Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйсен «пиҫсе тухнӑ кукӑлӗсене» — кондицие лартнӑ сочиненийӗсене — пире парса хӑварса, экзамен тытакансем перин хыҫҫӑн тепри класран тухса кайрӗҫ, анчах эпир, экзамен тыттаракансем, Бодров Аркадие ҫаплах экзамена кӗтсе илеймерӗмӗр.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Хӑм пысӑкланнипе тата «comme il faut» пулнипе хытӑ савӑннӑран, эпӗ хӗл каҫичченех тӗтре ӑшӗнчи пек ҫӳрерӗм, ҫавӑнпа: экзамена епле парӑп? текен ыйту пуҫа пырса кӗрес пулсан та, хама юлташӑмсемпе танлаштарса, ҫапла шухӑшларӑм: «Вӗсен те экзамен тытмалла-ҫке, вӗсенчен ытларахӑшӗ пачах «comme il faut» мар, эппин эпӗ ыттисенчен лайӑх енпе уйрӑлса тӑратӑп, ҫавӑнпа экзамен тытма та пултарӑп».
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫутӑ костюм тӑхӑннӑ ҫын манӑн экзамена кӗме ирӗк паракан документа малтан чӗнмесӗр пӑхрӗ те унтан тӑруках: «Итле-ха, эсӗ кунта йӑнӑшпа килнӗ. Пӑх-ха документна тимлӗрех. Унта экзамен ӑҫта пулни паллӑ. Адресне те кӑтартнӑ. Ак ҫак вырӑнта ҫырнӑ, куратӑн-и?» — тет тӗллесе кӑтартса.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Сӑнавлӑ акцие хутшӑнакансем экзаменӑн пур процедури урлӑ та тухаҫҫӗ: регистраци, экзамен умӗнхи тӗрӗслев, бланксем тултарасси, заданисем шутласси.
Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/
Мероприятие хутшӑннисем ППЭ регистрацийӗ мӗнле иртнине тата аудиторисенче хутшӑнакансене лартса тухассине епле йӗркеленине, экзамен процесне тӗрӗслессин шайне, аудиторисенче пичет тата экзамен материалӗсене сканерласси мӗнле пулнине пӗлме пултарнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/
Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ пуҫланас умӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Ю. Н. Митюков, информаципе методика центрӗн директорӗ, ППЭ ирттерекен пунктӑн ертӳҫи Л. М. Антонова, пункт йӗркелӳҫи Анна Кольцова тата экзамен тытакан ашшӗ-амӑшӗ хутшӑннипе малтанах ҫавра сӗтел пулнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн ман куҫ умне экзамена юлсарах ҫитнӗ ҫамрӑк экзамен тӑршшӗпех ыттисен ҫурӑмӗсен хыҫне чӗрӗп пек пуҫтарӑнса, пытанса, куҫӗсене вӑрӑлла чӑл-чал ывӑткаласа е аялалла тартса ларни тухса тӑчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Паян эпӗ остеологипе экзамен тытрӑм — пӗрремӗш экзамен, — алӑкран кӗнӗ-кӗмен пӗлтерчӗ Павлуш килхуҫи хӗрарӑмне.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ, анчах кашниех хӑй савӑннине астӑвать, пурте пӗр-пӗрне экзамен параҫҫӗ темелле, — ҫивӗч пулас та ывӑнма пӗлес мар енӗпе экзамен параҫҫӗ темелле.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Юлашкинчен пӗрремӗш экзамен — дифференциалсемпе интегралсен экзаменӗ ҫитрӗ, эпӗ ҫаплах-ха, темле тӗлӗнмелле тӗтре ӑшӗнчен тухаймарӑм, хама мӗн кӗтнине те уҫҫӑн ӑнкарма пултараймарӑм.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах пӗрремӗш экзамен кунӗ вӑл, хавшаса ҫитнӗскер, шурса кайнӑ сӑнпа, чӗтрекен алӑсемпе зала пырса кӗчӗ те, экзаменсене питӗ лайӑх тытса, иккӗмӗш курса куҫрӗ.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑнах та, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ леш Семенов, пӗрремӗш экзамен вӑхӑтӗнче хамран япӑхрах курӑннипе мана савӑнтарнӑскер тата вӗренме кӗмелли экзаменсене панӑ чух иккӗмӗш вырӑна йышӑннӑскер, студент пурнӑҫӗн малтанхи уйӑхӗнче лекцисене пӗр сиктермесӗр ҫӳрерӗ, анчах репетицисем пуҫланичченех ӗҫме пуҫларӗ, курс вӗҫӗнче университета ҫӳреми те пулчӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иконин мана курсан савӑнсах кайрӗ, хӑй историпе экзамен тепӗр хут тытасси, истори профессорӗ ун ҫине пӗлтӗрхи экзаментах ҫиленни, вӑл ӑна ун чухне те пӑтраштарса яни ҫинчен пӗлтерчӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сашӑн экзаменне пула (хамӑн экзамен ҫинчен хам ӑшра кӑна шухӑшларӑм) сулӑпа ниепле те усӑ курма май пулманшӑн вӑл илтмеллех тепӗр хут кулянса илтӗм.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Пирӗн коллектив халӗ экзамен тытнӑ, пӗчӗккӗ пулсан та — экзамен; коллектив ӳснӗ, ҫирӗпленсе пынӑ чух уншӑн пур ӗҫ те тӗрӗслӳ пулса тӑрать — хурлӑх та, савӑнӑҫ та, тепӗр коллективпа тӗл пуласси те.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл виҫӗ предметпа экзамен тытайман иккен, икӗ предметпа ҫеҫ тепӗр хут экзамен тыттараҫҫӗ, анчах та, хытӑрах ыйтсан, виҫҫӗшне тытма та ирӗк параҫҫӗ.
Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вырӑс чӗлхипе экзамен ирттернӗ хыҫҫӑн, экзаменсем ытти предметсемпе те пулчӗҫ.После экзамена по русскому начался экзамен по другим предметам.
36 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Халь экзаменсем пирки пуҫсене ватар, тата икӗ экзамен ҫеҫ юлчӗ, анчах вӗсем чи йывӑррисем.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Мӗнле ӗҫ пултӑр, — урок е Вера Павловнӑн студент вырӑнне йышӑнасси: Ҫапла ӑна медицина урокӗсем парать, анчах ун пулӑшӑвӗ Вера Павловнӑна пуринчен ытларах гимназири экзамен пама тивекен хӑшпӗр предметсене вӗреннӗ чух кирлӗ; вӗсене пӗччен вӗренме ӑна питӗ кичем; чи путсӗр япала вӑл — математика; латин чӗлхи тата унтан та кичемрех пулмалла; анчах унсӑр юрамасть, пӑртак тарӑхасах пулать, ҫитменнине тата нумай та юлмарӗ ӗнтӗ: гимназирен парса кӑларакан аттестат вырӑнне пулакан экзамен валли Медицина академийӗнче ытлашши нумаях та кирлӗ мар; сӑмахран, эпӗ: Вера Павловна латин чӗлхине Корнелий Непота ҫырнинчен ик йӗрке те пулин куҫарма пултармалӑх вӗренсе ҫитӗ тесе каламастӑп, анчах вӑл медицина ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенче тӗл пулакан латинла фразӑсене ӑнланма пултарать ӗнтӗ; ҫапах та ку пӗлӳ ытлашши пысӑках мар.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Экзамен пулчӗ, экзамен пулчӗ!
XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949