Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юхӑм the word is in our database.
юхӑм (тĕпĕ: юхӑм) more information about the word form can be found here.
36. Арнон юхӑм шывӗн хӗрринчи Ароер хулинчен тата айлӑмра ларакан хуларан пуҫласа Галаад [тӑвӗ] патне ҫитичченех эпир ҫӗнтереймен хула юлмарӗ: Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пурне те [пирӗн аллӑмӑра] пачӗ.

36. От Ароера, который на берегу потока Арнона, и от города, который на долине, до [горы] Галаада не было города, который был бы неприступен для нас: все предал Господь, Бог наш, [в руки наши].

Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Тапранӑр, ҫула тухӑр, Арнон юхӑм шывӗ урлӑ каҫӑр; акӑ Эпӗ санӑн аллуна Сигона — Есевон патшине, аморрей ҫыннине — тата унӑн ҫӗрне паратӑп; ҫав ҫӗре ярса илме хатӗрлен, унпа вӑрҫӑ вӑрҫ; 25. ҫак кунран тытӑнса Эпӗ тӳпе айӗнчи пур халӑха та сан умӑнта хӑратса та сехӗрлентерсе тӑрӑп; сан ҫинчен илтнисем чӗтресе, санран сехӗрленсе ӳкӗҫ, терӗ Турӑ.

24. Встаньте, отправьтесь и перейдите поток Арнон; вот, Я предаю в руку твою Сигона, царя Есевонского, Аморреянина, и землю его; начинай овладевать ею, и веди с ним войну; 25. с сего дня Я начну распространять страх и ужас пред тобою на народы под всем небом; те, которые услышат о тебе, вострепещут и ужаснутся тебя.

Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Американсемпе норвегсем «Ҫурҫӗрти юхӑм» ҫинче диверси туни пирки асӑннӑ хыҫҫӑн та Анӑҫра Херш ҫырнине тиркесе йышӑннӑ.

Заметки Херша о причастности американцев и норвежцев к диверсии на «Северных потоках» также вызвали критические отзывы на Западе.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Ҫак юхӑм Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялне те ҫитет.

Help to translate

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ҫамрӑксем хушшинче те сисӗнкелет ку таса мар юхӑм.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Михха пек пуянсемшӗн мӗншӗн чару ҫуккине тата, ӗмӗр тӑршшӗпе кунашкал ан пултӑр тесе, рабочисем революцилле юхӑм пуҫарнине ӑнлантарса пама тӑрӑшрӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑр халь лайӑх — ҫур метр ытла шӑнма тивӗҫ, сивви иртнӗ уйӑхра самаях алхасрӗ вӗт, юхӑм вӑйлӑрах ҫӗрте ҫеҫ ҫӳхерех пулма пултарать, — пӗлтерчӗ шухӑшне Ҫитӑр.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Гольфстрим ӑшӑ юхӑм Баренц тинӗсне ӑҫтан юхса кӗнине асӑрхӑр.

Проследите, откуда в Баренцово море проникает теплое течение Гольфстрим.

Тундрӑри ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫав юхӑм пулман пулсан, Европӑн ҫурҫӗр енӗ пӑрпа витӗнсе ларнӑ пулӗччӗ, хаяр сивӗ унта мӗн-пур пурӑнӑҫа пӗтернӗ пулӗччӗ.

Не будь этого течения, север Европы был бы загроможден льдами, лютый холод сковал бы там все живое.

Ҫурҫӗрти поляр облаҫӗ пирӗн ҫанталӑка улшӑнтарни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах та эпӗ шуйхатнипе сисчӗвленнӗскер хӑйӑр ҫинчи йӑр-йӑр юхӑм пек ҫинҫелсе самантрах куҫран ҫухалчӗ.

Но при звуке шагов змейка тихо заструилась по песку, словно умирающий ручеек.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл тинӗсе ӑшӑ юхӑм кӗмест, ҫавӑнпа унта ҫур ҫул хушши пӑр выртать.

В него не проникает теплое течение, и полгода оно покрыто льдами.

Тинӗс ҫинчи чикӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл — Баренц тинӗсӗ, Атлантика океанӗнчен кунталла Гольфстрим ятлӑ ӑшӑ юхӑм килет.

Это — Баренцово море, сюда из Атлантического океана проходит теплое течение Гольфстрим.

Тинӗс ҫинчи чикӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Юхӑм пӗр ҫыранне мӗнпур вӑйӗпе пыра-пыра ҫапать, ӑна ҫӗмӗрет, ҫӗре катӑкӑн-катӑкӑн хӑпӑтса юхтарса каять, вара йывӑҫ тымарӗсем ҫаралса юлаҫҫӗ.

С силой ударяет течение в один берег — размывает его, отламывает и уносит целые куски земли, так что обнажаются корни деревьев.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Юхӑм хастарӗсем чи малтан пӗчӗк Тӑван ҫӗршывӑн паллӑ вырӑнӗсене аса илнӗ те Паллӑ мар Салтак палӑкӗ ҫумне ҫирӗпленессипе кӑсӑкланнӑ.

Активисты Движения Первых вспомнили значимые места своей малой Родины и проявили интерес закрепиться за памятником Неизвестному Солдату.

Пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв историйӗ илӗртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... et-3434082

Вӑл мӗнле те, эпӗ ҫав кун унӑн «мерчен тумламӗсенчен» хӑватлӑ юхӑм пуласса чӑннипех шантӑм вара.

Help to translate

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ӗлӗкхи культурӑ пӗтӗм наци культури пулса тӑрать, вӑл класлӑ культурӑ мар, унта нимӗнле клас хирӗҫӗвӗсем те ҫук тесе калакан «пӗрлӗхлӗх юхӑм» теорийӗ те пуҫӗпех путланса ларчӗ.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑйлӑ юхӑм ӑна часах ывӑнтарса ҫитерчӗ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ан тивейтӗр пире сивӗ юхӑм!

Help to translate

Юрату кимми // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 96 с.

Тен, вӗҫертӗ пире сивӗ юхӑм — Путас марччӗ-ҫке ун авӑрне.

Help to translate

Юрату кимми // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 96 с.

Ҫавӑрать халь пире сивӗ юхӑм

Help to translate

Юрату кимми // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 96 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed