Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуҫ кӑшӑлӗ калама ҫук элккем те хитре пулса тухрӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗрарӑмӑнни пек элккем куҫлӑ поручик, хӗрлӗ пашлӑк кӗптеннӗскер, пуҫне аллисемпе тытса чупса кайрӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Григорий куҫне хупать, ал тупанӗсене тикӗс мар ҫӗрӗн кӑтрашка пичӗ ҫине саркаласа хурать; унтан вӑрахчен, куҫне кӑлт та сиктермесӗр, кӑвак ҫунатлӑ элккем лӗпӗш пек пӗр тӗлте вӗҫсе тӑракан Ҫурҫӗр ҫӑлтӑрӗ хуҫӑк хыр хыҫӗнчи тӗпсӗр тӳпере сивлеккӗн чӗтренни ҫине пӑхать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— «Эсӗ — элккем сенкер чечек пек!..» — тет.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хуҫкаланчӑк ҫиҫӗм йӑлтӑркки пек касса татрӗ унӑн шухӑшне кӗске асаилӳ: вӑрман, капӑр кӗмӗл кутлӑх тӑхӑнтартнӑ пек шурӑ та элккем тумлӑ йывӑҫсен вуллисем; Аксинйӑн мамӑк тутӑр айӗнчи хӗрӳллӗ йӑлтӑртатса тӑракан нӳрӗ хура куҫӗсем…
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫакӑнтан ӗрчесе кайнӑ та хуторта курпунтарах сӑмсаллӑ, темле хӑйне май элккем те илемлӗ казаксем, Мелеховсем, тӑрӑхланӑ ячӗпе каласан — турккӑсем.Отсюда и повелись в хуторе горбоносые, диковато-красивые казаки Мелеховы, а по-уличному — Турки.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1