Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хуҫа вӗсем ҫӳренипе кӑмӑлсӑр пулнине сиссе, Ленгник хваттерне улӑштарас пирки юлташӗсемпе икӗ хут сӑмах тапратнӑ.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ленька хӑйӗн юлташӗсемпе пӗрле шкула ҫӳренӗ сукмак тӑрӑх тӑшмана вӗлернӗ вырӑс салтакӗн ӳтне йӑтса пыраҫҫӗ.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Юлташӗсемпе тавлашрӗ пулин те, Ленька хӑй ӑшӗнче вӗсем тӗрӗс каланине лайӑх ӑнланчӗ.Ленька хотя и спорил с товарищами, но в глубине души сознавал, что они правы.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тарас курчӗ: козаксен речӗсем салхулланчӗҫ, паттӑр ҫынсене пуҫа усни килӗшмест пулин те, козаксем пӗчӗккӗнех тунсӑхлама пуҫларӗҫ; анчах вӑл шарламарӗ: вӑл кӗтме шутларӗ, юлташӗсемпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑн тунсӑхласа та пӑхчӑр, терӗ; ҫав вӑхӑтрах вӑл шӑплӑхра вӗсене пурне те сасартӑк козакла кӑшкӑрса хускатма хатӗрленчӗ, ытти халӑхсемпе танлаштарсан пӗчӗк ҫырмасем ҫумӗнчи тинӗс пулса тӑракан славян халӑхӗ, паттӑр та сарлака кӑмӑллӑ халӑх, мӗнле ҫӗкленсе кайма пултарнине пӗлсе, вӗсене чунпа унчченхинчен те ытларах хастарлатас терӗ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хатӗрленсе ҫитсен, вӗсем малтан лавсене кӑларса ячӗҫ, хӑйсем, юлташӗсемпе тепӗр хут сывпуллашса, шӑппӑн кӑна лавсем хыҫҫӑн утрӗҫ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ленька тӳссе тӑраймарӗ, юлташӗсемпе пӗрлешрӗ.
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Час-часах вӗсем куреньри ытти юлташӗсемпе пӗрле, тепӗр чухне пӗтӗм куреньпе тата кӳршӗллӗ куреньсемпе, ҫеҫенхире, унти шутсӑр йышлӑ вӗҫӗн-кайӑксене, пӑлансемпе качакасене пеме туха-туха кӗреҫҫӗ е шӑпапа кашни курене валеҫсе панӑ кӳлӗсем, юханшывсемпе ҫырма кукӑрӗсем патне кайса тетелсем ярса тата сӗрекепе сӗрсе хӑйсен пӗтӗм курение тӑрантарма темӗн чул пула йӑтаҫҫӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл хӑйӗн иртнӗ пурӑнӑҫӗ ҫине сурнӑ ҫеҫ темелле, вара урӑх нимӗн ҫинчен шутламасӑр юлташӗсемпе ирӗклӗхре пурӑнма тытӑннӑ, хӑйӗнни пекех ун юлташӗсен ҫӳлти ирӗк тӳпесӗр тата чунри яланхи савӑнӑҫсӑр пуҫне тӑвансем те, нимле кӗтес те, ҫемье те пулман.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл юратупа кӑшт ҫеҫ, ҫамрӑк вӑй вылянӑ чухне ҫеҫ, ҫамрӑк вӑй хӑват вӗресе тӑнӑ чухне ҫеҫ пурӑнса юлнӑ, унтан хӑйне илӗртнӗ ҫиллес ҫын ӑна пӑрахса алла хӗҫ тытнӑ, вӑхӑта юлташӗсемпе те ӗҫкӗ-ҫикӗре ирттерме тытӑннӑ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл козаксем ахаль пурӑнӑҫпа пурӑннине юратнӑ, ҫавӑнпа та хӑйӗн Варшава еннелле туртакан юлташӗсемпе вӑрҫса-харкашса пӗтнӗ, Тарас вӗсене Польша панӗсен тарҫисем тесе вӑрҫнӑ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Шлюпка карапран уйрӑлса ҫыран хӗрринелле кайрӗ, хӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ ҫын хӑйӗн юлташӗсемпе пӗрле каютӑна ӑнчӗ.
ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Андрей юлташӗсемпе пуринчен инҫерех кайнӑ.
Пӑр ҫинче // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
Тепӗр икӗ-виҫӗ минутранах вӑл хӑйӗн юлташӗсемпе вӗҫсе ҫитрӗ.
Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Пицци, лайӑх ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн, шыва сикрӗ те унта хӑйӗн юлташӗсемпе — Леопа тата Васькӑпа выляма пуҫларӗ.
Пицци-водолаз // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Карпатран таврӑннӑ хыҫҫӑн пирӗн кашни боецах пӗтӗм хӗҫпӑшалӗпе пӗтӗм снаряженийӗпе юлташӗсемпе ларса сӑн ӳкерттересшӗн ҫунать.Каждый запечатлеть себя на фотоснимке в полном боевом снаряжении после возвращения с Карпат.
Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Коротченко юлташ та, шинель аркисене пилӗк пиҫиххи хушшине ҫавӑрса чиксе, хӑй юлташӗсемпе пӗрле ҫак васкавлӑ та хӗрӳллӗ ӗҫе хутшӑнчӗ.
Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Чӑннипе каласан, вӗсем халӗ те ҫав ӗҫех, пайтах чухне ӗлӗкхи юлташӗсемпе пӗрлех, малалла туса пыраҫҫӗ, хӑйсен ӗлӗкхи опытне хальхи условисенче пурӑнӑҫлаҫҫӗ.
Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӑл кӑштах шухӑшласа тӑчӗ те, хӑйӗн юлташӗсемпе калаҫса пӑхнӑ хыҫҫӑн, ман шухӑшпа килӗшрӗ.
Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Шкулта испытанисем пӗтнӗ хыҫҫӑнах вӑл хӑйпе пӗрле вӗренекен юлташӗсемпе фронта хӑвӑртрах пулӑшас тесе вӗсем мӗнле ӗҫ тӑвасси ҫинчен канашланӑ.
Бомбӑсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Акӑ вӑл, сӑрӑпа та ҫилӗмпе вараланса пӗтнӗскер, юлташӗсемпе пӗрле хӑй тӗллӗн ҫӳрекен танкӑн тата «чӑн-чӑн» самолётӑн модельне тӑвать.Вот, весь в краске и клее, строит с товарищами модель самоходного танка и «настоящего» самолёта.
Тӑван ҫӗршыв // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.