Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир, вӗсен мӗскӗн тӑхӑмӗсем, ҫӗр ҫинче нимӗнле шанчӑксӑр та мӑнаҫлӑхсӑр ҫапкаланса ҫӳрекенскерсем, ыррине те, усаллине те пӗлейменскерсем, ҫынна ырӑ кӳрес тесе е хамӑра та пулин телей кӑтартас тесе, хамӑр хӑҫан та пулин пур пӗрех вилессине пӗлсе сехӗрленсе тӑнинчен урӑх нимӗнле пысӑк ҫухату тума та пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен кӗтнӗ телей пулма пултарайманнине пӗлетпӗр эпир; ҫавӑнпа та хамӑр ватӑ асаттесем пӗр пӑтрашуран тепӗр пӑтрашӑва кӗнӗ пекех, эпир те иккӗленӳрен иккӗленӗве нимӗн хавхаланусӑр кӗретпӗр, вӗсен пекех, шанчӑкӑмӑр та ҫук пирӗн, тата кашни чунах этемпе е ӑраскалпа кӗрешнӗ чухне тӗл пулакан хӑватлӑ туйӑмсем те тупни ҫук пирӗн…
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗр самант вӗсем — этемпе тискерленсе кайнӑ йытӑ — иккӗшӗ пӗр-пӗрин ҫине шӑтарасла пӑхрӗҫ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
21. Ҫавӑнпа ӗнтӗ этемпе никам та ан мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн пурте сирӗн: 22. Павел-и, Аполлос-и, Кифа-и, тӗнче-и, пурӑнӑҫ-и, вилӗм-и, хальхи-и, малашнехи-и — пурте сирӗн; 23. эсир вара — Христосӑн, Христос — Туррӑн.
1 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Чӑнах та, Туррӑн этемпе пӗрле ҫӗр ҫинче пурӑнмалла-и?
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Сӗмлӗхрен сасӑ илтсессӗн, ту вут-ҫулӑмпа ҫунса тӑнӑ вӑхӑтра эсир, сирӗн мӗнпур ӑру пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннӑрсем, ман патӑма пырса тӑтӑр та 24. ҫапла каларӑр: акӑ Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пире Хӑйӗн мухтавлӑхне, Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартрӗ, эпир Унӑн сассине вут-ҫулӑм ӑшӗнчен илтрӗмӗр; паян эпир Турӑ этемпе калаҫнине, этемми вара чӗрех юлнине куртӑмӑр; 25. ӗнтӗ пирӗн мӗншӗн вилмелле-ха? пире ҫак аслӑ вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ; Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, сассине татах илтес пулсассӑн, эпир вилетпӗр, 26. вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫакан чӗрӗ Турӑ сассине пирӗн пек илтсе те чӗрӗ юлнӑ чун пур-ши вара? 27. эсӗ кай та Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, [хӑвна] мӗн каланине пӗтӗмпех итле, Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, хӑвна мӗн каланине пӗтӗмпех пире каласа тӑр, эпир итлӗпӗр, мӗн илтнине тӑвӑпӑр, терӗр.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.