Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Израиль йӑхӗнчи ҫынсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан мӗнле те пулин юн ҫиес пулсассӑн, Хамӑн сӑнӑма юн ҫиекен ҫыннӑн чунӗ енне ҫавӑрӑп та ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, 11. мӗншӗн тесессӗн ӳтӗн чунӗ — юнра, сирӗн чунӑра тасатмашкӑн Эпӗ ӑна парне вырӑнӗ валли палӑртрӑм: ҫак юн чуна тасатать; 12. Израиль ывӑлӗсене Эпӗ ҫавӑнпа каларӑм та: сирӗнтен пӗри те юн ҫимелле мар, ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакан та юн ҫимелле мар, терӗм.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кам та кам ҫынна курайманнипе мар, ӑнсӑртран ҫеҫ чышрӗ пулсассӑн е усал сунмасӑрах ӑна мӗнпе те пулин печӗ пулсассӑн, 23. е хӑй асӑрхамасӑрах ҫын ҫине вӗлерме пултаракан чул ӳкерсе ӑна вӗлерчӗ, хӑй вара ҫав ҫыннӑн тӑшманӗ те пулман, ӑна усал та сунман пулсассӑн, 24. ҫын вӗлерекенпе юншӑн тавӑракан хушшинчи тава халӑхӑн ҫак йӗркепе татса памалла; 25. халӑхӑн ҫын вӗлерекене юншӑн тавӑраканӑн аллинчен хӑтармалла, халӑхӑн ӑна ҫын вӗлерсессӗн тарса пынӑ хӳтлӗх хулинех ямалла, вӑл унта таса ҫу сӗрнӗ аслӑ священник виличчен пурӑнтӑр; 26. ҫын вӗлерекен хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хуларан тухсассӑн, 27. юншӑн тавӑракан ӑна хӳтлӗх хула тулашӗнче шыраса тупсассӑн, юншӑн тавӑракан ҫав ҫын вӗлерекене вӗлерсессӗн, тавӑракана юн тӑкнӑшӑн ҫылӑх пулмасть, 28. мӗншӗн тесессӗн лешӗн хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хулара аслӑ священник виличчен пурӑнмалла пулнӑ, аслӑ священник вилсессӗн ҫеҫ ҫын вӗлерекенӗн хӑйӗн ҫӗрне таврӑнмалла пулнӑ.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӗрарӑмӑн тасалмалли вӑхӑтра ҫеҫ мар, ахаль чухнех чылай кун хушши юн юхать пулсассӑн е тата тасалмалли вӑхӑтӗнче юн юхни вӑраха кайсассӑн, вӑл ахаль кунсенче юн кайнӑ чухне те, тасалмалли вӑхӑтӗнче юн кайнӑ чухне те таса мар; 26. вӑл ахаль кунсенче юн юхнӑ чухне выртакан кирек мӗнле вырӑн та, тасалмалли вӑхӑтӗнче выртнӑ вырӑн пекех, таса мар пулӗ; кирек мӗнле япала та, ун ҫине вӑл ларас пулсассӑн, тасалмалли вӑхӑтӗнчи пек таса мар пулӗ; 27. вӗсене сӗртӗнекен кирек кам та таса мар пулӗ: ҫав ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: кам та пулин йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн хӑш та хӑш ӳкӗтне хирӗҫ ҫылӑх тусассӑн, тума кирлӗ маррине мӗн те пулин тусассӑн, 3. е тата ҫу сӗрсе суйланӑ священник ҫылӑха кӗрсе халӑха айӑплӑ тусассӑн, вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ҫылӑх парни памашкӑн шултӑра выльӑхран айӑпсӑр пӑру кӳтӗр, 4. пӑрӑвне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, Ҫӳлхуҫа умне, ҫавӑтса пытӑр, аллине пӑру пуҫӗ ҫине хутӑр, вара пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахтӑр; 5. [таса йӗрке тӑрӑх священник пулма халалланӑ,] ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне илтӗр те ӑна пуху чатӑрне илсе кӗтӗр, 6. священник хӑйӗн пӳрнине юн ӑшне чиксе кӑлартӑр та сӑваплӑ пӳлӗмӗн чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр; 7. унтан священник Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗнчи ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене [пӑру] юнӗпе сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 8. ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру ӑшӗнчен вӑл унӑн вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 9. