Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юсанӑ (тĕпĕ: юса) more information about the word form can be found here.
Районта ҫынсене пурӑнма хӑтлӑ пултӑр тесе сахал мар проекта ӗҫе кӗртнӗ: ача-пӑча площадкисем тунӑ, ҫулсене юсанӑ, ҫӗннисене хута янӑ, ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем пур.

Help to translate

Аталану ҫулне Комсомольскисемпе пӗрле тишкернӗ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Иртнӗ ҫул «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗ» патшалӑх программипе яллӑ вырӑнсенчи автомобиль ҫулӗсене 174 ҫухрӑм юсанӑ, пуҫарулӑх бюджечӗн 916 проектне, ял территорийӗсене хӑтлӑлатма — 16, компактлӑ ҫурт-йӗр тума — 1, ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗпе 7 проекта ӗҫе кӗртнӗ.

Help to translate

Парти проекчӗ ялсене тӗрев парать // Ю.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Юсанӑ машинӑпа вӑл чиперех ҫӳрет темелле, председатель ун пирки усаллине ним те илтмен, анчах пӑсӑлнӑ машинӑна юсама пӗлмест вара, хӑй юсайман пайӗ пӑсӑлсан, тӳрех ултӑ ҫухрӑмри колхоза тепӗр шофер патне чупать.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак вӑхӑтра ӑна хӗлле хӑй юсанӑ трактор кӑшт пӑсӑлнишӗн никам та мар, Михаил Никанорчпа Зоя айӑплӑ пек туйӑнчӗ, вӑл, тем пек кутӑнлансан та, хӑйне никам та ним те тума пултараймасть тесе шутларӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫуркунне хӑйӗн тракторне те аран-аран юсанӑ ватӑ хӗр патне, Зоя патне!

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн, сана председательсем ӗҫ парса хӑварчӗҫ-им, Сахрун? — ун патне машина юсанӑ ҫӗре пырса тӑчӗ Сехре.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Авӑн ҫапмалли машинӑна хута яни ӑна фронтра ҫӗмрӗк самолета юсанӑ пекех туйӑнчӗ.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шалти ӗҫсене тӗпрен юсанӑ: урайне сарнӑ, стенасене тимӗр профлистасем ҫыпӑҫтарнӑ, тӳпесене тӳрлетсе якатнӑ, латекслӑ сӑрӑпа сӑрланӑ.

Help to translate

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

Производство пӳлӗмӗсене пурне те тӗпрен юсанӑ, сӗте хамӑр районти, ытти районсенчи фермерсенчен туянма палӑртнӑ.

Help to translate

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

2019 ҫулта шалтан тӗпрен юсанӑ, 2020 ҫулта территорие хӑтлӑлатнӑ.

Help to translate

Пултаруллӑ хӗрарӑм пур ӗҫре те хастар // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8926-pultaru ... te-khastar

Ҫакӑн валли витесене тӗпрен юсанӑ, ҫӗнӗрен тунӑ, хаклӑ оборудовани вырнаҫтарнӑ.

Help to translate

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Кунти ертӳҫӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, юнашар участока юсанӑ вӑхӑтра хӑйӑрпа вак чул турттарнӑ чухне нумаях пулмасть тунӑ ҫул арканнӑ.

Help to translate

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

Ҫапла майпа 19 ял-сала урамӗсенчи ҫулсене ҫӗнетнӗ, 9 ялта шывпа тивӗҫтермелли тытӑмсене юсанӑ, 6 масара хӑтлӑх кӗртнӗ.

Help to translate

Ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнать // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yalsen-san-sapach ... hanat.html

Шыв пӑрӑхне юсанӑ

Help to translate

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

Палӑртса хӑварар: ГЭС ҫывӑхӗнчи кӗпере икӗ ҫул юсанӑ.

Отметим, что мост возле ГЭС ремонтировался два года.

ГЭС патӗнчи кӗпер ҫинчи ҫула юсаса пӗтернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32965.html

ФАПа тӗпрен юсанӑ май ун ҫумӗнче котельнӑй та туса лартӗҫ.

При капитальном ремонте ФАПа к нему также будет пристроена и котельная.

Мӑн Турханти халӑх хӗлле сивӗ те нӳрӗ ФАПа урӑх ҫӳремӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31921.html

Ӗнерхи кун (темшӗн хӑвӑрт конвертацилесшӗн пулмарӗ…) юсанӑ текста сайта кӗртнипе иртрӗ.

Весть вчерашний день (почему-то программа с трудом конвертировала…) пришлось заниматься вводом оцифрованного текста на сайт.

«Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче — тулли Ашмарин словарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31903.html

Ҫакна эпӗ калатӑп — «Тӑватӑ ҫил» штурманӗ, ӑна иртнӗ ҫул юсанӑ пулин те!

Это говорю вам я, штурман «Четырех ветров», хотя ее и чинили в прошлом году!

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Ут таврашне, ака-сухана тухма сӳри-сухапуҫне типтерленӗ, ҫуна-урапа юсанӑ.

Готовили упряжь и бороны к весенней пахоте, ремонтировали сани.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп та чавнӑ, Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере те юсанӑ.

Во время войны и окопы рыла, и мост через реку Суру ремонтировала.

Анастасия Михайлова 100 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31044.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed