Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташӗсемпе (тĕпĕ: юлташ) more information about the word form can be found here.
Ахтупай юлташӗсемпе калаҫса татӑлчӗ ӗнтӗ: Ятламаспа Северьян Ахтупая кӗтмеҫҫӗ, лашаллӑ ҫынсемпе ермешсе ҫула тухаҫҫӗ.

Help to translate

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑ вӗҫӗмсӗр хӑй юлташӗсемпе ҫапӑҫрӗ:

Help to translate

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

1972 ҫулхи апрелӗн ҫуррисенче хайхискер Тавӑт ферминче пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑм патне кӑнтӑрлахи апата кайсан Геннадий Ильич юлташӗсемпе пӗрле ҫитсе кӗрет те, нимӗн ӑнлантармасӑрах йӑтса тухса илсе каяҫҫӗ хӗр упраҫа.

Help to translate

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Нумайччен кӗтрӗҫ вӗсем ытти юлташӗсемпе пӗрле ратник шӑрттан патне пырасса.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паян Аспарӑн Пӳлер хулинчи юлташӗсемпе курса калаҫмаллаччӗ.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫав кун Эльгеев, юлташӗсемпе пӗрле пуҫтарӑнса, ресторана каясшӑнччӗ, анчах арӑмӗ никама та ҫывӑх пӗлменнипе килӗшмерӗ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ывӑннӑ хыҫҫӑн Эльгеев Шупашкара таврӑнмастчӗ те, юлташӗсемпе пӗрле сайхахсенчех ҫӗр каҫатчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ун пирки вӑл юлташӗсемпе калаҫса пӑхрӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӗпӗрьян куккӑшне хӑйӗн юлташӗсемпе паллаштарчӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӑтӑкне старик хӑй юлташӗсемпе чавса хатӗрлеме килӗшрӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тепле васкарӗ пулсан та, Эльгеев виҫе куна яхӑн ирттерчӗ Самартан килнӗренпе: юлташӗсемпе тӗл пулса калаҫмасӑр, консерваторне кайса пӑхмасӑр тухса каяс килмерӗ яла.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аппӑшӗн хура кӗрӗкӗ, пиччӗшӗн мулаххайӗ питӗ килӗшрӗ Павлуша: выльӑхсем патне тухма та, юлташӗсемпе тӗл пулма хурал пӳртне кайма та, хӗрсем патне улаха ҫӳреме те кӑмӑллӑ ҫакӑн пек.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соньӑна Воскресенски чиркӗвне илсе пынӑ ҫӗре Миша хӑйӗн юлташӗсемпе ӑна кӗтсе тӑнӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Акӑ паян та, Елюк иртенпех хӑйӗн юлташӗсемпе хуйхӑрса ҫӳрет: ыран ҫураҫма пыраҫҫӗ — ӑна пуян Паймук ывӑлне — Микихвере — качча парасшӑн.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев шкула пама шутламан ачине, вӑл хӑй ирӗкӗпе — юлташӗсемпе пӗрле кайнӑ пулнӑ иккен.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче, вун ҫиччӗ тултарсан, юлташӗсемпе пӗрле фронта тухса кайнӑ.

Help to translate

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Вӑл — пулас тӑк — малтан сухалне хыттӑн турткалать, унтан унӑн юлташӗсемпе канашлама каймалли пирки калать.

Он будет крепко скрести бороду, потом скажет, что ему надо пойти посоветоваться с приятелями.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫав ҫӗрех, хӑйне хупса лартнӑ пӳрт чӳречинчен тухса, пӗр лашине илсе, хӑйӗн тӑватӑ ҫывӑх юлташӗсемпе пӗрле Федя малтанхи ҫемҫе юр ҫинченех фронт урлӑ каҫса кӑнтӑралла тарнӑ.

И в ту же ночь, выбравшись через окно из хаты, В которой он сидел, захватив коня и четырех закадычных товарищей, ускакал Федя по первому пушистому снегу куда-то через фронт на юг.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Енчен те юлташӗсемпе пӗрле снаряд сирпӗннипе ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ тӑк?

А если вместе с товарищами погиб от взрыва снаряда?

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Юлташӗсемпе хӗрарӑмсем ӑна турӑ вырӑнне хурса хаклаҫҫӗ.

Сподвижники и женщины боготворили его.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed