Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юхать (тĕпĕ: юх) more information about the word form can be found here.
Ҫамрӑк хӗрен таса юн Тӳлек юхать кӗлеткере; Тӗл пулать ҫеҫ тепӗр чун — Иртет канлӗх чӗрере…

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ал-урана, шӑм-шака Хӗртсе ярать пыл-сӑра Ӗҫкӗ хӗре пуҫласан, Ташӑ кӗвви тапратсан, Пуҫлать ташша Унерпи: Юхать, шӑвать ун ури!

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Икӗ енчи хӑва хушшинче кӗмӗл пек тӑп-тӑрӑ йӑлкӑшса юхать.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Бруствер ҫинчен хӑйӑрлӑ-тӑмлӑ ҫӑра шыв окопа шарлаттарса юхать.

Help to translate

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Тарас юлташӗн гимнастеркине ҫавӑнтах ик еннелле туртса ҫурчӗ: кӑкӑр лупашки тӗлӗнчен хӗп-хӗрлӗ юн юхать.

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Ҫамки тӑрӑх мухмӑр тарӗ юхать.

Help to translate

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Юхать юрӑ ерипе, кусать Йӑван хӑй йӗрпе.

Help to translate

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Юхать шывӗ юхнӑҫем, шӑвать вӑхӑт шунӑҫем: пӗр уйӑхлӑ каҫхине, уйри ӗҫрен таврӑнсан, пӗҫереҫҫӗ ватӑсем кукӑль-ҫӑмах, пӳремеч ҫупа, ашпа, хӑймапа.

Help to translate

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Пытӑмӑр, пытӑмӑр та акӑ ҫырма юхать.

Help to translate

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӳ-ӳллӗ йывӑҫсем хушшипе шыв ҫӗлен пек авкаланса юхать.

Help to translate

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шыв юхать, ҫыран юлать, Эпир каятпӑр, эсир — юлатӑр.

Help to translate

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ун куҫӗнчен шӑпӑртатса куҫҫуль юхать.

Help to translate

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӑпата айӗнчен ҫырма юхать.

Help to translate

Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Урам тӑрӑх ҫурхи шыв юхать.

Help to translate

Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫийӗнчи лӑсканса пӗтнӗ строительсем тӑхӑнакан спецовкинчен бетон ҫине шыв сӑрхӑнса юхать.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Куратӑп: унӑн малти сылтӑм урине витӗрех пуля шӑтарса тухнӑ, ҫав шӑтӑкран юн сӑрхӑнса юхать.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫипуҫӗнчен шапӑртатсах шыв юхать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шинкки-шинкки юхать вӑл.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пичӗ тӑрӑх йӑрлатсах тар юхать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫулӗ ашӑм, йӑшӑк, шуҫлак, юрӗ тӗллӗн-тӗллӗн кӗртсем те хывнӑ, шалкӑм тӑманӗ, саккӑр ҫапса ташласа, ҫавӑрӑнса та пӗтӗрӗнсе, карӑна-карӑна илекен шурӑ парӑс пек кусӑркаланса юхать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed