрӗҫ.
XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Левентей ним шутлама пӗлмерӗ, ӑҫта ҫӗтрӗҫ вӗсем — вӗтлӗхе кечӗҫ-им, е урӑх сукмакпа ялалла хӑпарчӗҫ?
XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сехре Иванӗ тек нимӗн те шарламарӗ, тута айӗн кулса илчӗ те ҫӑмӑллӑн ҫеҫ ялалла чупрӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ачасем ун сассине илтсенех ялалла тарчӗҫ, анчах нумайлӑха мар, хӗрарӑмсем чылай аякка иртсен, пӗччен хурӑна ҫӗнӗрен хупӑрласа илчӗҫ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Зоя каҫхине тепре килсе тӗрӗслетӗп терӗ те бригада ӗҫӗ пирки колхоз правленийӗпе калаҫма ялалла утрӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кимӗсем юханшыв варрине ҫитеспе ҫеҫ хӗрсем ҫыранран уйрӑлчӗҫ те кунта лавсем ярасси пирки каламай ялалла утрӗҫ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗр шавламасӑр пырса, пите ӗҫлӗн калаҫса вӗсем ялалла кӗчӗҫ.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫул кукӑрне ҫитсен утсем, ҫуна ҫинче ларса пыракансен кӑмӑлне пӗлнӗ пекех, хӑйсем тӗллӗнех ялалла пӑрӑнчӗҫ.
7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Халиччен кун пек ҫапӑҫура пулса курман алманчӑ вара тӳсеймерӗ, лашине ҫавӑрчӗ те ялалла вӗҫтерчӗ.
21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫавӑнтах вӑл ҫӑмӑллӑн ҫӗкленчӗ те пикене лаши ҫинчен йӑтса илсе сиккипе ялалла вӗҫтерчӗ.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах Ахтупайпа Иливан таврӑннӑ ӗнтӗ, вӗсем Урасмет улталаса пӑрахса хӑварнӑ виҫӗ ҫынпа пӗрле Атӑл хӗрринчен ялалла хӑпараҫҫӗ.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай кӑш кайӑкне лайӑх ҫыхрӗ те хӑйӗн мӗнпур япалине пуҫтарса илсе килнӗ вырӑнсемпех ялалла ҫул тытрӗ.
16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл хӗп-хӗрлӗ те кӑн-кӑвак чечекпе тулнӑ улӑх тӑрӑх утса пырать пек; ун тавра мана тыт та, мана тыт тесе хитре хӗрсем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ; Патирек вӗсенчен пӗрне ал вӗҫҫӗн йӑтать те чакӑл сӑрт тӑрӑх ялалла хӑпарать.
13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫук, Эрнепи тӑхтамарӗ, пӗтӗм чунтан сехӗрленсе ӳкнӗскер, вӑл сасӑпах макӑрса ярса Ахтупай чӗннине пӑхмасӑр пӗтӗм вӑйпа ялалла чупрӗ.
11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай хӑмла миххине шӗшкӗ тӗмӗсем хушшине ывӑтрӗ те ялалла ыткӑнчӗ.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Арабсем сӑртсем ҫинче сапаланчӗҫ, тӑшман йышӑннӑ ялалла кӗрӗслеттереҫҫӗ.Арабы рассыпались по холмам, стреляя в деревню, занятую неприятелем.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Манӑн отрядрисем те ҫаплах ялалла туртӑнаҫҫӗ, — терӗ чех Голда.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тискер кайӑксем тӗкӗнесрен сунарҫӑ вилене чавса пытарчӗ, чӗлӗм туртса ячӗ те — инкеклӗ ӗҫ пирки полицие евитлемешкӗн юхан шывран ултӑ ҫухрӑмри ялалла ҫул тытрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.