Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

этемӗн (тĕпĕ: этем) more information about the word form can be found here.
Пирӗн искусствӑн чи лайӑх произведенийӗсенче Этемӗн мӑнаҫлӑ ячӗ татах та чаплӑн ӳсет, ҫав Этемӗн аслӑлӑхӗпе илемне, унӑн ӑс-тӑнӗпе аллисен иксӗлми вӑйне ҫирӗп шанса тӑни хӑватлӑн янӑрать.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Социализмлӑ реализмӑн литературипе искусствинчи гуманизм — буржуаллӑ культурӑ этемӗн рольне пӗчӗклетнине, ҫынна пӗтерсе хума сӗкӗннине пачах хирӗҫле гуманизм.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Батарейкӑри ртуть этемӗн пуҫ мимине, нерв тытӑмне сиенлет.

Help to translate

Пӗлсе тӑма // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %bc%d0%b0/

Вӗсене этемӗн ҫутӑ ӑс-хакӑлӗ те хӑпартнӑ.

Help to translate

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫавӑнпа калатпӑр та ӗнтӗ этемӗн пур енлӗ аталанса пымалла тесе.

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кирек хӑш этемӗн ӑс-тӑнӗ те вӗҫсӗр-хӗрсӗр анлӑ, виҫесӗр тарӑн.

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ӗҫкӗрен хӳтӗлекен пӗртен пӗр вӑй вӑл — этемӗн пуян чун-чӗри, — шӑпланса ларсан-ларсан хуша-хуша хурать Лашманов.

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Пӑхма хӑй сулхӑн ҫын пек те, анчах чӗри ытла та сисӗмлӗ пулас ку этемӗн», тесе шутларӑм эпӗ.

Help to translate

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӗклемӗ ытла та йывӑр пулас ку этемӗн: вӑл чикеленсе каяс пек ӳпӗннӗ — пичӗ те курӑнмасть.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн этемӗн ырӑ енӗсене кӑшлать.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чӑнах та, ҫыннӑн ури вырӑнне алӑ, куҫӗ вырӑнне хӑлха, хӑлхи вырӑнне сӑмса лартсан, этемӗн кӗлетки пӑсӑлса каять; ун пек ҫынна урама кӑларса ярсан, ӑна курма ҫӗршер кара ҫӑвар пухӑннӑ пулӗччӗ…

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Хӑш-пӗр реакцилле писательсем, этемӗн пурнӑҫри, обществӑри ролӗ пирки киревсӗр шухӑш сарса, пурнӑҫшӑн этем — лӑкӑр-лакӑр ҫеҫ, вӑл ним те тума пултарайман чӗрчун, тесе сӳпӗлтетнӗ пулсан, Иванов, материалистла философин хӑш-пӗр идейисене ӑнланса илнӗскер, урӑхла шухӑшланӑ: эпир пурӑнакан тӗнчере чи вӑйли этем, тенӗ.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Кашни этемӗн тӗрлӗрен тӑшман пулать.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни этемӗн пуласлӑхӗ — вӗҫӗ-хӗррисӗр.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫӗнӗ вутпа пӗрле этемӗн ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫламалла.

Help to translate

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Этемӗн пурӑнмалла та пурӑнмаллаччӗ…

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Выльӑх пек пурӑниччен этемӗн ҫӗре кӗни пахарах…

Help to translate

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑйлӑ этемӗн янахӗ ҫапла пулать, теҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Психотерапевтсем иртнинче ытларах ыррине ҫеҫ аса илме сӗнеҫҫӗ — ырӑ аса илӳсем этемӗн нерв системине йӗркене кӗртме, тӗреклетме, пӗтӗмӗшле сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ-мӗн.

Help to translate

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Чӑнах та, ҫутҫанталӑк панӑ ырлӑх-пурлӑха упрасси, унпа перекетлӗ усӑ курасси кашни этемӗн таса тивӗҫӗ мар-и вара?

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed