Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пур енче те тырӑ хумханать, тырӑ шӑрши, тӑпра шӑрши, курӑк шӑрши юна чаплӑ эрех пек вылятать, тӑри тӑрлатать, ытти кайӑк юрлать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Калаҫмасть, юрлать тейӗн хӗр.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ватӑ вырӑс Ермаков ҫавӑт-сапа ҫине кӑн-кӑвак куҫӗсемпе пӑхса тӑратчӗ-тӑратчӗ те: «Ҫил вӗрнӗ чухне итлӗр-ха: кашни савӑт хӑй юррине юрлать. Илтетӗр-и? Эпӗ илтетӗп!» — тетчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тимуш хӑй ҫинҫе саспа тӳлеккӗн юрлать, купӑсӗ ҫӑри-ҫари ҫухӑра-ҫухӑра ярать, нӑй-нӑй тӑвать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
«Продавецӗ кунне ҫирӗм ҫынран кая улталасан, ҫӑварне хыпнӑ татӑкне те ҫӑтса яраймасть, ыйхине те йӗркеллӗ ҫывӑраймасть» иккен, «склад пуҫлӑхӗ, червонцӑ кӑтартмасан, тутӑх пӑта та памасть, ҫынсене пин хут ҫӳреттерсе тӗнкелентерет», «цех начальникӗн хулара миҫе урам, ҫавӑн чухлӗ арӑм, юрласса та хӑй пӗлекен пӗртен-пӗр юррӑн ик-виҫ сӑмахне ҫеҫ юрлать вӑл: «Гуляй, пока-а гуля-я-ется, встреча-ай, пока-а-а встречается-а-а…»
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
– Сирӗн мами ҫав тери илемлӗ юрлать, апла пулсан эсир те юрлама пултаратӑр.
Юрӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/584
«Снегири-негири», – юрлать залра Ксюша чаплӑ тумлӑ хӗрачана ӳкерсе.«Снегири-негири», – пела про себя Ксюша в зале, дорисовывая девочку в модной одежде.
Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582
«Снегири-негири улетают-тают-тают», – спальнӑра юрлать та ташлать наушник тӑхӑннӑ Настя.
Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582
Пирӗн ҫывӑхарах темӗнле икӗ кайӑк юрларӗҫ; малтан пӗри чакак евӗрлӗрех кӗскен сас парса илет, ун хыҫҫӑн тепри, вӑрӑммӑн шӑхӑрса, малтанхин юррине малалла тӑснӑ пек юрлать.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Пахча енчи чӳречерен чие, хурлӑхан тата сирӗн тӗмисем курӑнаҫҫӗ, унта ҫуркунне кашни каҫ пӗр шӑпчӑк юрлать, хӗлле — ҫаралнӑ тӗмсем ҫинче ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Тултан хавассӑн калаҫакан пӗр хӗрарӑм сасси илтӗнет, тата таҫта такам лӑпкӑ сасӑпа юрлать.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Шӑпчӑк ҫаплах юрлать, пулӑсем те ҫаплах выляҫҫӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Виктор Гаврилчсемпе юнашар пуранакан ҫамрӑк зоотехник тепӗр эрнерен сӑвӑ ҫырчӗ: сӑвӑра кӳршӗ хӗрӗн чӗринче пӗрремӗш хут юрату ҫурални ҫинчен каланӑ, мӗншӗн тесен хӑнана килнӗ кӳршӗ хӗрӗ ытла та ҫӑмӑл, лӗпӗш пек вӗҫсе кӑна ҫӳрет, ялан хаваслӑ юрӑсем юрлать…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ҫук, пӗрре мар, пин шӑпчӑк юрлать!..
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
— Илтетӗп, Володя, шӑпчӑк юрлать!
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Кирик те унӑн юрринех юрлать.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫаплах… — мучи юррине юрлать Мавра кинеми.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ӑна халаласа чи чипер юррисене юрлать…
Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑнтанпа шӑпчӑк хӑйӗн чи лайӑх юррисене ирхине, шуҫӑм килнӗ чухне юрлать.
Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ирхине шӑпчӑк яланах ҫапла, чи хитре юррисене юрлать.
Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.