Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

явӑнать (тĕпĕ: явӑн) more information about the word form can be found here.
Шӑвӑна-шӑвӑна кӗрекен студентсене курсан та Вадим шӑв-шав ҫӗклеменрен, вӗсене хӑваламанран, унчченхи пекех пӗр ӗҫсӗр явӑнса ҫӳренӗрен тӗлӗнме пуҫлаҫҫӗ интернат ачисем: «Мӗскер явӑнать ку пирӗн тавра? Ӗҫлӗ лашана ҫыпҫӑнакан пӑван пекех…»

Help to translate

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫук, ҫук, ӑна никам та хал ҫитермелле мар йывӑр ӗҫре тертлентермест-ха; нихӑшӗ те хӗнемест, алӑ хумасть; пӗри те унӑн хаклӑ пурлӑхне туртса илмест — чунра пурпӗр тем явӑнать, пӗр тӑвӑнать те пӗр хӗсӗнет.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Вара, вара? — чӗлӗм мучин сухалӗпе ҫӳҫӗ тӗслех тӗтӗм йӑсӑрлантарать; тӗтӗмӗ, ҫилпе пӗрле кӑлкан ҫӳҫ хушшине лексе, майӗпен явӑнать те тӗтреленсе ҫухалать.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Услантӑр мучи пуҫӗнче, шухӑ юханшыври евӗр, шуйхануллӑ шухӑшсен ҫӗр тӗрлӗ пӑтранӑвӗпе авӑрӗ явӑнать.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Явӑнать вӑл, пӗтӗрӗнет, йӑсӑрланать, йӳҫек хӑвачӗ куҫа кӗрет.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫапма пӗлмен чӑпӑркка ху тавра явӑнать тенӗ пекех пулчӗ ку.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Асамлӑ сывлӑш явӑнать

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Пуҫра хӑрушӑ шухӑш явӑнать:

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Пӗлӗтре талккӑшӗпех ҫулӑм явӑнать, хура тӗтӗм йӑтӑнать.

Help to translate

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫулӑм тӑвӑл чухнехи тинӗс хумӗ евӗр пӗтӗрӗнсе, кӗрлесе йывӑҫ тӑррисем тӑрӑх явӑнать.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сывлӑшра тусан пӗлӗчӗ явӑнать.

Help to translate

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӑмӑл шӑмшаклӑ Анюта йывӑҫсем хушшинче явӑнать, вӗсен вуллисене йӗтӗн тӗслӗ ҫивӗчӗсемпе ҫапӑнтарса хӑварать, чупнӑ ҫӗртех пӗр-пӗр ҫамрӑк хурӑна тытса ыталать.

Help to translate

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӗлӗм тӗтӗмӗ явӑнать.

Help to translate

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫакӑн пек сӑмахсем манӑн асра юлнӑ: «Тӑрӑ шывӑн ӑшӗнче, / Кӑвак пӗлӗт явӑнать. / Ватӑ йӑмра тайӑлса / Тӗсне пӑхса савӑнать».

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах ун чӗринче темле ҫӗлен явӑнать тейӗн.

Help to translate

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тем явӑнать унта.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чӗрчунсене тапӑнать, вӗсене тавра явӑнать те хӑйӗн вӑйлӑ кӗлеткипе пӑвса вӗлерет.

Нападает на животных, обвивает и душит их своим мощным телом.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Курӑксен пысӑк ушкӑнӗ хӑмӑл ҫийӗн явӑнать.

Help to translate

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗлӗт тӳпинче пӗр хӗрен явӑнать.

Help to translate

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Краҫҫын пӗтсе ҫитнипе лампа хӑйчикки пек тӗтӗм кӑларать, кӗлет тулли тӗтӗм явӑнать.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed