Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратнине (тĕпĕ: юрат) more information about the word form can be found here.
Эпӗ куҫран калама юратнине эсир пурте пӗлетӗр.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӗр ӑна юратнине пӗтӗм класс мар, шкул та пӗлетчӗ пуль.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

«Юратса парнелетӗп, савнӑ тусӑм, юратса юрату эп кӗтеп», «Ҫак сӑнӳкерчӗк пӗлтертӗр эп сана юратнине» тата ытти те, тата ытти те.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Пӗлмен эпӗ вӑл юратнине, Роза…

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Юратнине пӗлтерӗр, ӳкӗнӗр, чуна тасатӑр.

Признайтесь в любви, покайтесь, очистите душу.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Туйӑмсем пирки каласа пама, юратнине пӗлтерме, пурнӑҫа улӑштарма ан хӑрӑр.

Не бойтесь рассказать о своих чувствах, признаться в любви, изменить свою жизнь.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак Ҫӗнӗ ҫулпа Раштав кунӗсенче аҫӑр-аннӗре, мӑшӑрӑрпа ачӑрсене тата хӑвӑршӑн хаклӑ ытти ҫынна чунтан юратнине уҫҫӑн пӗлтерме, пӗр-пӗрне чи-чи лайӑххине сунма тата ҫутӑран та ҫутӑ ӗмӗтӗре палӑртса хума чӗнсе калатӑп.

В эти новогодние и рождественские дни призываю признаться в любви родителям, супругам, детям и дорогим вам людям, пожелать друг другу всего самого наилучшего и загадать заветное желание.

Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/31/nov ... -respublik

Хӑй Микулана юратнине ним пытармасӑр пӗлтерчӗ, ӑна качча тухма хатӗрленни ҫинчен каласа пачӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Элекҫей ӑна чунтан юратнине каласа пачӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Турра асӑна-асӑнах хӑй юратнине ӗнентерме тӑрӑшрӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ешӗл ку улаха вӑл шутласа кӑларнӑ пулсан, юратнине пӑхмасӑрах патак ҫитерсе хӑварӑп!»

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук та хӑйне Микула юратнине ӗненчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куна Ваҫли Анук хӑй вырӑнне ларсанах асӑрхаса илчӗ те вӑл Микулана ӗлӗкхи пекех юратнине ӗненчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшки хӗрӗсене чунтан юратнине такам та пӗлет.

Help to translate

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян эпӗ сана пӗтӗм чунтан юратнине ӗнентересшӗн.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак хушӑра Кӗтерук, Ваҫлие юратнине тата ытларах туйса, тем таранах тунсӑхларӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак самантра Кӗтерук Ваҫлие чун-чӗререн юратнине ӑнланса илчӗ те уйрӑлас вӑхӑт ҫывхарнипе хуйха ӳкрӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чун-чӗререн юратнине ытла ҫӑмӑллӑнах сирсе пӑрахаймӑн!

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗн Машук ҫывӑрма юратнине ху та пӗлетӗн.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унччен те пулмарӗ Хрестук: «Ну, ҫитӗ, Сергей!» — терӗ те тахӑш самантра тӳрленсе те ларчӗ, чӑп-чӑмӑр кӑкӑрне хулӗсемпе хӗстерсе ҫӗклерӗ, саппун умне турткаласа тӳрлетрӗ, тутӑрӗ айӗнчен тӑнлавсем ҫине тухнӑ кӑтра сарӑ ҫӳҫ пайӑркисене ҫеҫ тӗкӗнмерӗ: тусӗ вӗсем ҫине куҫ илмесӗр пӑхса ларма юратнине вӑл аван чухлать.

Help to translate

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed