Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йыттин бантикне юсарӗ те вӑл, тухса кайрӗ.
Тендере шыв тултарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Громада генерал хӑй патне пырасси ҫинчен Шапошников капитан кӳршӗри заставӑран пӗлчӗ, вӑл ҫавӑнтах кительне турткаласа юсарӗ те, чӳречерен аран-аран курӑнакан Тисса ҫине пӑхса, шухӑша кайрӗ: ман хуҫалӑхӑм йӗркеллех-ши?
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анна кинемей (улпут майри ӑна кураймарӗ, курнӑ пулсан, тивӗҫлипех хакланӑ пулӗччӗ ӑна) вилӗ ачана та татӑккипе витрӗ, хӑйӗн кӑпӑш аллипе унӑн аллине юсарӗ, пуҫне чӗтретсе, тутисене тӑсса куҫсене хӗрхенӳллӗ хӗссе ассӑн сывласа илчӗ, унӑн ҫемҫе кӑмӑлӗ пуриншӗн те аван курӑнчӗ.
XI // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Черныш аялалла сиксе анчӗ те гимнастеркине васкавлӑн юсарӗ.
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Зятьков алсишне юсарӗ те каллех кукӑр авӑрлӑ кӗреҫине тытрӗ.Зятьков поправил рукавицы и снова взялся за свою кривую лопату.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ӗненекен телейлӗ, — тӗртсе кулса каларӗ те Фурсов, ӗнси ҫинчи шарфне юсарӗ.— Блажен, кто верует, — язвительно усмехнулся Фурсов и поправил шарф на шее.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Инженерсенчен малтан кӗрсе, Силин хӑйӗн тӑвӑр хваттерне йӑпӑр-япӑр йӗркелеме тӑрӑшрӗ: темле миххе урипе нар айнелле вӑркӑтрӗ, верстак ҫинчи чашӑкпа ҫӑкӑра пуҫтарса хучӗ, койка ҫинчи утиялне юсарӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Маша ӗнер Анисья кинемин пӳрт тӑррине юсарӗ.
Звено дневникӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
— Ленинӑн мар, Старикӗн, — йӗплесе юсарӗ Юрий.
Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Унтан тӗкӗсене сӑмсипе тирпейлеме тытӑнчӗ, ваннисене кӑлара-кӑлара пӑрахрӗ, пӗсехи ҫинчи шукӑль тӗкӗсене юсарӗ.
Ӑмӑрткайӑксен сывлӑшри ҫӑпӑҫӑвӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 41–44 с.
Вӑл хӑй машинин сцеплени пӑсӑлнӑ тесе ӗнентерчӗ, ӑна нумай вӑхӑт хушши Светлана ӗҫлекен МТС-ра юсарӗ.
9 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Вӑл хӑйӗн пушмакне, кӗпине юсарӗ.
VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Валя ҫамки ҫинчи ҫӳҫне юсарӗ, ҫивӗтне хулпуҫҫи урлӑ ывӑтрӗ.
33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Хӑвӑр сывӑ-и, — терӗ Одинцов васкавлӑн; ку сӑмахсене каланӑ чухне вӑл хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫинчи галстукне турткаласа юсарӗ.— Здравствуйте, — поспешно сказал Одинцов, подтягиваясь и поправляя на груди галстук.
31 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Юлташсем, — пуҫларӗ вӑл яланхи пек шӑппӑн, — Кузьма Васильевич пӗтӗм армана хӑй аллипе юсарӗ.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вырсарникунсенче, Павелӑн ерҫӳ пулмасан, вӑл вутӑ ҫурать, пӗррехинче хулпуҫҫи ҫине хурса хӑма ҫӗклесе килчӗ те ҫӗрсе кайнӑ крыльца картлашкине хӑвӑрт кӑна улӑштарса лартрӗ, тепринче ҫавнашкал тӳнсе кайнӑ хӳмене никама систермесӗрех юсарӗ.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кошевой Мелеховсен килне пырса кӗнӗ кунранпа хуҫалӑхри ӗҫсем йӑлтах урӑхла йӗркеленчӗҫ: кӗске вӑхӑт хушшинчех вӑл пахча картине майларӗ; ҫеҫенхиртен утӑ тиесе килсе, анкартинче тӑпӑл-тӑпӑл хитре капан туса лартрӗ, айккисене кӗреплепе тураса тикӗслерӗ; тырӑ вырма хатӗрленнӗ май, лобогрейка шӳреткисемпе ҫунаттисене пӑсса ҫӗнӗрен майлаштарчӗ, йӗтеме тӗплӗн хырса тасатрӗ, кивӗ веялкӑна юсарӗ; икӗ вӑкӑра лашапа улӑштарма вӑрттӑн ӗмӗтленсе, ут хатӗрӗсене тӳрлетрӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кабинетран юлашки ҫын тухса кайсан, Сергей чӳрече умне пырса хулпуҫҫийӗсене юсарӗ.Когда из кабинета ушел последний посетитель, Сергей остановился у окна и широко расправил плечи.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Грицько ура ҫине тӑчӗ, сарлака хулӗсене юсарӗ те утса мар, чупсах лагерь патнелле кайрӗ.Грицько встал, широко расправил плечи и не пошел, а побежал к лагерю.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей ӑйӑра йывӑҫран кӑкарчӗ, чӗн пиҫиххине тӳрлетрӗ, гимнастерка аркине турткаласа юсарӗ.Привязав жеребца к дереву, Сергей поправил ремень, одернул гимнастерку.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.