Шырав
Шырав ĕçĕ:
юхтаркӑчран (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
27. Патша каланӑ: сана Ҫӳлхуҫа пулӑшмасть пулсассӑн, эпӗ мӗнле пулӑшам-ха сана? йӗтем ҫинчипе-и, юхтаркӑчран илнипе-и? тенӗ.27. И сказал он: если не поможет тебе Господь, из чего я помогу тебе? с гумна ли, с точила ли?
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑвӑн тӑвану — еврей е еврей арӑмӗ — сана хӑйне сутсассӑн, унӑн ултӑ ҫул санӑн чуру пулмалла, ҫиччӗмӗш ҫулхине вара ӑна ху патӑнтан ирӗке кӑлар; 13. ӑна ху патӑнтан ирӗке янӑ чухне пушӑ алӑпа кӑларса ан яр, 14. мӗн кирлине ӑна хӑвӑн выльӑх кӗтӗвӗнчен, анкартинчен, юхтаркӑчран парса яр: хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине пар; 15. ан ман, эсӗ ху [та] Египет ҫӗрӗнче чура пулса пурӑннӑ, сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑтарнӑ, эпӗ паян ҫакна ҫавӑнпа ӳкӗтлесе калатӑп та сана.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Кала вӗсене: парнесенчен чи лайӑххине парсассӑн, ҫакӑ левитсем йӗтем ҫинчен панӑ парне пек, юхтаркӑчран панӑ парне пек шутланӗ; 31. ҫакна эсир — эсир те, [сирӗн ывӑлӑрсем те,] сирӗн килӗр-йышӑр та — кирек ӑҫта та ҫиме пултаратӑр, мӗншӗн тесессӗн ку сире пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене туса тӑнӑшӑн тӳлени шутланать; 32. парнесенчен чи лайӑххине Турра парсассӑн, сире ҫылӑх тивмӗ; Израиль ывӑлӗсем халалланӑ парнене ан ирсӗрлетӗр, вара вилместӗр, тенӗ.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 26. левитсене пӗлтер, кала вӗсене: Эпӗ сире Израиль ывӑлӗсен ҫӗклентерсе кӳрекен парнийӗнчен вуннӑмӗш пайне еткерлӗхе паратӑп, ӑна илсессӗн, вӗсем Ҫӳлхуҫана ҫавӑнтан парне кӳччӗр, вуннӑмӗш пайӗн вуннӑмӗш пайне паччӑр, 27. ку эсир йӗтем ҫинчен тырӑ кӳнӗ пек, юхтаркӑчран парне кӳнӗ пек шутланӗ; 28. ҫапла вара эсир те Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑрӑр: Израиль ывӑлӗсенчен илсе тӑракан парнерен, вӗсен пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайӗнчен, кӳрсе тӑрӑр, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парнене Аарон священника парӑр; 29. сире паракан пӗтӗм таса парнерен чи лайӑххине Ҫӳлхуҫана Унӑн умӗнче ҫӗклентерсе парнелӗр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1