Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратма (тĕпĕ: юрат) more information about the word form can be found here.
Музыкӑна пӗтӗм чун-чӗререн ӑнланма, юратма, хаклама пӗлекенскер, вӑл ҫак савӑк самантра таса ҫӑл куҫӗ пек шӑнкӑртатса юхакан сасӑшӑн темӗн пама та хатӗрччӗ.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Майӗпен вӑл янтӑ япалана юратса пӑрахрӗ: кирек хӑш вӑхӑтра хваттере таврӑн — пӳрте хутса ӑшӑтнӑ, тирпейленӗ, апат хатӗр, ҫи-пуҫа ялан ҫуса тасатнӑ, якатнӑ; Поля хӑйӗн тусне юратма та, ачаш пӑхма та пултарать.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Сан пеккине юратма та юрать, Аркаша…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тен, ун пек хӗре чиперккесем ҫумӗнче тӳрех асӑрхаймастӑн, анчах тинкерсе сӑнанӑҫемӗн юратма тытӑнатӑн.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Ҫавӑнпа, вӑрмана юратма, хаклама пӗлнипе, чунтан тӑрӑшса тӑватчӗ хӑйӗн ӗҫне, — килӗшрӗ унпа инспектор.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унран эпир пурте вӑрмана, ҫутҫанталӑка юратма вӗрентӗмӗр.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫапла, вӑрмана юратма, хаклама пӗлнипе чунтан тӑрӑшса тӑватчӗ вӑл хӑй ӗҫне.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шкулта, тӑххӑрмӗш класра вӗреннӗ чух, сана юратма пуҫласан, эпӗ хамӑн куҫсем Люсьӑн пек пулманнишӗн, эс ун енне туртӑннишӗн хама хам тем тума хатӗр пулнӑ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Хӑй те мана хытах юратма тытӑнчӗ пулас, вӗренӳ ҫулӗ пӗтсен туй тӑвасси пирки те калаҫса татӑлтӑмӑр, урӑхларах каласан, юрату хӑйӗн чи чӑнкӑ ҫыранне хӑпарса ҫитрӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хресчен ӗҫне мӗн ачаран хӑнӑхнӑ, юратма вӗреннӗ Ҫтаппаншӑн ҫӗр ҫинчи ӗҫ нимӗнрен паха, таса ӗҫ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вара вӑл Анукран сивӗнӗ… теприне юратма пуҫлӗ… —

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кӗтерук, эпӗ сана нихҫан та юратма пӑрахас ҫук.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Трибуна ҫинчен калаҫнӑ май, пурне те ниме пӑхмасӑр пӗрлӗхлӗ пулма, пурнӑҫа юратма, пуласлӑхшӑн ӗҫлеме, астӑвӑма ӗмӗрлӗх упрама чӗнсе каларӗ.

Help to translate

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Крепостник ывӑлӗ крепостной хресчен хӗрне юратма та, качча илме те пултарайман.

Help to translate

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пире, комсомолецсен пухӑвӗнче, Уҫӑп ҫапла каларӗ: «Ҫук ҫын хӗрӗсен пуян ачисене юратма юрамасть. Ун пеккисене комсомол ретӗнчен кӑларса ҫапатпӑр. Бедняксен беднякпа, кулаксен кулакпа пурӑнмалла», — терӗ.

Help to translate

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Суяпа юратма пулать-и? — тӗлӗнчӗ хӗр.

Help to translate

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Манӑн юратма юрамасть.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юратма та пулать, сивӗнме те часах, — ытарлӑраххӑн каласа хучӗ Сахар.

Help to translate

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эс мана юратма пултараймастӑн.

Help to translate

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юратма мар, йӗрӗнмеллипех йӗрӗнет ҫак мӑнтӑр ҫынтан ҫӗрпӳ хӗрӗ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed