Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яваплӑха (тĕпĕ: яваплӑх) more information about the word form can be found here.
Кадет класӗнче вӗренни яваплӑха тата та ӳстернине, дисциплинӑна ҫирӗп пӑхӑнма хӑнӑхтарнине палӑртать Даша.

Help to translate

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Калӑпӑр, строительсем яваплӑха туймасӑр ӗҫленине пула ҫӗр айӗнче вырнаҫтарнӑ пӑрӑхсем шыв юхтарнине пӗтермелле.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӑвӑр вӑя шанни, яваплӑха туйни ыйтусене татса пама пулӑшӗҫ.

Ваша уверенность в своих силах и ответственность помогут решить все вопросы.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир халӗ нихӑҫанхинчен ытла яваплӑха туятӑр.

Сейчас вы будете, как никогда, серьёзными, ответственными.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Йӑнӑшсене йышӑнӑр, яваплӑха ыттисем ҫине ан тийӗр.

Имейте смелость признать свои ошибки, а не перекладывать ответственность на других людей.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫакӑ, паллах, малашне водительсен яваплӑха, тимлӗхе хавшатмалли сӑлтав пулмалла мар.

Help to translate

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

«Ку ҫуртра 190 хваттер. Патшалӑх хӑй ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫланӑ. Ҫынсене пурӑнма хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче халӑха патшалӑх хваттерпе тивӗҫтерме шантарни, пурнӑҫа кӗни паха», - тесе хушса каланӑ Олег Николаев.

Help to translate

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl

Мӗн ҫамрӑкранах тытнӑ ӗҫе пӗтӗм яваплӑха туйса тума хӑнӑхнӑскер, кунта та пысӑк пултарулӑхпа палӑрса тӑнӑ.

Help to translate

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Пире мӗн пӗчӗкрен яваплӑха туйма вӗрентнӗ вӑл», — тет халӗ Анатолий Витальевич.

Help to translate

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Пуласлӑхри тӗллев пысӑк, вӗсене пурнӑҫлассишӗн пурин те яваплӑха туйса ӗҫлесе пымалла тенӗ канашлӑва пухӑннисем.

Help to translate

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне ырӑ енне куҫарса пырас тесессӗн, пирӗнтен кашнин яваплӑха туйса ӗҫсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пыма тӑрӑшмалла, ун пек чухне кӑна ҫитӗнӳ пуласси часах.

Help to translate

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Хула ертӳлӗхӗн ушкӑнӗ хӑй ҫине илнӗ яваплӑха кирлӗ пек шайра пурнӑҫлайман.

Help to translate

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Ҫавӑнпа асӑрхаттарас килет: ҫул ҫинче пӗр-пӗрне хисепленинчен, хӑвӑншӑн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те яваплӑха туйнинчен хакли ҫук.

Help to translate

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Ыттисем умӗнче те яваплӑха туймаҫҫӗ вӗсем – унсӑрӑн ҫӑмӑлттайланса ҫул ҫине тухмӗччӗҫ.

Help to translate

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

«Яваплӑха туятпӑр, сӗт туянакансем пирӗнпе кӑмӑллӑ юлччӑр тесе ӗҫлетпӗр», – палӑртрӗ вӑл.

Help to translate

Паха сӗт сутаҫҫӗ, шыв хушмаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10985-pa ... -khushmacc

Кашнин яваплӑха туймалла, хӑйсем ҫине шанса илнӗ ӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫласа пымалла», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Help to translate

Туянакансен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/tuya ... -koordinac

Ҫакӑ, паллах, вӗсем хӑйсем умне тухнӑ яваплӑха чӗрепе туйнипе ҫыхӑннӑ.

Help to translate

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Чӑваш ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Роман Алексеев Андрей Владимировича яваплӑха туйса Вӑрнар, республика ӳсӗмӗшӗн тӑрӑшма сунчӗ.

Help to translate

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ - Андрей Тихонов // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11659-mu ... j-tikhonov

Яваплӑха ҫын ҫине тиеме пӑрахсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтеретӗр.

Вы справитесь с трудностями, если перестанете перекладывать заботы на чужие плечи.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Евгений Кадышев депутатсене тав тунӑ, хулара пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн таса чунпа, яваплӑха туйса, саккунсене пӑхӑнса ӗҫлесе пыма шантарнӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ пуҫлӑхне саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/19/chva ... -hulin-cen

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed