Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗрле хуралта, каҫпа — вут ҫути патӗнче, тӑр кӑнтӑрлахи юлхавлӑ шӑрӑх вӑхӑтра — пыл шӑрши ҫапакан чие ҫырли пахчисенче хамӑн юлташӑмсен пурӑнӑҫӗ ҫинчен нумай калавсем илткелерӗм.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Апатсӑр хӑварнисене вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пӑхма юлнӑ дежурнӑй надзиратель тухрӗ те, юлхавлӑ анасласа малалла утса ҫухалчӗ.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Мӗншӗн-ха штаб-офицер ҫав тери вӑйсӑр та юлхавлӑ, хурланчӑклӑ сасӑпа калаҫать?Зачем штаб-офицер говорит таким слабым, лениво-грустным, не своим голосом?
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Юлхавлӑ та шухӑшсӑр, канма тухнӑ евӗр, лараҫҫӗ пӗлӗте ҫити ҫӳлӗ юмансем, куҫа шартаракан хӗвел пайӑркисем вара, вӗсене пырса ҫапӑнаҫҫӗ те, нумай-нумай ҫулҫӑсене ҫав тери илемлетсе йӑлкӑштараҫҫӗ, теприсем ҫине вӗсем, ҫӗрлехи тӗттӗм пек йӑм-хура мӗлке ӳкереҫҫӗ, вӗсем ҫинчен вара вӑйлӑ ҫил вӗрсен ҫеҫ ылтӑн пӗрхӗнет.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, сывлӑм пӑсланса пӗтрӗ, сывлӑш хытса ларчӗ, вара улталаннӑ ҫеҫенхир каллех хӑйӗн утӑ уйӑхӗнчи юлхавлӑ кичем тумтирӗпе витӗнчӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Анчах кӗтӳҫӗсем кедр йывӑҫҫисенчен те яштакрах, вӗсен арӑмӗсем пальмӑсенчен те яштакрах, вӗсен пурнӑҫӗ ҫак юлхавлӑ ачашлӑхра пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр иртсе пырать, пурӗ те пӗр ӗҫ кӑна вӗсен, вӑл — юрату, вӗсен кашни кунӗ ачашланса, юрату ҫинчен юрласа иртет.
1 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ тайӑлса илнӗ факелсен ҫутинче вӑрӑм офицер хам енне юлхавлӑ куҫ хӗссе тинкернине куртӑм.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1