Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нонна юлашки вӑхӑтра ӑна «анне» теме пуҫларӗ, унтан пӗр утӑм та юлми пулчӗ.
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Юлашки кунсенче ҫеҫ хӑнӑха пуҫларӗ, ыттисенчен питех юлми пулчӗ.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӑмакара пӗр хаҫат юлми ҫунтарчӗҫ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Хӗрӗ ашшӗнчен пӗр утас юлми, уйрӑласса чунӗ сиснӗ тейӗн, ҫӳрерӗ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Вӗсем ҫинчен сӑмах ҫапла: Пӗр тӗп юлми кӑкламалла!
Пур-ха вӗсем… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 16 с.
Унтан пӗтӗмпех, пӗр пӗрчӗ юлми районти элеватора леҫме хушрӗ, вӑрлӑхӑн пӗр пайне те тиесе тухрӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Ҫук, ӑна тӑшмансем ҫакса вӗлернӗ, ялне ним юлми ҫунтарса янӑ.
Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ҫавал шывӗ Атӑла кӗрекен ҫӗрте патша салтакӗсем пӗр пысӑк чӑваш ялне ним юлми ҫунтарса янӑччӗ.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑншӑн эпир тӑшмансене пурне те ним юлми тураса тӑкрӑмӑр…
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Патька патшашӑн пӗр тӑшман юлми ҫапӑҫасшӑнччӗ.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӗр ҫын юлми касса тӑкрӗҫ вӗсем ҫавӑн чухне драгунсене.
Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ҫамрӑк ҫыннӑм, ун чухне Совет Союзӗнче пӗр ҫын юлми шута илсен те 170 миллионран иртеймен.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Мала, кӗпине хывса, Павӑл тӑчӗ, унран юлми — Лена.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Халиччен Миколӑпа ҫыхӑннӑ хаваслӑ кунсен илемне те Сима асӗнчен ним юлми шӑлса кӑларчӗ Авдей.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Вӑйлӑн сарӑлса кайнӑ вут-ҫулӑм темиҫе сехет хушшинчех пӗр-пӗр улпутӑн ҫурт-йӗрӗсене, пурлӑхӗсене, кӗлетсенчи тыррисене ним юлми шӑлса каять.Случалось, что языкатое пламя в несколько часов уничтожало помещичью усадьбу, амбар.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Эсир кӗлетрен пӗр пӗрчӗ юлми шӑлса тухма пултараймастӑр.
Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Крепость ҫине тупӑран персе тӑнӑ хушӑра Кӗркке ялан турра кӗл турӗ: пулӑш вырӑссене хӑвӑн хӑватупа, ҫӳлти турӑ, ним юлми аркатса тӑкчӑр вӗсем Ар-Сӗнтӗр крепоҫне, ханӗ те, Мамич-Бердейӗ те, Усеин-Сеичӗ те чул купи айне пулччӑр, мана та ан хӗрхен, эп те ҫак тамӑкран чӗррӗн тухам мар терӗ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ним юлми ҫаратӑр та ҫуртне-мӗнне ҫунтарса ярӑр.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Воеводӑна хураллакан казаксене пӗр ҫын юлми вакласа тӑкрӗҫ.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫавӑрса илсе пӗр ҫын юлми пӗтерсе тӑкӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл, хӑйӗн ҫыннисем вырӑссене ним хӑрамасӑр тапӑннипе хӗпӗртесе ӳкнӗскер.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.