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне кӑларса илтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр, 10. тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ пӑруран уйӑрса илнӗ пек уйӑртӑр; вара священник ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; 11. пӑру тирне, унӑн мӗнпур ашне пуҫӗ-ури-мӗнӗпе, унӑн ӑш-чиккине, тасамарлӑхне, 12. пӗтӗм пӑрӑвне тапӑр тулашӗнчи кӗл тӑкакан вырӑна, таса ҫӗре, илсе тухтӑр, ӑна вутӑ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ятӑр: кӗл тӑкакан вырӑнта ҫунса кайтӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вилнӗ выльӑхӑн тата тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ выльӑхӑн ӑш ҫӑвӗпе кирек мӗнле ӗҫре те усӑ курма юрать, анчах ҫиессе ӑна ан ҫийӗр; 25. кам та кам Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен выльӑхӑн ӑш ҫӑвне ҫиет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 26. хӑвӑр килӗр-ҫуртӑрсенче нимӗнле юн та — вӗҫен кайӑк юнне те, выльӑх юнне те — ан ҫийӗр; 27. кам та кам мӗнле те пулин юн ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авдеева ертсе пынӑ вӑхӑтра ҫаксене пурнӑҫлама тытӑннӑ: ОИМ ҫумӗнчи системӑллӑ тромболизисӗ, тропанинпа усӑ курса миокард ҫинчи пысӑк сиенсене палӑртасси, МНО индексне палӑртасси, апат пырӗ урлӑ тӑвакан эхокардиографи, магистраллӗ юн тымарӗсем ҫинчи (ҫав шутра аортӑпа унӑн турачӗсем ҫинче те) операцисем, кардиостимулятора имплантацилесси, юн ҫаврӑнӑшне искусствӑллӑ майпа тӑвакан аппаратпа усӑ курса уҫӑ чӗре ҫинчи операцисем, коронари юн тымарӗсен коронароангиографийӗ, вентрикулографийӗ тата стентированийӗ; интероперациллӗ мониторинг ирттерме май паракан кӑткӑс лаборатори хатӗрӗсене усӑ курма пӗлсе ҫитнӗ.
Авдеева Галина Петровна // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%B2%D ... 0%BD%D0%B0
Халь унӑн юн тымарӗнче хӑйӗн юнӗ кӑна мар, савни юнӗ те вӗресе юхать, телейлӗ вӑл…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вилӗм умӗнчи ҫынна хӑйӗн юнӗпе хӑтарса хӑварни, ҫӑлӑннӑ ҫын ӳтӗнче хӑйӗн юнӗ юхни, ҫав вӗри юн суранланса пӗтнӗ ҫынна пурӑнма хӑват пани Таньӑна чӑн-чӑн таса савӑнӑҫ кӳчӗ, ҫӗклентерсе ячӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Акӑ 1066 ҫулхи вырӑссен летопиҫӗнчи комета ҫинчен калакан пӗлтерӳ: «Хӗвеланӑҫ енче тӳпере ҫав тери пысӑк ҫӑлтӑр курӑнса кайрӗ, унӑн ҫути юн пек хӗрлӗ, Хӗвел аннӑ хыҫҫӑн каҫхине тухрӗ те ҫичӗ каҫ хушши куҫран ҫухалмарӗ, унтан вара тискер вӑрҫӑ хускалчӗ, Русь ҫӗрӗ ҫине половецсем тапӑнса кӗчӗҫ, ҫӑлтӑр юн пек хӗрлӗ пулсан, вӑл яланах юн тӑкӑнасса пӗлтерет…»
Ҫӑмламас ҫӑлтӑрсем — «инкеклӗ хыпар кӳрекенсем» // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
— Этем сӑнлӑ урнӑ тискер кайӑксем, Ливия пушӑ хирӗнчи арӑслансем пек, юн ӗҫесшӗн ҫунаҫҫӗ; вӗсем пусмӑртисен юнне курса киленеҫҫӗ; юрӗ, вӗсем хӑйсен хӗҫӗсене пирӗн хӗҫсене хирӗҫ тӑратчӑрах, ун чухне вӗсем хӑйсен юнӗ пирӗннипе хутӑшса юхнине курма пултарӗҫ, ун чухне вӗсем чурасен те, гладиаторсен те, пусмӑртисен те чӗресем тапнине ӑнланӗҫ…
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗр самант хушши вӑл чӗре патне капланса килнӗ юн хытӑ кӗрленисӗр пуҫне, урӑх нимӗн те туймарӗ, ҫав юн акӑ халех унӑн кӑкӑрне ҫурса ярас пек туйӑннӑ; унтан юн чӗре патӗнчен каялла тапса кайрӗ те пӗтӗм ӳт тӑрӑх вӗри хум пек сарӑлчӗ.
XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Виконт, манӑн сире акӑ мӗн калас килет: сирӗн ятӑр — Говэн, мӗнле тӗлӗнмелле пулсан та, сирӗн юн тымарӗсенче ман юнӑм пекех юн ҫӳрет.
