Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытармалла (тĕпĕ: ытар) more information about the word form can be found here.
«Рассвет» ЯХПКпа Юрий Цветков фермерӑн уй-хирӗсенчи тыр-пул анисем мӗншӗн ҫакӑн пек ытармалла мар илемлӗ, тулли пучахлӑ?

Help to translate

Вӑй-халу ан иксӗлтӗр, ҫӗр ӗҫченӗ! // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b5%d0%bde/

Пӑхать те тавралӑха — тӗлӗннипе хытсах каять: таҫта аякра, тачка та хӑмӑр пӗлӗт ҫинче, ҫичӗ-сакӑр тӗспе асамат кӗперӗ ялкӑшать, курӑксем пурте тумлам шӑрҫасем ҫакнӑ, кайӑксем каҫса кайсах чӗвӗлтетеҫҫӗ, ытармалла мар юрӑ-кӗвӗ янратаҫҫӗ…

Help to translate

Кӑмпасем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 285–286 с.

Сан чунна тин, пӗвене татса кайнӑ ҫумӑр шывӗ евӗр, мӑнаҫлӑх капланса хӑпарать, вара хӗвел те сан ҫине (санран мӑшкӑллакансем ҫине мар!) ӑшшӑнрах пӑхнӑн, кайӑксем те саншӑн ҫеҫ ытармалла мар юрланӑн туйӑнать.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ытармалла мар паха ҫутҫанталӑк уншӑн ӗмӗрлӗхе ҫухалӗ…

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтрах Анук ҫине тӗпчевлӗ куҫӗпе сӑнасарах пӑхрӗ те, вӑл чӑнах та ытармалла мар илемлине курчӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кам шухӑшласа кӑларнӑ сана, чи кирлӗскере, чи чаплӑскере, пурнӑҫӑн питӗ кирлӗ, ытармалла мар пайне.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗр парнисене ытармалла марччӗ.

Help to translate

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Унта ытармалла мар аван, сулхӑн.

Здесь так хорошо, прохладно.

Ҫӑлкуҫсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсен икӗ ытармалла мар ывӑл ҫитӗнет.

Help to translate

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Юлашкинчен экран ҫинче Ленӑн нумайранпа палланӑ ҫынни, арҫын ачанни пек урлӑ хӑлхаллӑ, ытармалла мар Жерар курӑнчӗ — вӑл Лена пурнӑҫра пӗлнӗ пур арҫынсемшӗн те ниепле танашма май ҫук чаплӑ тӗслӗх пулнӑ.

Help to translate

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ытармалла мар хваттерсенчен пӗрне П. Евлампьевӑна панӑ.

Help to translate

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Ытармалла мар кӗлеткине тӳп-тӳрӗ тытса, ҫивӗт вӗҫӗнчи хӗрлӗ лентӑна пӗтӗркелесе калаҫрӗ.

Help to translate

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӳпе, ялан хитре те ытармалла мар чипер тӳпе, ҫӗр ҫине, хӑйне савнӑ ҫынсем ҫине вилӗм акнӑ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Ах, вӑрман, сӗм вӑрман, ытармалла мар сана, пытармалла сан мана», — пӑшӑлтатать хӑй ача чухне ваттисенчен илтнӗ сӑмахсене.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытла та ытармалла мар ҫӗре вырнаҫнӑ «Хӗвел шевли».

Help to translate

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ҫаран ҫинчи шурӑ пуҫлӑ чечексем пек, куҫпа пӑхса ытармалла мар, — чупса ҫӳрекен чӗпӗсем ҫине куҫ туллин савса пӑхрӗ Зоя.

Help to translate

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена уйри уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллин сывласа илчӗ, ҫавна май унӑн чӗрине ҫак тӑван тавралӑх хӑйне кунсерен ытларах та ытларах хаклӑ пулнишӗн, унӑн ытармалла мар илемӗпе ирӗккӗн сывлама пултарнӑран мӑнаҫлӑ туйӑм ытти кунсенхинчен те ытларах ҫавӑрса илчӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн сӗт пек таса пичӗ, кӑмака умӗнче хӗрелсе кайнӑ пирки, ытармалла мар асамлӑ чечек пек курӑнать.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ку таранччен чӗпӗсемшӗн ҫут тӗнче клетка шӑтӑкӗнчен кӑна курӑннӑ пулсан, халӗ вӗсемшӗн ытармалла мар юмахри пурнӑҫ тухса тӑчӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӑнах, хӑш-пӗр чухне этем йӗри-таврари илеме сӑнаса пӑхмасть, унӑн ытармалла мар пархатарлӑ сӑн-сӑпатне асӑрхамасӑр, чунсӑр ҫыннӑн пурнӑҫӗпе пурӑнать.

Help to translate

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed