Шырав
Шырав ĕçĕ:
35. Акӑ ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Акӑ ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӗнӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа тултармаҫҫӗ; апла хутаҫӗ ҫурӑлать те, эрехӗ те юхса тухать, хутаҫӗ те сая каять; ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултараҫҫӗ, вара иккӗшӗ те упранса юлать, тенӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ӗнтӗ вӗтлӗх пусса илнӗ, ҫулӗсене йӗплӗ тӗм сӑрнӑ хир пек: ун урлӑ ҫын иртеймест, ӑна пӑрахса каяҫҫӗ те — унӑн ҫунса каясси ҫеҫ юлать, тет Ҫӳлхуҫа.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӗнче ӗнтӗ хӑйӗн ҫамрӑклӑхне ҫухатрӗ, вӑхӑт ватӑлӑхалла ҫывӑхарса пырать: 11. тӗнче ӗмӗрӗ вуникӗ пая пайланнӑ — унӑн тӑхӑр пайӗпе вуннӑмӗш пайӗн ҫурри иртсе кайнӑ ӗнтӗ, 12. апла икӗ пай ҫурӑ ҫеҫ юлать.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл тинӗсе хушать те — тинӗс типет, ҫырмасем те пурте типсе-ҫунса выртаҫҫӗ; Васанпа Кармил ҫаралса ҫулҫӑ тӑкать, Ливан тӗсрен шупкалса юлать.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сӑваплӑ лаптӑка хирӗҫ выртакан ҫӗртен тухӑҫ еннелле вунӑ пин, анӑҫ еннелле вунӑ пин юлать, ҫак ҫӗрӗн, сӑваплӑ лаптӑка хирӗҫ выртаканскерӗн, ҫимӗҫӗ хулара ӗҫлекенсене апат-ҫимӗҫ валли пулмалла.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те камӑн та пулин ывӑл ҫуралсассӑн, ҫавӑ ашшӗ тӑвакан пӗтӗм ҫылӑха курса та ун пек тумасассӑн: 15. тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлемест пулсан, 16. ҫынна хӗсӗрлемест пулсан, салук илмест, вӑйпа туртса илмест пулсан, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан, 17. аллине мӗскӗне кӳрентересрен чарать пулсан, услам илмест, ытлашши илмест пулсан, Манӑн йӗркемсене туса тӑрать пулсан, Манӑн ӳкӗтӗмсем тӑрӑх пурӑнать пулсан, ҫав ҫын ашшӗ ирсӗрлӗхӗшӗн вилмест; вӑл чӗрӗ юлать.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Дамаскпа мӗн пуласси ҫинчен пророкла калани. — Акӑ Дамаска хуласен шутӗнчен кӑлараҫҫӗ, вӑл ишӗлчӗк купи пулса юлать.1. Пророчество о Дамаске. - Вот, Дамаск исключается из числа городов и будет грудою развалин.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ача-пӑча урлӑ ӗмӗрлӗхе ят юлать, хула туса лартни ӗмӗрлӗх ят хӑварать, пур тӗлӗшпе те тӗрӗс арӑм вара вӗсенчен иккӗшӗнчен те ирттерет.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Алласассӑн ала тӗпне ҫӳп-ҫап тӑрса юлать; ҫавӑн пекех ҫыннӑн шухӑшлавӗнчен те киревсӗрлӗхӗ курӑнать.4. При трясении решета остается сор: так нечистота человека - при рассуждении его.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑшӗ ҫитмен пурӑнӑҫ пирки ҫылӑхран ҫӑлӑнса юлать, лӑпкӑ пурӑннине пула вӑл ӳкӗнсе асапланмӗ.21. Иной удерживается от греха скудостью, и в этом воздержании он не будет сокрушаться.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫакӑ пӗтӗмпе ӗмӗлке пек, хӑвӑрт сӳнекен сас-хура пек ҫухалчӗ. 10. Хумханакан шыв ҫийӗн карап иртсе кайсассӑн, ӗнтӗ хумсем хушшинче унӑн йӗрне те, унӑн тӗпӗ хӑварнӑ ҫула та тупаймӑн; 11. сывлӑшра вӗҫсе иртекен кайӑк хыҫҫӑн та унӑн ҫулӗн нимӗнле палли те юлмасть, кайӑкӗ хӑвӑрт вӗҫсе пынӑран ҫуначӗ сывлӑша ҫурса пырать, сывлӑшӗ варкӑшса юлать, кайӑкӗ вӗҫсе иртрӗ — сывлӑшра пӗр паллӑ та юлмарӗ; 12. е тата — тӗллесе янӑ ҫӗмрен те ҫавӑн пекех: вӑл ҫурса иртекен сывлӑш ҫийӗнчех каялла пӗрлешет те — ҫӗмрен ӑҫтан вӗҫсе иртнине те пӗлейместӗн; 13. ҫавӑн пекех эпир те ҫуралнӑ та — вилнӗ, ырӑ ӗҫӗн пӗр паллине те кӑтартаймарӑмӑр, хамӑрӑн усаллӑхпах хӑрӑнтӑмӑр» тейӗҫ.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хӑйне хӑй шанакан — ӑссӑр ҫын; ӑстӑн ҫулӗпе ҫӳрекен — чӗрӗ юлать.26. Кто надеется на себя, тот глуп; а кто ходит в мудрости, тот будет цел.
Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам хӑйӗн пурлӑхне ӳстересшӗн кӗлмӗҫе кӳрентерет, кам тата пуян ҫынна парать — ҫавӑ чухӑна юлать.16. Кто обижает бедного, чтобы умножить свое богатство, и кто дает богатому, тот обеднеет.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ырӑ ҫын мӑнукӗсем валли те еткер хӑварать, ҫылӑхлин пуянлӑхӗ тӳрӗ ҫын валли сыхланса юлать.23. Добрый оставляет наследство и внукам, а богатство грешника сберегается для праведного.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӑс паракан ҫук чухне халӑх тӑкӑнать, канаш паракан ҫителӗклӗ чухне вӑл ҫӑлӑнса юлать.14. При недостатке попечения падает народ, а при многих советниках благоденствует.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсир ҫул ҫӳрекенсенчен ыйтман-им, вӗсем мӗн асӑрханине пӗлместӗр-им: 30. пӗтес кунхине усал ҫын хӑтӑлса юлать, Турӑ ҫилли унӑн айккинчен иртсе каять.
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫапла пулса юлать йӗркесӗр ҫыннӑн килӗ, Турра пӗлменнисен вырӑнӗ ҫапла пулса юлать.21. Таковы жилища беззаконного, и таково место того, кто не знает Бога.
Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кӳлӗ шывсӑр тӑрса юлать, шывӗ чакнипе ҫырма та типсе ларать; 12. этем те — ҫавӑн пекех: выртӗ те — урӑх тӑмӗ те; хӑйӗн ыйхинчен вӑл тӳпе пӗтмесӗр те вӑранмӗ.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.