I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пӗчӗк хӗрачасем асламӑшӗ ҫине хӑраса пӑхаҫҫӗ: унӑн мӑйӗнчи юн тымарӗсем кӗҫ-вӗҫ татӑлса каяссӑн, вара сӗтел ҫинех хӗп-хӗрлӗ юн тапса анассӑн туйӑнать вӗсене — ача-пӑча тени юнран питӗ хӑрать-ҫке.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пӗр юнах, турккӑ юнӗпе ҫӗнетсе йӳҫӗтнӗ юн, юхать вӗсен ӳт-пӗвӗ тӑрӑх, ҫавӑнпа та вӗсене ҫак самантра ниепле те пӗр-пӗринчен уйӑрса илеймӗн.Одна, сдобренная турецкой примесью, текла в них кровь, и до чуднóго были они схожи в этот момент.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Юн тымарӗсен стенкисем вӑйсӑрланни пӑнчӑланса юн кайнипе, ӳт кӑвакарнипе, сӑмсаран юн кайнипе палӑрать.
Иргара йӳҫек сахал // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№
Вӑл юн тымарӗсене, хырӑмлӑха тасатать, юн пусӑмне чакарать, пуҫ миминчи пӗрӗннӗ юн тымарӗсене сарать.
Ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№
5. Эсӗ ӗмӗрӗпе хирӗҫсе, кураймасӑр тӑратӑн, Израиль ывӑлӗсене вӗсемшӗн хӗн-хурлӑ вӑхӑтра, тӗппипех пӗтнӗ вӑхӑтра, хӗҫ аллине патӑн: 6. ҫакӑншӑн, — Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — сана юн тӑвӑп, вара юн сана канӑҫ памӗ, хыҫран хӑвалӗ; эсӗ юна курайми пулмарӑн, ҫавӑнпа юн хыҫран хӑвалӗ ӗнтӗ сана.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Хӑвӑр [пурӑнас] ҫӗре ан ирсӗрлетӗр; юн ҫӗре ирсӗрлетет, ҫӗр хӑй ҫине тӑкӑннӑ юнран ҫак юна тӑкнӑ ҫыннӑн юнӗпе ҫеҫ тасалать.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Ҫӳлхуҫа панӑ саккун йӗрки ҫакӑн пек, тенӗ: Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем сан патна айӑпсӑр, пӗр кӑлтӑксӑр [тата] хӑмӑт тивмен хӗрлӗ пушмак пӑру илсе пыччӑр; 3. ӑна Елеазар священника парӑр, вӑл ӑна тапӑр тулашне [таса вырӑна] илсе тухтӑр, пӑрӑва ун умӗнче пусчӑр; 4. Елеазар священник унӑн юнӗпе пӳрнине йӗпеттӗр те пуху чатӑрӗн мал енне ҫичӗ хутчен юн сирпӗттӗр, 5. пӑрӑва унӑн куҫӗ умӗнче ҫунтарччӑр: унӑн тирне, ашне, юнне унӑн тасамарлӑхӗпе пӗрле ҫунтарса яччӑр; 6. священник кедр йывӑҫӗ, иссоп тата йӑм хӗрлӗ ҫӑм ҫиппи илтӗр те ҫакна ҫунакан пӑру ҫине пӑрахтӑр; 7. кайран священник хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, хӑй те шывпа ҫӑвӑнтӑр, вара тапӑра таврӑнтӑр, священник каҫ пуличчен таса мар пулӗ.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне пӗлтер, вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушать, те: 3. Израиль килӗнчи ҫынсенчен [е сирӗн пата ютран килсе хутшӑннисенчен] кам та пулсан тапӑрта пӑру е сурӑх, е качака пуссассӑн, е кам та пулсан тапӑр тулашӗнче пуссассӑн, 4. ӑна Ҫӳлхуҫа ҫурчӗ умӗнче Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымасассӑн, [пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне е ҫӑлӑнӑҫ парни — Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне — кӳме илсе пымасассӑн е кам та пулин тапӑр тулашӗнче, пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымасӑр пуссассӑн,] ҫав ҫын ҫинче юн пулӗ: вӑл юн тӑкнӑ, ҫав ҫынна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 5. ҫавӑнпа та Израиль ывӑлӗсем хӑйсен хирте пусакан парнисене Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, священник патне, илсе пыччӑр та вӗсене Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парнийӗ кӳме пусчӑр; 6. юнне священник пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ ҫине сирпӗтӗ, ҫӑвне Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳме ҫунтарса ярӗ: 7. вӗсем, йӗрӗхсем хыҫҫӑн аташса ҫӳрекенскерсем, малашне хӑйсен парнисене йӗрӗхсене ан кӳччӗр.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.