Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Клеопатра — эллинсен сӑмахӗ, калама кирлӗ ӗнтӗ — грексен ячӗ.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
12. Вӗсенчен нумайӑшӗ ӗненнӗ, вӗсем хушшинче эллинсен ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмӗсем те, арҫыннисем те чылаях пулнӑ.12. И многие из них уверовали, и из Еллинских почетных женщин и из мужчин немало.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кӳршӗллӗ эллин хулисенче те ҫавӑн пекех тума хушнӑ, Птоломей вӗскӗртнипе вӗсен те иудейсене хирӗҫ пулмалла, вӗсене йӗрӗх кӗлеткисене чӳк парни кӳртерсе тӑмалла пулнӑ, 9. эллинсен йӑлисене йышӑнма килӗшменнисене вара вӗлернӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫамрӑксен ӳт-пӗвне аталантармалли шкулне вӑл юриех керем айне туса лартнӑ, чи лайӑх яш ачасене эллинсен шлепкипе ҫӳреттернӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патша ҫакӑнпа килӗшсессӗн, Иасон ҫапла ирӗк илсессӗн, вӑл ҫийӗнчех хӑйӗн йӑхташӗсене эллинсен йӑли-йӗрки майлӑ ҫавӑрма тытӑннӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла кала-кала панине илтсессӗн, Иуда ӗнтӗ Евполема — Аккос ывӑлӗн Иоанӑн ывӑлне — тата Елеазар ывӑлне Иасона суйласа илнӗ те вӗсене Рим халӑхӗпе туслӑ, татуллӑ пурӑнма килӗшӳ тума кӑларса янӑ, 18. «эпир эллинсен патшалӑхӗ Израиль халӑхне чуралантарасшӑн пулнине куратпӑр, пире вӗсен пусмӑрне лекме ан парӑр» тесе калама хушнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Антиох патша, тури ҫӗрсем урлӑ иртсе пынӑ май, Персире пуянлӑхӗпе, ылтӑн-кӗмӗлӗпе чапа тухнӑ Елимаис хули пурри ҫинчен илтнӗ, 2. хулинче ҫавӑнти суя туррӑн ҫурчӗ те пур иккен, ҫурчӗ питӗ пуян-мӗн, унта ылтӑн ҫивиттисем, тимӗр тумтир, кӑрал пур иккен, ҫакна Александр — Филипп ывӑлӗ, Македони патши, эллинсен чи малтанхи патши — хӑварнӑ-мӗн.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир тавӑрнине Эпӗ кӗҫех тата ҫӑмӑллӑнах хӑвӑр пуҫӑр ҫине ҫавӑрӑп, 5. мӗншӗн тесен эсир Манӑн кӗмӗлӗме, Манӑн ылтӑнӑма илтӗр, Манӑн чи лайӑх хаклӑ япаламсене хӑвӑр туррӑрсен кӗлеткин ҫурчӗсене кӗртсе хутӑр; 6. Иуда ывӑлӗсемпе Иерусалим ывӑлӗсене, вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен кӑларса ярас тесе, эллинсен ывӑлӗсене сутрӑр.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1