Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Эхер те ӑна чӗрӗ хӑварсан, пирӗн ҫинчен чи малтан вӑл кайса каласа парать.«Ежели, говорит, мы его в живых оставим, так он первый на нас доказчик.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
«Эхер те ҫакна ҫӗртен те, пӗлӗтрен те илмен нӳрӗкпе тултарайсан, ку кубок санӑн пулӗ», — тесе, патшана пӗлтерме хистесе янӑ вӑл.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
«Эхер те эсӗ мана ҫаксенчен хӑшӗ хӗрарӑм та хӑшӗ арҫын иккенне каласан, — тенӗ Балкис, — эпӗ сана ӑсчах ятне панӑ пулӑттӑм».
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Эхер те эпир пурте пӗр каварлӑ пулса шӑп та шай халь пӗр харӑс ҫӗкленсен, ҫуркунне ҫитнӗ ҫӗре, урӑх патшалӑхсем пулӑшнипе, Дон тасалса та ҫитет.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Эхер те эпӗ унашкал пурӑнма килӗшмесен?
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫаксем пурте куҫа курӑнми сасӑпа, туртӑнса таракан хулӑн хӗлӗх сассипе хутшӑнса каяҫҫӗ, эхер те ҫак шӑв-шава ҫын сасси кӗрсе каяс пулсан, вӑл хӑра-хӑра пӑшӑлтатса калаҫнӑ пек кӑна илтӗнӗччӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Акӑ, Тараспа Стенька, эхер те вӗсене юнашар тӑратсан…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эхер, камӑн шӑлӗ ыратать пулсан, ун патне килне пырать, сиплесе парать.Ежели, у которого человека заболит зуб, то и идут к нему, помогает…
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
— Акӑ, куратӑр-и ӗнтӗ: эпӗ те ҫакна ӗненетӗп, — хушса хучӗ Ольга: — Эхер те ку ҫавӑн пек мар пулсан, эпӗ, тен, сире юратма пӑрахӑп; тен, йӑнӑша пула манӑн чӗре ыратӗ, тен, эпир уйрӑлатпӑр!..
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эхер те йӑнӑшмасан, хам йӑнӑшнипе чӑнах та макӑрмалла пулсан, ҫакӑншӑн айӑплӑ маррине, иҫмасса, эпӗ ҫакӑнта туятӑп (вӑл аллаппине чӗри тӗлне тытрӗ): апла пулсан, шӑпам апла тӑвасшӑн пулман, турӑ паман.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Манӑн чи малтанах сире хытарса каламалла пулнӑ: «Эсир йӑнӑшрӑр, сирӗн умра — эсир кӗтсе тата ӗмӗтленсе пурӑннӑ ҫын мар. Тӑхтӑр-ха, вӑл сирӗн умӑра тухса тӑрӗ, эсир вара ун чухне тӑна кӗрӗр; хӑвӑр тунӑ йӑнӑш сире тарӑхтарӗ те, ҫилентерӗ те; ҫак тарӑхупа ҫилӗ ман чӗрене ыраттарӗ», — акӑ мӗн каламалла пулнӑ манӑн, эхер те эпӗ ачаранпах ӑс-пуҫӑмпа малтине курса тӑма пултарнӑ, чунӑмпа хӑюллӑрах, юлашкинчен тата, тӳрӗ кӑмӑллӑрах пулнӑ пулсан…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсир вара лӑпкӑ, пӗр пек; эхер те талӑк, икӗ талӑк иртсен тата сиртен «юрататӑп…» тенӗ сӑмаха илтмесен, кунта вара шиклӗх пуҫланать…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эхер те вӑл Обломовӑн чӗринчи пытанса юлнӑ ӗлӗкхи йӗрсене: кӑштах ывӑннипе, кӑштах палӑракан ыйхӑлӑха асӑрхасан, — Ольга унӑн чунне шалтанах курма пӗлет, — вал ӑна ӳпкелешет, сайра хутра ҫак ӳпкевре ӳкӗнни те, хӑй йӑнӑш тӑвасран хӑрани те хутшӑнса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пӗлетӗр-и мӗн, — хӑвӑрттӑн малалла калаҫрӗ вӑл, — эхер те эсир виҫӗмкун эпӗ юрланӑ хыҫҫӑн мана хӑвӑрӑн ҫав «ах!» тенӗ сӑмахӑра каламан пулсан, эпӗ ҫӗрле ҫывӑрайман пулӑттӑм, тен, макӑрнӑ та пулаттӑм.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эхер те эсӗ ҫакӑн хыҫҫӑн та ҫакӑнта Тарантьевсемпе те Алексеевсемпе ларсан, пачах пӑчланатӑн, хӑвӑншӑн ху та йывӑрланса ҫитетӗн.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эхер те вӑл вилсен, мана ун вырӑнне хурӗҫ, ҫӳлерех хӑпартӗҫ, тен, ку телей урӑххине те лекме пултарӗ.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эхер мана ҫакӑнта хамӑн пионерсем курнӑ пулсан!..
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эхер те пирӗн состав тапранчӗ пулсассӑн?..
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эхер те Мускава кӗрсе кайсан?
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эхер те кунта Ромка пулсан, вӑл тӗртсе хуратчех ӗнтӗ: «Кирлех-ши слонсем социализм тапхӑрӗнче?» — тейӗччӗ.Если бы тут был Ромка, он, конечно, непременно сострил бы: «Нужны ли слоны при социализме?»
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950