Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрать the word is in our database.
юрать (тĕпĕ: юрать) more information about the word form can be found here.
30. Израиль Иосифа каланӑ: халӗ ӗнтӗ, санӑн сӑнна курнӑ хыҫҫӑн, эсӗ чӗрех иккенне курнӑ хыҫҫӑн, манӑн вилсессӗн те юрать, тенӗ.

30. И сказал Израиль Иосифу: умру я теперь, увидев лице твое, ибо ты еще жив.

Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Юрать, ертӳҫӗсен йышӗнче мана лайӑх пӗлекенсем пурччӗ те — йывӑр аманнӑ Сергей Михайлова чаплӑ сыватмӑша вертолетпах леҫме май килчӗ...

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пациентсенчен чылайӑшӗ сывалнӑ хыҫҫӑн тепӗр ҫулччен нимӗн тумасӑрах пурӑнма юрать тесе шухӑшлать.

Help to translate

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Юрать, халӗ телекуравпа эрех-сӑрана рекламӑлама пӑрахрӗҫ.

Help to translate

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑл алӑ айӗнче пулмасан вара ҫулӑма шывпа сӳнтерӗр, пусмапа, утиялпа е кавирпе витсе хума та юрать.

Если его не окажется под рукой, можно тушить водой, накрыть каким-либо материалом, одеялом или ковром.

Кӑмакасене юсавлӑ тытар // С.САРДАЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Пурӑна вӗтетсе комбикорма хушма юрать.

Мел можно добавлять в комбикорм в измельченном виде.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Пӑрҫа ҫӑнӑхӗ хушма юрать.

Можно добавить гороховую муку.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Сӗлӗ, урпа улӑмӗ пама юрать.

Можно давать овсяную, ячневую солому.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Юрать, Володя тӗлпулу мӗнле иртнине ӳкерме тавҫӑрнӑ, унсӑрӑн тӗрмене ним те мар хупса хураҫҫӗ-иҫ!

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Юрать, ҫав кун хӗрлӗ труҫҫи тӑхӑннӑччӗ.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Юрать, дизель пур, ҫавӑнпа усӑ курса ӗҫе малалла тӑснӑ.

Help to translate

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кӑҫалхи ял хуҫалӑх ҫыравӗнче ҫыравҫӑсем информацие тӳрех планшета кӗртсе электрон документ хатӗрлеме пултараҫҫӗ е ӑна ятарлӑ хут ҫинче ҫырсассӑн та юрать.

Help to translate

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Препарачӗсене усал шыҫӑ чухне те ӗҫме юрать.

Help to translate

Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Витӗмӗ питӗ анлӑ, унпа вар-хырӑмӑн чылай чирӗнчен сипленме юрать.

Help to translate

Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Пӗр уйӑх тӑхтанӑ хыҫҫӑн тата 1 уйӑх ӗҫме юрать.

Help to translate

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

2-3 эрне тӑхтанӑ хыҫҫӑн тепӗр курс пуҫлама юрать.

Help to translate

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

2 эрне тӑхтанӑ хыҫҫӑн тепӗр сиплев курсӗ ирттерме юрать.

Help to translate

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Анчах та кун пек чухне газ службин ӗҫченӗсене ытти чухне чӗнсе илме те юрать.

Help to translate

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Юрать хамӑр районти Ураскилтре пурӑнакан аннен амӑшӗн аппӑшӗ хӗрхеннӗ, тӑлӑха хӑйӗн хӳттине илнӗ.

Help to translate

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Юрать, ӗнисем ҫынсем пек ӑнланмаҫҫӗ.

Help to translate

Ӑҫта каймалла, камран ыйтмалла? // А.ПЕСКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed