Шырав
Шырав ĕçĕ:
Персиянин пӗр минутлӑха тухрӗ те хура шӗвекпе тултарнӑ банка илсе кӗчӗ; ӑна тепӗр пушӑ банка ӑшне пӑртак юхтарчӗ, шыв ҫине ҫичӗ тумламран ытла ярса ӗҫмелле марри ҫинчен асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн Пискарева пачӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Хӑвӑрт юхӑм утсене анаталла юхтарчӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн усӑк купарчине хум пыра-пыра ҫапрӗ, сӳсленчӗк хӳрине аяккалла юхтарчӗ, мӑйӗпе ҫурӑмӗ шывран ҫӳлтерех курӑнса пычӗҫ.Вислозадый круп его омывала волна, мочалистый хвост относило на сторону, а шея и спина были наружи.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Йӗри-тавра куҫ ывӑтса илсе, ӑшӑ тунсӑхпа тӗмсӗлекен тӗссӗр кӑвак куҫӗсене тутӑр айӗпе ҫутӑлтарса, Марье тӑкӑрлӑкпа иртсе пыракан Мишка ҫине пӑхса илчӗ; ҫемҫен йӑл кулса, шурӑ тумламсемпе тӗрленнӗ пичӗпе йӑлкӑшса, кӑкӑр тӗпӗнчен тухакан сасӑпа малалла юхтарчӗ:
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ниловна сӗтне юхтарчӗ, витрине ҫуса юпа ҫине пырса ӳпӗнтерчӗ те упӑшкипе юнашар лутра пукан ҫине пырса ларчӗ.
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кункрашкалантарнӑ аллаппийӗ ҫине пӗр чӗптӗм табак юхтарчӗ, табакпа пӗрле тухса ӳкнӗ икӗ пӑхӑр укҫана калла енчӗкӗ ӑшне ячӗ, унтан хӑйӗн итлекенӗсене телейлӗ куҫӗсемпе пӑхса ҫаврӑнчӗ.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ватса вӗтетнӗ тӑпрана Кондратьев пӗр ывӑҫран тепӗр ывӑҫ ҫине юхтарчӗ.Кондратьев пересыпал раздробленный грунт из одной горсти на другую.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Вӑл витрери тырра веялка ещӗкне юхтарчӗ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Мӗскӗн Соня!.. — Ирина ывӑҫӗпе хӑйӑр ӑсса илчӗ те ӑна ури ҫине пӗрчӗн-пӗрчӗн юхтарчӗ.— Бедная Соня!.. — Ирина загребла ладонью песок и тонкой струйкой рассыпала его по ноге —
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн ҫулӗ ҫинче пӗрене тӗл пулать-и — пар ӑна кунта, кӗҫех ак вӑл вӑйлӑ шыв юхӑмне кӗрсе ӳксе, кӑвак хӑю пек ҫеҫ вӗлтлетсе юлать; унта авӑ пӗр лавҫӑ шыва кӗрсе пичкене шыв тултарма тӑнӑччӗ, сиссе те ӗлкӗреймерӗ — урапа ҫинче выртакан хӑмасемпе улӑм, ун хыҫҫӑн пичке, ҫавӑн пекех тата урапа тӗпӗнчи хупӑн пӗр татӑкӗ те Кубань тӑрӑх пӗр-пӗрне хӑваласа чупса кайрӗҫ — лавҫӑ вӗсене курса юлма кӑна ӗлкӗрчӗ; унта, ҫырана пырса ҫапнӑ хум, ҫул майӑн тенӗ пек, кимме ярса илсе ҫӳлелле ҫӗклесе ҫавӑрчӗ, ҫилленнипе ӳпӗнтерсе ячӗ те хумсем ҫийӗпе юхтарчӗ; унта шыв хулӑн йывӑҫах, выляса, ҫӗртен тӑпӑлтарса кӑларчӗ; вышкайсӑр пысӑк; симӗс купа хӑйӗн лапсӑркка тураттисене ҫилхе пек кӑнтарса пӗрре шывран тухать, тепре шыв ҫине ӳкет, унтан тымаррисене ҫӗклет, хура вӑрӑм туратсем шыва путнӑ пек шартлаттарсах ҫапаҫҫӗ; унта, ҫав тери хаярланса, кӗперӗн пӗр татӑкне хӑйпӑтса илет, вара ҫав татӑк сулланса та сӑвайне алӑ евӗр ҫӗклесе, вӑйлӑ юхӑм варрипе вӗҫнӗ пек ыткӑнать; унта улӑха тулса ларнӑ утӑ капанне ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнӗ, — ҫав тери ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнипеле васкама юратман пӗр мулкачӑ тип ҫӗр ҫине сикме те ӗлкӗреймен — капан, енчен енне сулланса, анаталла юха парать, ун тӑрринче, ҫынсене култарма кӑларса лартнӑ пек, мулкачӑ ларса пырать: вӑл хӑйӗн салху куҫӗсемпе йӗри-тавра хӑравҫӑлла та шанчӑксӑррӑн пӑхса пырать, унӑн кӑнтарса тӑракан хӑлхисем вӑхӑт-вӑхӑтпа чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Христос ҫӑлтӑр сана, — терӗ старик, — унтан урайӗнче йӑваланса выртакан чамбарӗпе пишметне илсе тӑхӑнчӗ те чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхрӗ, аллисем ҫине чӳлмек катӑкӗнчен шыв юхтарчӗ, вӗсене кивӗ чамбарӗ ҫумне шӑлса типӗтрӗ, тура хуҫӑкӗпе сухалне якатса тӳрлетрӗ те Лукашка умне тӑчӗ, — Хатӗр, — терӗ вӑл.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫакӑншӑн вӑл куҫҫуль юхтарчӗ, тархасласа макӑрчӗ, кутӑнлашрӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юлашкинчен вара пурте, пӗр ҫын пек пулса, ачасен хурӑнташӗсем хыҫҫӑн макӑрма тапратрӗҫ, пачӑшкӑ хӑй те тӳсеймесӗр кафедра ҫинче тӑнӑ ҫӗртех куҫҫульне юхтарчӗ.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пурӑнса та кураймарӗ, — юхтарчӗ вӗри куҫҫуль хӗрарӑм.Еще ничего в жизни не видел, — катилась горькая слеза женщины.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Юхтарчӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
- 1
- 2